Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Тĕш-тырăллă тата пăрçа йышши культурăсен тухăçлăхĕпе Ульяновск облаçĕ Атăлçи федераллă округра 3-мĕш вырăн йышăнать – гектартан 34,6 центнер.
- Ял ĕçченĕсем акнă культурăсен 30 процентне вырса пуçтарнă. Кăтартăвĕ аван: пӳл-мене 600 пин тонна кĕртнĕ. Анчах та вырмана çухатусемсĕр вĕçлес тесен ырми-канми ĕçлеме тивет. Районсен пуçлăхĕсен çакна тимлĕхре тытмалла. Эпир вара хамăр енчен ялхуçалăхĕсене субсидипе тивĕçтерĕпĕр, - тенĕ кĕпĕрнаттăр.
Паяна облаçра 470 пин тонна тĕш-тырă çапнă, вĕсенчен 437 пин тонна кĕрхи тулă, 18 пин тонна – кĕрхи ыраш. Кĕрхи рыжик культурăна мĕнпур лаптăкăн 82,3 проценчĕ çинче пуçтарнă. Тухăçĕ – 11,7 центнер.
Пахча çимĕçе 33,2 гектар çинче 857 пин те 200 тонна илнĕ. Гектартан 262 центнер тухнă.
Ульяновск облаçĕнче тыр-пул фондне йĕркелеме тытăннă. Кузоватово, Майна, Чартаклă, Ульяновск районĕсенчи хуçалăхсем унта тырă ăсатнă. Планпа тырă фондне 29 пин тонна тĕш-тырă хумалла: 19 пин тонна тулă тата 10 пин тонна ыраш.
Выльăх апатне хатĕрлес ĕç те хĕрӳ пырать. Хуçалăхсем 63 пин тонна утă, 151 пин те 800 тонна сенаж, 64 пин те 300 тонна силос хатĕ-рленĕ.
 
: 75, Хаçат: 33 (1434), Категори: Тырçи

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: