Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăнлă поселокĕнче пурăнакан Юлия Илюхина – вăрçă ачи. Вăл Кунтикав ялĕнче 1937 çулта çуралнă, çак кунсенче 80 тултарчĕ. Вăл 20 çул фермăра тăрăшнă, малта пыракан ĕçчен пулнă. Патшалăх ун ĕçне пысăка хурса хакланă, «Хисеп» палли» орден парса чысланă. Çаплах ун «Социализмла ăмăрту çĕнтерӳçи» ятлă икĕ медаль.
Паллах, вăрçă ачисен пурнăçĕ выçăллă-тутăллă пулнă ĕнтĕ, тăраниччен çисе те курман.
-Аттене, Николай Григорьевич Пиколова, вăрçă пуçлансанах фронта илсе кайрĕç, вăл нумай та çапăçайман – пуçне хунă. Ăçта пытарнине те пĕлместпĕр. Шыраттарма та пĕлмен ун чух. Уншăн 12 тенкĕ пособи илмелле пулнă пирĕн çемьен, анчах ăна та паман. Çапла тетепе – Петрпа (1930 çулхи) иксĕмĕр юлтăмăр. Пĕртăвансем татах та пулнă-ха пирĕн, анчах ачаллах вилсе пынă. Анне, Мария Николаевна, сусăрччĕ, хăрах куçĕ курмастчĕ. Эпĕ ачаллах хире вир çумлама кайма пуçларăм. Перчетке пулман, алла пиçен чикнипе чăтма çук ăшалатчĕ.Ялан çиес килетчĕ. Вĕлтĕрен, мăян, крахмал çиеттĕмĕрччĕ. Яшка çине клевер яраттăмăрччĕ. Сĕт яшки çисен вара тем япала çинĕ пек туйăннă. Çăмартине те пĕтесрен асăрханса, шутласа çинĕ, анне çăмартасене тĕпсакайне кĕл çине хурса усратчĕ. Çĕрнĕ крахмала вара типĕтетчĕ те алапа аллатчĕ, унтан çăкăр пек туса пĕçерсе паратчĕ. 1973 çулта нуша курса пӳрт лартрăмăр, чăнах та, мана малта пыракан ĕçчен тесе материал тупма пулăшрĕç ĕнтĕ. Анчах анне çĕнĕ пӳртре нумай пурăнаймарĕ, икĕ хĕл каçсан 68 çула çитсе çĕре кĕчĕ,- аса илет Юлия Николаевна.
1954-56 çулсенче вăл Ульяновскра та ĕçленĕ. Яла таврăнсан вара 1957 çулта качча кайнă, анчах арçыннипе нумай пурăнайман, уйрăлнă. Иккĕмĕш хут мăшăрлансан вара упăшкипе Тутарстанра 30 çул пурăннă, çав вăхăтра Юлия аппа чукун çул çинче ĕçленĕ. Упăшки çĕре кĕрсен вара ун каллех таврăнма тӳрĕ килет. Виçĕ ача çуратнă вăл, пĕри, шел, çамрăклах вилнĕ. Халĕ чăваш хĕрарăмĕ Чăнлă поселокĕнче мăнукĕ – Ирина Ефимова – патĕнче пурăнать.
-Пилĕк хĕл каçрăм ĕнтĕ мăнукăм патĕнче. Мана пăхнăшăн ăна тав сăмахĕ калас килет. Халĕ пурнăç унчченхи пек мар, мĕн çиес килнĕ çавна çиме пулать. Аш-какайĕ, кăлпассийĕ, çăмарти – укçу пулсан пурте пур! Халĕ ĕçлесен укçине те параççĕ. Пире сĕре нуша килчĕ, урăх ун пекки ан пултăрччĕ ĕнтĕ,-тет Юлия аппа.
 
 
Чăнлă районĕ.
 
: 74, Хаçат: 30 (1431), Категори: Вăрçă ачисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: