Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Мĕн чул каланă Ваççана:
«Эрех ан ĕç!» - тесе.
Эс пăх та кур ăна, сăна:
Ялан сăмах парать кăна.
-Вçо! пăрахатăп паянтан:
Чĕртсессăн мухмăр-сухмăра
Кайса килетĕп тухтăра,
Тек пăрăнмастăп тӳр çултан...
Анчах тепĕр кунне те ир-ирех
Лакса лартать Ваççа эрех.
Куç-пуçĕнче ун тĕтĕре,
Алли-ури те чĕтĕрет.
Шăв-шав çĕкленĕ кил-çуртра,
Мăшри чупса çӳрет ютра.
Ачи-пăчи те уншăн ют,
Тăна кĕресчĕ пĕреххут.
Ăçта унта! Патне ан пыр –
Сумран йăлт тухрĕ яка пыр.
Çапкаланса çӳрет ирччен,
Пĕччен, паллах, ялан пĕччен.
Каллех кĕрет те кивçене
Сая ярать çут тĕнчене.
Пырать вăл кĕперпе каçса –
Çав мухмăр-сухмăрлă Ваççа.
«Казеннăйне» илме çитмест укçи.
Пур Тукасра ыр Варуççи,
Кивçен парать вăл çуттине,
Хăй тунине, чи йӳннине.
Ку чух пурте тăваççĕ бизнес,
Халь «демократи»... Камăн мĕн ĕç/
Кĕç туянать денатурат –
Хушсассăн шыв ĕçме юрать.
Ĕçкĕç таврашĕшĕн ку ырлăх,
Çапла кĕрет виçесĕр пурлăх.
Пĕччен Варуç инке тĕлне
Пĕлет Ваççа, кĕрет килне.
Куннехинче те пырне çурĕ
Çав шĕвекпе... Анчах тем мурĕ...
Пач юрамарĕ вăл ăна –
Çĕрле йăванчĕ шанк! кăна.
Тек тăрайман вара, мăнтарăн.
Пăтранчăк эрехе пулах
Пуçне вăл çирĕ çамрăкла.
Çемйи те юлчĕ тăлăха,
Суранĕ ку – яланлăха.
Ан ĕç эрех, ан пул эс хăлăхсăр –
Пуçна çухатăн кăлăхах та вăхăтсăр.
 
(«Капкăн», 2006 çул,
23-мĕш номер.)
 
: 501, Хаçат: 33 (1434), Категори: Пурнăçри чăнлăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: