Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Калав
 
Çĕр типсен, йывăçсем ем-ешĕл тум тăхăнсан кăнтăр енчен чĕкеçсем вĕçсе килчĕç. Виçкĕтес хӳ-реллĕ кайăксем тăван çĕршыва килнине пĕлтерсе ял çийĕн ушкăнпа унталла-кунталла вĕçсе сывлăша касса çӳреççĕ. Часах вĕсен йăва çавăрмалла, çăмарта тумалла, чĕпĕ кăлармалла.
Пĕр мăшăр чĕкеç ялăн катари çурчĕ патĕнче явăнса çӳресе йăва валли вырăн шырарĕ. Часах кунта вĕсем хăйсене килĕшекен вырăн тупрĕç, аслăк çунатти айне йăва ăсталама пуçларĕç. Вĕсем темиçе кун тăрăшса ĕçлерĕç: çăварĕпе пылчăк, тăм, тĕк, лаша-ĕне çăмне, пĕлтĕрхи курăка пуçтарчĕç. Вĕсене сурчăкĕпе йĕпетсе çыпăçтарса çӳллĕ вырăнта виçĕ кĕтеслĕ йăва туса хучĕç.
Часах чĕкеç ами тăватă çăмарта туса йăвана пусма ларчĕ. Çăмартисем шурă, анчах вĕсем хăмăр пĕрчĕсемпе витĕнннĕ. Ун пек пулни лайăх, тăшман куçне тӳрех курăнмасть. Икĕ эрнерен тăватă çара чĕпĕ тухрĕ. Сап-сарă çăварĕсене карса çиме ыйтма мĕнле пĕлеççĕ-ха вĕсем – чĕр-рик-чĕр-рик! тесе сасă кăлараççĕ. Ашшĕпе амăшĕ халĕ кунĕпе вĕсене тăрантарассишĕн тăрăшаççĕ, пĕр чарăнми апат шыраççĕ. Вĕсем кунне темиçе çĕр хут йăва патĕнчен вĕçсе кайса каялла таврăнаççĕ, шăна-шăрчăк таврашне сывлăшрах çăварĕпе хыпса илеççĕ. Пĕрре тытнипех вĕçсе килмеççĕ-ха йăви патне, темиçе хурт-кăпшанкă тытса çăварĕнче чăмлаççĕ, çаврашка туса çемçетеççĕ те унтан тин чĕпписене килсе çитереççĕ. Ашшĕ-амăшĕ апат илсе килсен чĕпсем тӳрех пурте харăс чĕриклетме тытăнаççĕ: чĕр-рик-чĕр-рик!
Çакна 12 çулхи Сентиер анкарти енне тухса пăхса тăма юратать, кашни кун сăнать вăл йăвана. Пĕррехинче арçын ача тĕлĕнмелле япала курчĕ.
Пĕр чĕкеç йăви патне апат илсе килчĕ, анчах темшĕн унта пымарĕ – йăва патне çитеспе каялла çаврăнчĕ те мунча тăррине кайса ларчĕ. Сентиер малалла сăнать: амăшĕ мĕншĕн йăвине лармарĕ-ха/ Унран хăрарĕ-и/ Акă чĕкеç сасă пара-пара йăва патĕ-нчен вирхĕнсе иртсе кайрĕ. Ун сассине илтсен чĕпписем пушшех чĕриклетме тытăнчĕç.
Сентиер аванрах сăнаса пăхрĕ те – тĕлĕнсех кайрĕ: çӳлте карнис тăрăх йăва патне хура çĕлен васкамасăр авкаланса шуса пырать! Чĕкеç çакна курсан чĕриклете-чĕриклете шăв-шав çĕклерĕ, унтан пĕр самантлăха куçран çухалчĕ.
Нумай та вăхăт иртмерĕ – чĕкеç ами çăварĕпе симĕс тĕслĕ армак-чармак япала йăтса килчĕ те йăвапа çĕлен хушшине карнис çине хучĕ. Сентиер çывхарса пычĕ те пăхрĕ: чĕкеç йăтса килнĕ япала – çын пӳрни тăршшĕ шăрчăк – богомол! Çĕлен ун патне шуса çитрĕ те чарăнчĕ, малалла мĕн тумаллине пĕлмест. Пуçне пăркалать, икĕ вĕçлĕ чĕлхине кăлара-кăлара илет, сывлăша тĕпчет – ун умĕнче мĕн тăнине пĕлесшĕн. Çĕлен хурт-кăпшанкă таврашне çимест, çавăнпа вăл халь аптăраса ӳкрĕ. Унтан тата малалла куçма хăтланчĕ. Çав самантра богомол çĕлене пуçĕнчен малти вăрăм урине тăсса хытă çапрĕ те – лешĕ авкалана-авкалана çĕрелле вăркăнса анчĕ!
Çакна сăнаса ларакан чĕкеç богомол патне вĕçсе пычĕ те ăна çăварĕпе хыпса айккинелле вĕçсе кайрĕ. Ăçтан илнĕ – çавăнта хурса хăварчĕ! Часах вăл таврăнчĕ, йăвине анса ларчĕ. Чĕпписем çаплипех чĕриклетеççĕ, апат ыйтаççĕ. Чи пахи – вĕсем пурте сывă! Апатне чĕкеç каярах та илсе килĕ-ха, халĕ вара вăл хăйĕн чĕпписене вилĕ-мрен хăтарчĕ.
Вăт анне! Ачисене çăлса хăварас тесе тем те шутласа кăларать вăл...
 
: 133, Хаçат: 22 (1423), Категори: Шевле çути

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: