Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Вунă çулхи Ляванттие асламăшĕ ыран вăрмана кăмпана илсе кайма шантарчĕ. Ача савăннипе: «Атя, асанне, кӳршĕ Микĕттяна та илетпĕр. Вăл та кăмпана каясшăн, анчах пĕччен кайма хăрать»,- терĕ.
-Юрĕ, пĕрле аванрах пулĕ пире. Вăрман курса çӳрĕпĕр,- ăшшăн хуравларĕ Уçтине кинемей.
Ирхине вĕсем кунтăк тата хăваран явнă карçинкка йăтса çывăхри вăрманалла уттарчĕç. Çитрĕç те – пăхкалаççĕ. Кăмпа ăçта/ Малтан пăхсан вĕсем çук пекех, нимĕн те асăрхама çук.
Уçтине ачасене кăмпа ăçта ларнине, ăна мĕнле тупмаллине, çимеллисенчен наркăмăшлисене уйăрма вĕрентрĕ. Ай-яй, нумай пĕлмелле иккен кăмпа пуçтарас тесен! Чупса пынă майăнах кунтăка тултараймăн. Васкамасăр пымалла, енчен енне сăнамалла, мăкăрăлса тăракан вырăнсене лайăх пăхмалла. Мăкăрăлчăк çинчи йывăç çулçисене сиретĕн те – ак вăл кăмпа! Сан çинех пăхса ларать, илсе кай мана тет. Çапла çур куна яхăн çӳрерĕç кăмпаçăсем вăрманта, карçинккисене тултарчĕç.
Яла таврăнас умĕн карçинккисене курăк хушшине лартса хăварса пурте çĕре йăваннă йывăç çине ларчĕç, килтен илсе килнĕ çимине çырткаласа ячĕç.
Ун хыççăн тулли кăмăлпа килне таврăнчĕç, ачасем кăмпана мĕнлерех хатĕрлемеллине Уçтинерен ыйтса пычĕç.
-Мĕнле кăмпана та малтан питĕ лайăх тасатса сивĕ шывпа çумалла, унтан 2-3 хут вĕретсе шывне тăкас пулать. Çапла тусан унти сиенлĕ япаласем вĕрипе пĕтеççĕ. Кайран вара кăмпана касса вакламалла та çатма çине хурса çупа ăшаламалла. Питĕ тутлă пулать кун пек! – ăнлантарса пычĕ Уçтине.
Яла кĕрсен Микĕття хăй килне васкарĕ, Ляванттипе асламăшĕ вара картишне кĕчĕç те кăмпасене çуса тасатма кункăрари шыва ячĕç. Унччен те пулмасть – унта ача сăрă пралук евĕр япала асăрхарĕ. Пĕшкĕнсе пăхрĕ те – çĕлен вĕт ку! Кăмпасем çийĕнче виçĕ шит ытла вăрăмăш, кăранташран хулăнрах çĕлен аран-аран хускалать.
-Çĕлен! Асанне, кунта çĕлен! Килсе пăх-ха! Мĕн тумалла/!- хăранипе кăшкăрса ячĕ ача.
Уçтине уттине хăвăртлатса пычĕ те кункăрана пăртак сăнаса тăчĕ.
-Хăраса ан ӳк-ха, мăнукăм. Ку хурăн пуçлă çĕлен çури кăна. Куратăн-и, пуçĕ çинче хăлхи патĕнче икĕ енче те сарă пăнчăсем пур унăн. Вăл наркăмăшлă мар, сăхмасть. Çитменннине, сывах та мар пулмалла. Сывă çĕлен йăрăрах авкаланаканччĕ...
Асламăшĕ çĕлене патак вĕçĕпе çаклатса кункăраран кăларчĕ те çĕр çине хучĕ. Лешĕ шуса тарма шутламасть те – хĕвел пайăркисемпе хĕртĕнсе выртать.
-Ку çĕлен чирлĕ пуль. Вăрмана леçсе ярсан вилет ĕнтĕ вăл...- терĕ Уçтине шеллесе.
-Асанне, атя эпир ăна кăмака айне яратпăр, унта ăшă. Çĕленсем сĕт ĕçеççĕ тенине вуланăччĕ эпĕ. Пирĕн ĕне пур вĕт! Сывалсанах вара вăрмана леçсе ярăпăр, – хавхаланса калаçрĕ Лявантти.
Асламăшĕ, ачаранах вăрман çывăхĕнчи ялта ӳснĕскер, вăрман чĕрчунĕсене лайăх пĕлекенскер, ачана хирĕçлемерĕ. Ляванттин ашшĕпе амăшĕ ĕçрен килсен вĕсене хăйсен шухăшĕ пирки каласа пачĕç. Ача ӳкĕтленипе вĕсем те хирĕç тăмарĕç, чирлĕ çĕлене сыватма шухăшларĕç.
Пĕчĕк турилкке çине сĕт ячĕç, ăна кăмака айне кĕмелли шăтăк патне лартса пачĕç. Пурте шăплансан вара çĕлен ăна кăмака айĕнчен туха-туха ĕçет, чӳречерен кĕрекен хĕвел пайăркисем айĕнче ăшăнса выртать. Çапла икĕ эрнерен вăл самаях аванланчĕ. Килтисем çĕлене çитес кунсенче вăрмана кайса ярăпăр тесе шутларĕç.
Тепĕр кунхине Ляванттин ашшĕ-амăшĕ ĕçе уттарчĕ, асламăшĕ кӳршĕ хĕрарăмĕ патне кайса ларам-ха терĕ. Юлташĕ патне Микĕття килчĕ. Вĕсем иккĕшĕ тата Ляванттин шăллĕ сĕтел хушшине ларчĕç: хут касса çыпăçтараççĕ, кӳлепесем тăваççĕ. Чылай аппаланчĕç çапла.
-Сирĕн çĕленĕр патне юлташĕ килмен-и/- тесе ыйтрĕ Микĕття кĕтмен çĕртен.-Пăхăр-ха, мĕнле шуса куçать. Алăк урати урлă каçать вĕт ав.
Лявантти унталла пăхрĕ те – ун чунĕ сӳ! турĕ! Уçă алăкран хура çĕлен шуса кĕрет!
-Мĕнле юлташĕ пултăр! Ку хура çĕлен! Кур-ха, ун çурăмĕ çинче тăршшĕпех йĕрлĕ-йĕрлĕ эрешсем пур! Наркăмăшлă вăл, сăхма пултарать. Асанне пире хура çĕленпе хурăн пуçлă çĕлен мĕнпе уйрăлса тăнине вĕрентнĕ! Хура çĕлен хурăн пуçлă çĕленрен кĕскерех, анчах ун наркăмăшĕ пур!- терĕ васка-васка Лявантти. Унăн шăллĕ хăранипе йĕрсех ячĕ.
Унтан ачасем сак çине урипех хăпарса тăчĕç те ним тума аптрарĕç, хытса кайрĕç. Çĕлен вĕсем патне шуса хăпарсан мĕн тумалла/
Икĕ шит тăршшĕ кĕтмен хăна урай тăрăх шуса пырать. Икĕ вĕçлĕ чĕлхине хăвăрт-хăвăрт кăларса илет, сывлăша шăршлать. Акă вăл турилкке патне çитсе пырать. Ачасем малалла мĕн пуласса кĕтсе тăраççĕ.
Ку вăхăтра кăмака айĕнчен хурăн пуçлă çĕлен шуса тухрĕ – вăл тепĕр çĕлене шăршă тăрăх пĕлчĕ. Вăл тӳрех сĕт куркипе хура çĕлен хушшине çитсе вырнаçрĕ. Лешĕ вара малалла куçать.
Кунта тытăçусăр май çук! Ак çĕленсем пĕр-пĕ-ринпе çыхланса кайрĕç! Вĕсем çаплах явăна-явăна авкаланчĕç, пĕр-пĕрне парăнтарма, урай çумне пусса антарма тăрăшрĕç. Пĕр тапхăр иртсен килти çĕлен кĕтмен хăнана урай çумне пусса хучех, парăнтарчĕ. Лешĕ «кил хуçи» хăйĕнчен вăйлăраххине туйрĕ те вĕçерĕнме тăрăшрĕ. Унтан шуса килнĕ çулпа каялла тухса хăвăрттăн çухалчĕ.
Хурăн пуçлă çĕлен вара турилкке патне пырса васкамасăр сĕт ĕçме тытăнчĕ.
Асламăшĕ таврăнсан Лявантти килте мĕн пулса иртнине хыпăна-хыпăна каласа пачĕ, хăйсене килти çĕлен пӳрте кĕнĕ наркăмăшлă çĕленрен хăтарчĕ тесе пĕлтерчĕ.
Асламăшĕ вара ачана итлесе пĕтерсен çапла ăнлантарчĕ: «Чăнах та, хура çĕлен хăй патне пырсан сире сăхма пултарнă. Анчах сирĕн пата килмен вăл, апат шырама тухнă. Ăна сĕт шăрши илĕртнĕ пулмалла. Вĕсем сĕтпе тăранса пурăнмаççĕ, анчах çакăн пек май килсен ăна ĕçме пултараççĕ. Кăмака айĕнчи çĕлен вара сире мар, хăйĕн сĕтне сыхланă. Çапла вара хăй пĕлмесĕрех сире инкекрен хăтарнă».
 
: 61, Хаçат: 24 (1425), Категори: Таван тавралах

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: