Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чĕмпĕр çĕрĕ пултаруллă та паллă çынсемпе пуян пулнине чăвашсем йĕркелекен кашни уяврах çирĕплетӳ тупăнать.
Мелекесс районĕнчи кăçалхи Акатуйра УОЧНКА вырăнти уйрăмĕн председателĕ Валентина Киргизова сцена çине хăйсен паллă ентешне, Çĕнĕ Малăкла районĕнчи Упамсар чăвашне, Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ çар летчикне Олег Павлович Еруков полковника чĕнчĕ. Кĕçех ăна генерал звани парассине пĕлтерчĕ. Йăрăс пӳллĕ, тӳрĕ та патвар, сăпайлă чăваш арĕ халăх умне тухса тăчĕ.
Халăха калаçупа ывăнтарас мар тесе Олег Павлович сăмах та илмерĕ.
Акатуя официаллă майпа уçсан вăл хаваспах «Канаш»хаçат корреспондентне хăй çинчен каласа пачĕ.
Мĕн тĕлĕнтерчĕ мана калаçура/ Олег Павлович таса та ирĕклĕн чăвашла калаçни! Пытармалла мар, нумай чухне шкул хыççăн тĕнчене вĕренме тухса кайнă, вырăс майрине качча илнĕ чăвашăмăрсем тăван чĕлхепе калаçайманнине палăртаççĕ. Тĕрĕссипе вара вырăсла та вĕренсе çитеймен, чăвашла та мансах пĕтмен хăйсем. Пытармастăп, О.П. Еруков та çав йышшисем пуль тесе калаçăва вырăсла йĕркелеме хăтланнăччĕ.
-Эпĕ чăвашла питĕ лайăх пĕлетĕп. Манман, манма та шутламан. Тăван чĕлхене епле манăн-ха/ Эпĕ унпа калаçса ӳснĕ, - терĕ вăл мана çирĕппĕн.
Мĕнле мăнаçлантăм-ха эпĕ хамăн ентешшĕн çав вăхăтра!
- Эпир çемьере пиллĕкĕн ӳснĕ – тăватă арçын ача тата пĕр хĕрача. Эпĕ кĕçĕнни. Манран аслисем пурте вĕреннĕ çынсем. Атте пирĕн учитель пулнă шкулта. Çемьери аслă ывăл – Валерий Павлович – артист, Чулхулари академи драма театрĕнче ĕçлет. Вăхăтĕнче вăл Чулхулари театр училищине тата А. Герцен ячĕллĕ ют чĕлхесен институтне пĕтернĕ. Пĕр вăхăт шкулта нимĕç чĕлхине те вĕрентнĕ, сцена çинче те вылянă. Тепĕр пичче – Евгений Павлович – Сарă Тури ракетлă çарсен инженери аслă команда училищине хĕрлĕ дипломпа вĕренсе пĕтерчĕ, ун хыççăн Санкт-Петербургри артиллери академине. Кунта та хĕрлĕ диплома тивĕçрĕ. Службăра Винница облаçĕнче арсенал начальникĕ таранччен хăпарса çитрĕ. Вăл спорт енĕпе те пысăк çитĕнӳсем турĕ, футболист. Тепĕр пиччепе аппа та вĕреннĕ çынсем, - паллаштарчĕ вăл пĕртăванĕсемпе.
О.П. Еруков 1962 çулхи пуш уйăхĕн 9-мĕшĕнче Упамсар ялĕнче çуралнă. Малтан тăван ял шкулĕнче пĕлӳ пухнă, аслă классенче Çĕнĕ Малăклари вăтам шкула çӳренĕ. Летчик пулма мĕн пĕчĕкрен ĕмĕтленнĕ ача тĕлĕкре те вĕçнĕ. Ĕмĕтне пурнăçлас тĕллевпе шкулта питĕ тăрăшса вĕреннĕ, спорта, сывлăха тимлĕх уйăрма тăрăшнă. Пиччĕшĕ каланă тăрăх, вăл çакна лайăх пĕлнĕ: çар летчикĕ пулас тесен чи малтан çирĕп сывлăх тата çирĕп пĕлӳ пулмалла. 1979 çулта вăтам шкулта аттестат илсен Олег Еруков Балаковăри аслă çар авиаци училищине вĕренме кĕрет. Ăна 1983 çулта ылтăн медальпе тата хĕрлĕ дипломпа пĕтерет. Курсри 253 курсантран иккĕн çеç çакăн пек çитĕнӳпе вĕренĕве вĕçленĕ.
Пултаруллă чăваш арĕ пĕлĕвне Ю.А.Гагарин ячĕллĕ çарпа сывлăш академинче тăсать. Ăна та 1997 çулта ылтăн медальпе тата хĕрлĕ дипломпа пĕтерет. 2007 çулта вара Раççей Федерацийĕн сывлăш çарĕн тĕп штабĕн çар академийĕнчен вĕренсе тухать. 2006-2007 вĕренӳ çулĕнче Олег Павлович РФ Президенчĕн стипендине илсе тăрать.
Ентешĕмĕр ĕç биографине инструктор летчикран тытăнать, авиаци полкĕн командирĕ, çарпа транспорт тата инçе вĕçекен авиацин летчикĕ-сене хатĕрлекен вĕренӳ центрĕн начальникĕн çумĕ пулать. Вăл Л-29, Л-410, Ан-24, Ан-26 самолетсемпе вĕçет. Олег Еруков летчик-снайпер. Пурĕ унăн вĕçевĕ – 5 пин сехет.
Мускаври РФ Çар вăйĕсен тĕп штабĕн çар академийĕнче курсантсене вĕрентет, доцент, педагогика ăслăлăхĕн кандидачĕ. 2006 çулта ăна Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ çар летчикĕ хисеплĕ ят панă.
Олег Ерукова пысăк спортсмен, шанчăклă юлташ, тĕслĕх илмелли чăн-чăн çын тесе хаклаççĕ ĕçтешĕсемпе юлташĕсем. Пуласлăхлă офицера час-часах генерал-лейтенент должноçри тивĕçе вăхăтлăх пурнăçлама та шанса хăвараççĕ.
- Эпĕ питĕ вĕçме юрататăп. Пĕлĕтсем хушшинче – юмах тĕнчине лекнĕ пек туятăп хама. Çамрăксене вĕçме вĕрентесси – яваплă ĕç. Вĕсенчен чăн-чăн çар летчикĕ, нимĕнле лару-тăрура та çухалса кайман специалист хатĕрлетпĕр. Çар летчикĕ – Раççее сывлăшра хӳтĕлекен çын вĕт, - тет вăл.
Олег Еруков – СССР спорт маçтăрĕ, спортăн тĕрлĕ тĕсĕсемпе интересленет, отличник-парашютист .
Тăван ялĕнчен шкул вĕренсе пĕтерсенех тухса кайнă пулин те Олег Павлович Упамсарта тăтăш пулать.
- Манăн кунта тăвансем, тус-тантăш, юлташсем, хисеплĕ кӳршĕ-аршă пурăнать. Атте-анне килне манăн пăрахас килмест. Эпĕ кашни çуркунне килсе пахча-анкартине тирпейлетĕп, çимĕç лартатăп. Çĕнĕ мунча туса лартрăм. Хама ялтан кайман пекех туятăп. Çулла, отпуск вăхăтне тăван ялта ирттеретĕп. Çамрăксемпе тĕл пулатăп, çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парасси, Тăван çĕршыва юратма вĕрентесси – кашни çар çыннин тивĕçĕ тесе шутлатăп, - каласа парать полковник.
 
: 490, Хаçат: 32 (1433), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: