Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Марина Тимофеева Ульяновскри 1-мĕш почта уйрăмĕнче 20 çул тăрăшать. Унăн ĕç стажĕ пурĕ 32 çул. Нумай ĕçленĕшĕн вăл икĕ çул каялла «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ. Унсăр пуçне ăна Тав тата Хисеп хучĕсемпе пĕрре мар чысланă. Августăн 16-мĕшĕнче Марина Николаевна 50 çул тултарчĕ.
М.Н.Тимофеева (хĕр хушамачĕ Борисова) Тутарстанри Çĕпрел районне кĕрекен Алешкин-Саплăк ялĕнче йышлă çемьере çуралнă. Вĕсем пурĕ 10 пĕртăван: 6 хĕр тата 4 ывăл. Марина çемьере 3-мĕш ача. Халĕ вĕсем тăххăрăн. Аслă тетĕшĕ 13 çул каялла вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Амăшĕ – Нина Ивановна Борисова кăçал хĕлле 75 çулхи юбилейне паллă турĕ. Ăна ачисем ырă сунса «Канаш» хаçатра саламларĕç. Ашшĕ – Николай Петрович ĕмĕрĕпех тракторпа ĕçленĕ. Ултă çул каялла пурнăçран уйрăлнă.
Марина вырăнти шкулта сакăр класс пĕтерсен Шупашкара пир-авăр комбинатне ĕçлеме кĕрет. Унта виçĕ çул ĕçленĕ хыççăн Ульяновск хулине килет, 16-мĕш техника училищине почта операторне вĕренме кĕрет. Вĕренсе тухсан почта уйрăмне ĕçе вырнаçать. Çав вăхăтра пулас Виктор мăшăрĕпе паллашать. Пĕр çултан çемье çавăраççĕ. Вĕсен икĕ ывăл çуралать: Алеша тата Саша. Виктор мăшăрĕ милицире ĕçленĕ. Кĕтмен çĕртен 2006 çулта вăйпитти арçын чирлесе вăхăтсăр вилет. 38-ти Марина икĕ ачапа тăрса юлать. Пурнăç çулĕ тумхахсăр пулмасть теççĕ çав. Çулсем иртнĕçемĕн çамрăк хĕрарăм Женьăпа паллашать. Икĕ пĕччен пĕрле пурăнма пуçлаççĕ. Вăл Маринăн ачисене те йышăнать. Халĕ вĕсем Ульяновскри Мостовая поселокĕнче харпăр çуртра пурăнаççĕ. Вĕсен хăйсен кил хуçалăхĕ, пахча çимĕç лартса илеççĕ, улма-çырла çитĕ-нтереççĕ.
Евгений Александрович Сясьлюков питĕ юрлама юратать, ăста купăсçă. Вăл облаçра тата хулара иртекен Акатуйра кашни çулах купăсçăсен конкурсĕсене хутшăнса малти вырăнсене тухать. Купăсçа тăванĕсемпе пĕлĕшĕсем, юлташĕсем туйсемпе юбилейсене ташлама-юрлама чĕнсех тăраççĕ. Вĕсем Маринăпа иккĕшĕ чăваш уявĕсенчен пĕрре те юлмаççĕ: Акатуя, концертсене, тĕрлĕ уявсемпе мероприятисене çӳреççĕ, чăвашсемпе пĕрле савăнаççĕ. Пирĕн «Канаш» хаçата вулама юратаççĕ. Тăванĕсемпе юлташĕсене юбилей ячĕпе хаçатра саламласах тăраççĕ.
Марина Тимофеевапа пирĕн пата хăйĕн калавĕсемпе сăввисене çырса тăнă Василий Журавлев иккĕмĕш сыпăкри тăвансем иккен. Вĕсен амăшĕсем – пĕртăвансем.
Марина нумай çул ĕнтĕ 1-мĕш почта уйрăмĕ-нчи пуçлăхĕн çумĕнче ĕçлет. Унăн пуçлăхĕ Галина Михайловна Мамкина Марина Николаевна çинчен ыррине анчах каларĕ. Вĕсем пĕрле 20 çул ĕçлеççĕ. Пĕр-пĕринпе килĕштерсе, пĕр-пĕрне пулăшса тăраççĕ.
- Сире хăвăрăн ĕç килĕшет-и/ - тесе ыйтрăм Маринăран.
- Мана çынсемпе ĕçлеме питĕ килĕшет. Мĕнле кăна çынна курмастăн пулĕ кунĕпе. Çынсене ырă кăмăлпа кĕтсе илсе калаçсан хамăн чуна та лайăх тата лăпкă. Эпĕ нумай çынна сăн-питĕнченех паллатăп ĕнтĕ, хама та çаплах.
Коллектив та пирĕн туслă. Халĕ çамрăк хĕрачасем нумай. Пирĕн хушăра тутарĕ те, чăвашĕ те, вырăсĕ те пур. Эпир пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлетпĕр.
Халерех «Канаш» хаçата çырăнакансем хушăнса пыни сисĕнчĕ. Вĕсем кăштах нумайланчĕç те пулмалла. Чăвашсем çырăнма килсен чун савăнать манăн. Пире хаçат çырăнтарма ятарласа план параççĕ. Кам нумайрах çырăнтарать, çавăн чухлĕ сана ырлаççĕ, мухтаççĕ.
- Чăвашсене мĕнле сĕнӳ пур сирĕн/ - терĕм ăна.
- Чăвашсем «Канаш» хаçата ытларах çырăнтăрччĕç. Чăвашла калаçма вăтанмалла мар тесшĕн. Анне чĕлхине манни – çылăх, ман шутпа. Чăваш халăхĕ нимĕнле ĕçрен те хăрамать вĕт. Çавăнпа пурне те ырлăх, сывлăх, телей сунатăп, - тесе сунчĕ Марина Николаевна.
Хăйĕн çуралнă кунĕнче ăна саламлама главпочтампран пуçлăхĕсем килнĕ. Марина Николаевнана илемлĕ кĕл чечек çыххи тата укçан преми парса чысланă.
- Тавтапуç сире, Марина, "Канаш" хаçатпа туслă пулнăшăн.
 
: 252, Хаçат: 33 (1434), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: