Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
А.А.Казаков таврапĕлӳçĕ, халăх ĕçне тăвакан çын, ялти таврапĕлӳ юхăмне йĕркелесе яракансен пĕри пулнă.
Александр Ананьевич Казаков Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Çĕнĕ Йĕлмел ялĕнче 1932 çулта июль уйăхĕн 14-мĕшĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Вăл Мироновсен тата Прокопьевсен йăх-тымарĕнчен. Унăн ашшĕ Ананий Яковлевич Казаков вăрçăччен ялти Ленин ячĕллĕ колхозра председательте ĕçленĕ. 1942 çулта вилнĕ.
1947 çулта Çĕнĕ Йĕлмелĕнчи 7 класлă шкула пĕтерсен Александр Казаков Хурăнвар-Шăхалĕнчи вăтам шкула каять, 1950 çулта вĕренсе тухать. 1951-1953 çулсенче хĕсметре тăрать. Ун хыççăн Ульяновскри И.Н.Ульянов ячĕллĕ педагогика институтне вĕренме кĕрет. Ăна пĕтерсен математика учителĕ пулса тăрать.
1956-1958 çулсенче Çĕпрел райĕнĕнчи тĕрлĕ шкулсенче математика тата чăваш чĕлхи учителĕ пулса ĕçлет. 1958-1997 çулсенче Çĕнĕ Йĕлмелĕнчи вăтам шкулта мĕн канăва тухичченех вăй хурать.
А.А.Казаков таврапĕлӳçĕ, районта тата республикăра тухса тăракан хаçатсемпе журналсен обществăлла корреспонденчĕ те пулнă. Вăл ялти таврапĕлӳçĕсен музейне йĕркелесе яракансенчен пĕри шутланать. И.Я.Яковлев уçнă шкула сыхласа хăвараканни те вăлах. Нумай çул хушши Ульяновск облаçĕ-нчи И.Я.Яковлев ячĕллĕ çутĕç обществин вырăнти ертӳçи те пулнă. Хăй пурнăçĕнче таврапĕлӳ ĕçĕпе нумай тăрăшнă. Вăл тăрăшнипе хальхи музейра нумай ĕлĕк-авалхи япаласем упранаççĕ. Хăй хыççăн нумай паха документ: асаилӳ çырăвĕсем, статьясем, дневниксем – хăварнă.
Ялти шкулта халĕ те таврапĕлӳ кружокĕ ĕçлет. Александр Ананьевич районта тата хăй вĕрентнĕ шкулта чи лайăх математик пулнă. Ĕçленĕ вăхăтра нумай ăсчахпа тата çыравçăпа таччăн çыхăнса ĕçленĕ.
2009 çулта вилнĕ. Халĕ унăн ĕçне малалла хăйĕн вĕренекĕнсем тăсаççĕ: Н.Казаков, Г.Карсаков, Н.Ларионов, П.Головин, Н.Калаков тата ыттисем те.
 
: 314, Хаçат: 34 (1435), Категори: Таврапĕлӳ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: