Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Илемлĕ çуркунне! Çанталăк сивĕрех тăрать пулсан та çурхи илеме юратмасăр чăтма çуках вара!
Пĕтĕм йывăç-курăк симĕс пурçăнпа витĕннĕ-çке-ха. Пăхса ытарайми хитрелĕх пурăнма вăй-хăват парса тăрать. Вăт мĕнле вăл çутçанталăкăн илемĕ! Симĕс пурçăнпа витĕннĕ çӳллĕ йывăçсем, илемлĕ кайăксен юрри – çакă мар-и вăл савăнăç, телей тени/ Çак çутă тĕнчере, çĕр çинче пурте пурăнасшăн, çӳлти тӳпери хĕвелпе ăшăнасшăн-çке.
Çаксем пурте хитре, анчах та этем хаярлăхĕ вара чакмасть, пĕр-пĕрне кӳрентересси, хурлантарасси, пĕр айăпсăр çынна йĕртесси ĕмĕрне те пĕтмест пулĕ тесе шухăшлатăп. Хама илсен – мĕн чухлĕ йĕмен-ши эпĕ/ Мĕншĕн çакăн пек-ши вăл пурнăç йĕрки, тăвансем/ Этемĕн савăнсан та йĕрес килет, хурлантарсан вара тата та ытларах йĕретĕн. Анчах мĕнле хурлантарсан симĕс тумлă йывăç-курăк илемĕ çĕнтеретех!
Чăвашсем чăвашла манаççĕ, пĕли-пĕлми пулсан та вырăсла калаçаççĕ. Çапах та мĕнле тăрăшсан та эпир вырăса тухас çук! Вырăнсăр вырăсла калаçни хамăра аяла кăна антарса лартать-çке. Мĕншĕн çакна ăнланакан сахал-ши/
Чăваш халăхĕ, «Канаш» илсе вуласа тăракансем, эпĕ сире пурсăра та çурхи хĕрӳллĕ салам яратăп! Пурсăр та вăрăм ĕмĕрлĕ пулăр, ан чирлĕр!
 
Карсун районĕ, Языково поселокĕ.
 
: 110, Хаçат: 22 (1423), Категори: чунри

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: