Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Кăçал утă уйăхĕн 30-мĕшĕнче Ульяновск облаçĕнче пĕрремĕш хут Халăхсен туслăхĕн уявĕ иртрĕĕ Мероприяти «Владимировский сад» паркĕнче кăнтăр хыççăн 4 сехетре тытăнса мĕн çĕрлеччен пычĕĕ
Наци политики
Ульяновск облаçĕнче 130 ытла тĕрлĕ халăх çынни пурăнатьĕ Апла пулин те пирĕн регион Раççейри чи тăнăçлисенчен пĕри шутланатьĕ Çакăнта область правительствин тӳпи пĕчĕк марĕ Историе шаларах кĕрсе çакна та каласа хăварас килетĕ Иртнĕ ĕмĕрти 80-мĕш çулсенчех облаçри обкомăн пĕрремĕш секретарĕ Юрий Горячев халăхсен туслăхне çирĕплетмелли майсем шыранăĕ Пирĕн çĕршывра пур халăх та пĕр тан пулнинеĔ кашни халăх çынни хăйĕн чĕлхинеĔ культуринеĔ йăли-йĕркине пĕлмеллине палăртса Атăлçи тăрăхĕнчи тĕп халăхсен – чăвашĔ тутарĔ мордваĔ нимĕç – хаçачĕсене уçмаллиĔ Раççей телевиденийĕнче çак халăхсем валли вăхăт уйăрса памалли пирки хушу кăларнăĕ Çапла чăвашсен «Еткер» телекăларăмĕ тата «Канаш» хаçачĕ çут тĕнчене тухнăĕ
Юлашки çулсенче тĕнчери лару-тăру канăçсăр, унта таĔ кунта вăрçă сиксе тухатьĕ Ку вăрçăсен сăлтавĕсемĔ шел пулин теĔ тĕрлĕ наци тата тĕн пулса тăратьĕ Хăш-пĕр çĕршывсен Раççейри халăхсене пĕр-пĕринпе çапăçтарса ярасси тĕп политика шутланатьĕ Хăйсем пĕтĕм тĕнчере хуçа пулса тăрасшăнĕ Кун пирки вĕсем уççăнах каламасан та ĕçне тăваççехĕ Çакна ГрузиĔ Украина тата унччен СССРа кĕнĕ ытти çĕршывсенчи тĕслĕ революцисем çирĕплетеççĕĕ
Çĕр чăмăрĕ çинчи тăнăçлăха сыхласа хăварассишĕн тăрăшса 2011 çулта ООН пĕтĕм тĕнчери Туслăх уявне йĕркеленĕĕ Ăна утă уйăхĕн 30-мĕшĕнче палăртма тытăннăĕ Раççей Президенчĕ Владимир Путин çакăн пек лару-тăрура халăхсен туслăхĕ пирĕн чи пысăк вăйĔ ăна çирĕплетесси кашни регионăн тĕп задачи тесе палăртнăĕ РФ правительстви 2025 çулччен тăсăлакан наци стратегине йышăннăĕ
Ульяновск облаçĕнче 2006 çултанпа Наци канашĕ ĕçлетĕ 2000 çултанпа танлаштарсан облаçра наципе культура автономийĕсен шучĕ темиçе хут ӳснĕĕ Облаçра халĕ 17 наципе культура атономийĕ тата 40 яхăн нацисен обществăлла организацийĕ ĕçлетĕ
Мĕн вăл туслăхӲ
Халхăсен туслăхĕн уявне палăртасси пирки иртнĕ çул йышăннăĕ Правительство хушăвне Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр 2016 çулхи раштав уйăхĕн 23-мĕшĕнче алă пусса çирĕплетнĕĕ Уява хăш кун ирттерессине Саккунсем кăларакан Пуху депутачĕсем сасăласа палăртнăĕ Ăна утă уйăхĕн 30-мĕшĕнчеĔ пĕтĕм тĕнчери Туслăх кунĕпе пĕрле уявлама сĕннĕĕ Унăн тĕллевĕ – тĕрлĕ тĕне пăхăнакан тĕрлĕ халăх çыннисене пĕр чĕлхе тупма пулăшассиĔ пĕр-пĕрне ăнланма вĕрентессиĔ курайманлăхаĔ шанманлăха пĕтерессиĕ Туслăх пур çĕрте те кирлĕ, çĕршывсем хушшинче теĔ пĕр подъездра пурăнакан кӳршĕ çыннисемпе теĕ Мĕн-ши вăл туслăхӲ «Владимировский сад» парка килнĕ кашни çын çак ыйтăва хуравлама пултарчĕĕ Ятарлă стенд çине хăйĕн чĕлхипе шухăшне палăртрĕĕ
Туслăх уявĕ парка кĕмелли алăк умĕнчен тытăнчĕĕ Облаçра пурăнакан халăхсем хăйсен наци тумĕсене тăхăнса икĕ ретпе тăчĕçĔ çапла Ульяновск облаçĕн правительство çыннисене кĕтсе илчĕçĕ Кун хыççăн пурте пĕрле паркри Туслăх фонтанĕ йĕри-тавра тăчĕçĕ Туслăх уявĕ уçăлнине çирĕплетсе уçлăха шарсем вĕçтерсе ячĕçĕ Çакăнтах çамрăксен организацийĕ «Çемье квестчĕ» проект пирки каласа пачĕĔ тĕрлĕ халăхсен çемйисем хушшинче ăмăрту ирттересси пирки пĕлтерсе хăварчĕĕ
Чĕмпĕр-Ульяновск хулинчи чи ватă парк (Владимировский сада 140 çул каялла йĕркеленĕ) çуллахи ăшă каç кĕрлесе тăчĕĕ Паркри пĕр вырăн та пушă пулмарĕ, кашни наци хăйĕн апат-çимĕçĕн куравне йĕркеленĕĕ Çынсем вĕсене тутанса пăхрĕçĔ хак пачĕçĕ
Чăвашсен сĕтелĕ патĕнчен çынсем татăлмарĕçĕ Пурин те хуплуĔ пӳремечĔ шăрттанĔ тултармăшĔ чăкăт тутанса пăхас килчĕĕ Кăмăл тăвакансем çунса тăракан сăмавартан пылпа вĕри чей ĕçме те пултарчĕçĕ
Ăстаçăсен хулинче уява килнĕ кашни çын тĕрлĕ халăхсен алă ĕçĕсемпе паллашмаĔ туянма пултарчĕĕ ВырăсĔ тутарĔ чăвашĔ мордва ăстаçисем маçтăр-классем те пачĕç, кам пукане тума вĕрентрĕĔ кам тĕрлемеĕ Наталья Новоселец чăваш тумĕ-сен тата капăрлăхĕсен куравне йĕркелерĕĕ
Тĕп сцена çинчен Халăхсен туслăхĕн пĕрремĕш уявне пухăннисене кĕпĕрнаттăр ĕçне вăхăтлăха илсе пыракан Александр Смекалин тата наципе культура автономйĕсен председателĕсем саламларĕçĕ
- Эпĕ пурне те кĕпĕрнаттăр ятĕнчен çĕнĕ уяв ячĕпе саламлатăпĕ Облаçра тĕрлĕ халăхсен тĕп уявĕсене палăртасси йăлана кĕнĕ ĕнтĕĕ АкатуйĔ СабантуйĔ Шумбрат тата ытти наци уявĕ-сене анлăн палăртатпăрĕ Ача садĕнчен пуçласа пĕр-пĕрин культурипеĔ йăли-йĕркипе интересленниĔ ăнланниĔ хисеплени кăна пире тĕп наци йĕркелемеĔ çĕршыва çирĕплетме май паратьĕ Паян сцена çинче наципе культура автономийĕсен ертӳçисемпе пĕрле тăни те мана хавхалантаратьĔ мăнаçлантаратьĕ Эпĕ чăвашĔ тутарĔ мордва тата ытти автономисен ертӳçисене пысăк та хăватлă ĕçĕсемшĕн тав тăватăпĕ Сирĕн ĕçĕр пирĕн облаçаĔ çĕршыва пĕрлештермеĔ вăйлатма пулăшатьĔ - терĕ Александр Александровичĕ
Мĕнпур автономисен ятĕнчен «Русский дом» общество организацие ертсе пыракан Тамара Кулябина сăмах каларĕĕ Вăл чăтса тăраймарĕĔ Раççей вăйĕĔ туслăх пирки пĕр куплет юрă шăрантарчĕĕ
Концерт программине Ульяновскри тата облаçран килнĕ тĕрлĕ халăх ушкăнĕсем тăсрĕçĕ Программăна Ульяновскри «Искринка» ача сачĕн шăпăрланĕсем «Раççей – пирĕн çĕршыв» программипе уçрĕçĕ Вĕсен юрри-сăввисем вырăсĔ чăвашĔ тутарĔ мордва чĕлхисемпе янăрарĕçĕ Чăваш культурипе Чăнлă районĕнчи «Укăлча»Ĕ Шупашкартан килнĕ «Асамат» ушкăнсемĔ Светлана Бахтинова паллаштарчĕçĕ 19ĕ00 сехетре паркра «Мы живем в России» фильм кăтартрĕçĕ
- Туслăх кунĕ çитĕнекен ăрура наци тата патриотизм туйăмĕсене аталантармаĔ область тата çĕршыв историне хисеплеме пулăшатьĕ Кашни халăх хăйĕн апат-çимĕçне пĕçерсе килниĔ савăт-сапине кăтартнтĔ тĕп сцена çинчен юрри-ташшипе паллаштарни çын чунне пуянлататьĕ Кăçал уяв пĕрремĕш хут иртетĔ малашне ăна тата анлăрах та чаплăрах ирттерĕпĕрĔ - терĕ искусствăпа культура политикин министрĕ Ольга Мезинаĕ
Пĕрремĕш Туслăх уявĕнче Ленин тӳремĕнче наци спорт вăййисен (курешĔ кĕрешӳĔ тюштяньĔ налксемат) лапамĕсем те ĕçлерĕçĕ Халăхсен туслăхĕн паркĕ тăрăх экскурси йĕркелерĕçĔ «В дружбе – наша сила» программа пурнăçланчĕĕ
 
: 60, Хаçат: 31 (1432), Категори: Уяв

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: