Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Димитровградра пурăнакан отставкăри подполковник Валентин Никифоров кăçалхи апрелĕн 3-мĕшĕнче 75 çул тултарнă. Валентин Андреянович УОЧНКАн Мелекесс районĕнчи уйрăмĕ йĕркелекен мероприятисене хаваспах хутшăнать, вырăнти артистсен концерт-спектаклĕсе не тата пултарулăх каçĕсене çӳрет.
В.А.Никифоров Нурлат районĕнчи Кивĕ Чаллă ялĕнче çуралнă. 1-7-мĕш классене тăван ялĕнчи шкулта вĕреннĕ, аслă классене – Курманаевăра.
- Пĕррехинче çапла шкулти спортзала хăйнеевĕр тĕлпулăва йыхравларĕç. Çав сехетлĕх курнăçу ман пурнăçа пысăк витĕм кӳрессе маларах кам шутлама пултарнă/ Умри сĕтел хушшинче офицер тумне тăхăннă çар çыннисем лараççĕ – Вольскри (Сарă Ту облаçĕ) аслă çарпа техника училищинчен вĕрентекенсем тата районти çар комиссариатĕнчен хисеплĕ хăнасем килнĕ. Пĕрин хыççăн тепри тăрса арçын ачасене çар училищине вĕренме кĕме чĕнсе калаçни халĕ те куç умĕнче. Эпĕ тата класри темиçе ача хавхаланса ӳкрĕмĕр. «Ниçта та мар, çавăнта каятăпах», - тĕв турăм эп. Килте аттепе канашларăм. Вăл та хирĕç пулас çуккине пĕлтерчĕ. Аттепе аннене ачисем аван специальность илччĕр тесе çине тăрса тăрăшнăшăн тав тăватăп. Вара эпĕ çав çулах Раççейĕпе паллă çар училищин курсанчĕ пулса тăтăм, - терĕ Валентин Андреянович.
Лăпкă та тăрăшуллă чăваш йĕкĕчĕн, вăрçă ачин кăмăлне самана çирĕ-плетнĕ: юхăннă хуçалăхсене çĕклемелле, уй-хирте аслисемпе пĕр тан тăрса ĕçлемелле, шăллĕ-йăмăкне ураланма пулăшмалла пулнă. Валентин Никифорова та 4-мĕш класс хыççăнах колхозра вăй хума тивнĕ: комбайнер пулăшаканĕн тивĕçĕсене пурнăçланă, утăçи вăхăтĕнче кăрманпа утă-улăм, тырçинче тулă-ыраш турттарнă тата фургон кӳлнĕ лашапа утă çулакансене вырăна çитернĕ, каçкӳлĕм каялла илсе килнĕ.
- Чăваш вăл ĕлĕкренех ĕçре те паттăр, юрă-ташăра та маттур пулнă. Эх, еплерех хитре юрлатчĕç ĕлĕк пирĕн тăрăхра! Питравччен икĕ эрне маларах Уяв пуçланатчĕ. Яш-керĕм карталанса халăх юррисене шăрантарнине итлеме мĕнпур вĕтĕр-шакăр, ватти-çитĕнни пухăнатчĕç. Çак ытарайми ӳкерчĕке курса тăранма çукчĕ. Çĕрлене юлсан анне-атте киле йыхăрса кĕртетчĕ. Уçă чӳречесенчен сăрхăнса кĕрекен Уяв юррисене итлесех çывăрса каяттăмăр. Вольскри çарпа техника училищинче вĕреннĕ чухне те тĕлĕке кĕретчĕç çав ытарайми каçсем, - аса илет отставкăри подполковник.
Вĕренсе пĕтерсен Валентин Никифоров Капустин Ярти полигонта ĕçлеме тытăнать. Унта 8КА-14 ракетăпа паллашать. Кунне (1960 çул) хĕсметре 3-4 метеоракета янине аса илет çар çынни. Кинотеодолит станцийĕнче службăра тăнă чухне ăна сăн ӳкерекен тивĕçне те пурнăçлама тивнĕ. Ку ĕç питĕ кăсăклантарса янă офицера.
Çĕннине пĕлме юратакан чăваш пĕлĕвне анлăлатас тĕллевпе Ленинградри çар инженерĕсене хатĕрлекен Можайский ячĕллĕ академие кĕрет. Тăватă çул вĕренет. Ун хыççăн çар офицерĕн тивĕçне Байкал леш енчи çар округĕнче малалла тăсать. Каярах ăна шăпи Семипалатинск облаçне Вăтам Ази çар округне илсе çитерет. Çапла майпа 1975-1981 çулсенче хĕсметре Жангис-тобе (чăвашла «Чăнкă тӳпе» тесе куçать) поселокĕнче тăрать. Унтан ăна Ăремпур облаçĕнчи Домбаровский районĕнчи ракета дивизине куçараççĕ.
- Çар тивĕçне эпĕ подполковник должноçĕнче вĕçлерĕм. 1992 çулта ĕç тăвакан комитет урлă Димитровград хулине пурăнмашкăн суйласа илтĕм. Çемьене виçĕ пӳлĕмлĕ хваттер пачĕç. Ульяновск облаçĕнче эпĕ 25 çул ĕнтĕ. Кун чухлĕ эпĕ ниçта та пурăнман. - терĕ Валентин Андреянович.
Мăшăрĕпе Галина Сергеевнапа (унпа вăл Казахстанра паллашнă) икĕ ывăл çуратса ӳстернĕ. Асли паян ашшĕ пекех çар çынни – Ленинградри çарпа космос академине пĕтернĕ, подполковник. Мăнукĕ – Владик – çав вĕренӳ заведенийĕнчех 4-мĕш курсра вĕренет. Аслашшĕне ăнăçăвĕсемпе, çирĕп кăмăлĕпе савăнтарать.
Валентин Никифоровăн иккĕмĕш мăнукĕ Максим, кĕçĕн ывăлĕн ачи, Воронежри Ю. Гагарин ячĕллĕ çарпа сывлăш академийĕнче аслă пĕлӳ илет. Ку çулхи майăн 9-мĕшĕнче Мускаври Хĕрлĕ площадь тăрăх утса иртмелли тивĕçе çĕнсе илнĕ вăл. Пурĕ вара Никифоровсен тăватă мăнук.
Димитровграда куçса килнĕренпе отставкăри подполковник пилĕк çул ДААЗра, вунă çул «Химмашра» тăрăшнă. 2012 çултанпа канать.
- Сисĕнмерĕ те – 75 çула çитрĕм. Вăхăт çав тери хăвăрт иртсе кайрĕ. Мăшăрăмпа пĕр-пĕрне пулăшса кун кунлатпăр, куç пек упрама тăрăшатпăр. Мелекесс районĕнчи чăвашсемпе çыхăну йĕркеленипе савăнса пурăнатпăр. Вĕсен хушшинче пултаруллă та шанчăклă чăн-чăн туссем нумай. 1992 çултанпах «Канаш» хаçат вулатăп, - терĕ ентешĕмĕр.
 
Димитровград хули.
 
: 477, Хаçат: 23 (1424), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: