Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
(Вĕçĕ. Пуçламăшĕ 26-33-мĕш номерсенче)
 
Концерт вĕçленсен те пирĕн культура программи малалла тăсăлчĕ-ха. Сергей Васильев фотограф пире хăйĕн кунтан инçех мар вырнаçнă (5 минут çеç утмалла) студине илсе кайрĕ, унпа паллаштарчĕ. Ăна студи-музей тесен те юрать. Ун валли вăл ятарласа хулари тĕп стадион çывăхĕнчи çуртра 1-мĕш хутра темиçе пӳлĕмлĕ хваттер туяннă, хăйне кирлĕ пек майлаштарнă-йĕркеле нĕ.
Сергей Григорьевич Васильев Канаш районĕнчи Кипеч ялĕнче 1936 çулта çуралнă. Челябинскра виçĕ çул çар хĕсметне пурнăçланă,1958 çулта салтак служби пĕтсен çакăнтах ĕçлеме юлнă. Пĕр вăхăт заводра тата милицире вăй хунă, МВД академине пĕтернĕ. 1968 çулта вара «Вечерний Челябинск» хаçата ĕçлеме куçнă. Çавăнтанпа вăл фотографи ĕçĕпе çине тăрса аппаланма пуçлать, пысăк çитĕнӳсем тăвать. Унăн ĕçне тĕпрен хаклас тесен çакна пĕлмелле. Тĕнчери кинематографин чи лайăх кинорежиссерсене, артистсене паракан «Оскар» преми пур, ун çинчен пурте илтнĕ эпир. Тĕнчери фотожурналистикăн вара çакăн пек преми – «Золотой глаз» (Ылтăн куç). Çак тĕнче шайĕнчи премие Сергей Васильев чăваш вара тăватă хутчен илме пултарнă – 1978, 1980, 1982, 1983 çулсенче! Тата пĕрре Раççей шайĕнче илнĕ (2003). Пĕр ӳстермесĕр каласан С.Г.Васильев – тĕнчери чи пултаруллă та чи чаплă фотохудожниксенчен пĕри, Раççейре ун пек нумай титул илни никам та çук. Ăна «Тĕнче шайĕнчи пресс-фотографи маçтăрĕ» ят панă. Вăл тĕнче фотожурналистикин легенди, ун фотовыставкисем Америкăра, Австралире, Кубăра, Европăри тата Азири нумай çĕршывра иртнĕ. Васильев Женева, Тарту, Росток, Гавана, Краков тата ытти хуласенчи куравсенче ылтăн медаль çĕнсе илнĕ. Çак пултаруллă çын чăваш пулни пире питĕ савăнтарать, тăван халăхшăн мăнаçлăх туйăмĕ çуратать. Вăл 10 ытла фотоальбом кăларнă, ун сăнӳкерчĕкĕсем тĕнчери чи сумлă хаçат-журналта нумай пичетленнĕ. Пирĕн ентеше «Челябинск хулин Хисеплĕ çынни» сумлă ят панă. Патшалăх шайĕнче вара ăна Туслăх орденĕпе наградăланă. Васильевăн ĕçне пысăка хурса хакласа Челябинск скульпторĕ В.Авакян тата О.Санпитер ун бронза бюстне туса хатĕрленĕ. Бюст халĕ Шупашкарти Ӳнер музейĕнче упранать.
Сергей Григорьевич пире кĕскен хăйĕн пурнăçĕ, пултарулăхĕ çинчен каласа пачĕ, студи-музейри «Золотой глаз» статуэткисене кăтартрĕ. Мĕнле çӳллĕ шая хăпарнă пулсан та вăл ахаль çын, чапшăн çунман çын пулнине çак япала кăтартать. Унăн тĕнче шайĕнче çĕнсе илнĕ тăватă статуэтка терĕмĕр. Студире вара виççĕшĕ кăна. «Пĕр паллакан фотограф, çакăн пек статуэтка çĕнсе илнĕскер, ăна çухатнă. Вара пĕрне ăна патăм»,- тет лăпкăн Сергей Григорьевич. Пире вăл питĕ çывăх çынсем вырăнне хурса йышăнчĕ, хăйĕн студине курма кĕнĕшĕн савăнчĕ, пынисене сĕтел хушшине лартсах хăналарĕ.
Эпир вара Герасимовсен çемйин ырă кăмăлĕнчен тĕлĕнсе пĕтерейместпĕр. Вĕсем пире пурне те хăналанма, çĕр каçма хăйсен хваттерне тепре илсе каясшăн. Пирĕн машинăри çынсем вĕсене сăпайлăн тав турĕç те киле каясси çинчен пĕлтерчĕç. Каçхи 11 сехетре вара эпир çула тухрăмăр. Тепĕр машина çинчисем Герасимовсем патĕнче çĕр каçма юлчĕç.
Урал тăвĕсем урлă каçнă чухне çутăла пуçларĕ ĕнтĕ. Çӳлтен пăхма питĕ илемлĕ, ялсем, хуласем аялта курăнаççĕ – самолетпа вĕçсе пынăн туйăнать.
Малалла Ĕпхӳ (Уфа) хĕррипе иртрĕмĕр, Çырчалли (Набережные Челны) витĕр тухрăмăр. Хусан та хыçала юлчĕ, тепĕртакран Чăваш Республикинчи Çĕрпӳ (Цивильск) хулине çитрĕмĕр. Çакăнта эпир, Ульяновска килекенсем, автобусран анса юлтăмăр. Киле урăх автобуспа çитрĕмĕр. Çапла вара Байкал çулçӳревĕ чиперех вĕçленчĕ. Эпир пурĕ 11 пин ытла çухрăм çул иртрĕмĕр.
Пĕтĕмлетсе мĕн калама пулать-ха çулçӳрев пирки/
Кун пек тĕрлĕ регионсенчен пуçтарнă пысăк ушкăнпа Çĕпĕре чăвашсем историре пĕрремĕш хут çитрĕç. Пĕлтĕр çакăн пекех Крымра пулнă. Çак çулçӳ-ревĕн пысăк пĕлтерĕшĕ – нумай чăваш пĕр-пĕринпе курса паллашни, пĕрле савăнни. Пуçлăхсем пĕчĕк ушкăнпа инçете пĕр-пĕр уява е юбилее кайса килни пĕр япала, пысăк ушкăнпа çӳре-нин усси вара чылай пысăкрах.
Тепĕр япала пирки калас килет. Шупашкарсем Чĕмпĕре килсен аякри тăвансем патне килтĕмĕр теççĕ, эпир, чĕмпĕрсем, хамăр облаçри Барăш е Николаевка енчи чăвашсем патне кайса килсен инçетри чăвашсем патĕнче пултăмăр тетпĕр. Çĕпĕре кайса килнĕ хыççăн ман пĕртте ун пек калас килмест. Мĕн вăл 150-250 çухрăм/ Хальхи вăхăтра автомашинăпа çак хушша 2-3 сехет хушшинче тухатăн. Ку инçе-и вара/ Çĕпĕр вара, чăнах та, калăпăшĕ-пе пăхсан гулливерсен çĕршывĕ пек туйăнчĕ. Европăри Раççейре регион центрĕсем пĕр-пĕринчен вăтамран 200-300 çухрăмра вырнаçнă пулсан тухăçра ку цифра темиçе хут пысăк. Сăмахран, Красноярскпа Иркутск хушши – 1 пин те 100 çухрăм. Çавăнпа та çак çул хыççăн ман ăс-тăн самаях улшăнчĕ: пире пĕл тĕллев пĕрлештерет пулсан, чунсем çывăх пулсан нимĕнле инçет те хăратмалла мар!
Паян чăвашсенчен çурри Чăваш Республики тулашĕнче пурăнать. Вĕсем патне тăтăш тухса çӳремесен, унта чĕлхене сыхласа хăвармасан, хамăр культурăна, йăла-йĕркене аталантармасан эпир пĕтме, ытти халăхсен хушшинче «ирĕлсе» кайма пултаратпăр. Малтан, паллах, тулашрисем пĕтеççĕ. Кайран ку шăпа республикăна хăйне те пырса лекме пултарать. Шӳт мар ку, хăратса е хăраса ӳксе çырнă япала та мар. Пурнăç чăнлăхĕ çапла калать. Сăмахран, тайгари Джогино ялĕнче 20 çул каялла кашни ача чăвашла калаçнă, халĕ вара вĕсем вырăсла калаçса ӳсеççĕ, тăван чĕлхене пĕлмеççĕ. Тата 30-40 çултан кунта чăвашла пĕлекен çын юлĕ-и/ Çавăнпа та аякра пурăнакан ентешсемпе пирĕн тачă çыхăнура пурăнма тăрăшмалла, Чăваш Республикин пуçлăхĕсем çак ыйту çине тĕплĕн пăхмалла. Инçетре пурăнакан ентешсене пулăшассин патшалăх программи пулмалла. Пулăшу вăл укçа пани кăна мар, укçи регионсенче хăйсен те пур. Унпа тĕрĕс усă курма пĕлмелле çеç. Укçи-тенкинчен ытларах вара çакă хаклăрах: пысăк ушкăнсемпе тухса çӳрени, аякри ентешсем валли чăвашла вĕрентекенсене хатĕрлеме пулăшни, кĕнеке е методика пособийĕ-семпе тивĕçтерни, тĕрлĕ регионсенчи ентешсем патне чăвашла хаçат-журнал çитерни, чăваш халăх историйĕпе паллаштаракан кинофильмсем кăларса регионсем тăрăх сарни, чăваш чĕлхине шкулсенче предмет вырăнне вĕрентме тытăнни, чăваш чĕлхин е культурин кружокĕсене, факультативĕсене уçни, вырсарни шкулĕсем йĕркелени тата ытти те. Май пур таран вара кашни регионта чăвашла хаçат кăларса тăма пуçламалла. Халăха пĕр çĕре пуçтарас ĕçре хаçат вăйĕ, витĕмĕ пысăк! Çак енĕпе тюменьсене мухтамалла, вĕсен хаçат пур. Халăх уявĕсенче кашни чăваш (сцена çине тухакан артистсем çеç мар!) наци тумне тăхăнса ыттисене капăрлăхпа тĕлĕнтермелле, ку пулăм малашне йĕркене кĕмелле, норма пулса тăмалла.
Чи малтан ачасене çемьере чăвашла калаçма вĕрентмелле, атте-анне чĕлхине хисеплеме хăнăхтармалла! Унсăрăн малашне пирĕн халăхăн сăвă-калавĕ, юрă-ташши, халăх историйĕ, капăр тумĕ тата ытти никама та кирлĕ пулмĕç. Çамрăксене паян хамăр çума явăçтармасан, тăван чĕлхене вĕрентмесен çакăн пек хăрушлăх тăрать умра. Ачасене çемьере тăван чĕлхене вĕрентме чи малтан интеллигенци пуçламалла – тĕрлĕ шайри пуçлăхсем, педагогсем, çыравçăсем, артистсем, журналистсем, художниксем... Вĕсен тĕслĕхĕпе ыттисем те çак енне туртăнĕç. Пирĕн тĕрлĕ çĕрте илемлĕ калаçма çеç мар, ĕçне тĕплĕн тума вĕренмелле, йывăр ĕçрен хăрамасăр малалла талпăнмалла, халăх шухăшне вырăна хумалла. Пирĕн йăлтах лайăх тесе хамăра хамăр улталамалла мар! Ĕçлемелли питĕ нумай-ха. Мĕнле пулсан та халиччен пин-пин çул упраннă кĕмĕл тумлă авалхи чăваш халăхĕ Çĕр çинчен çухалмалла мар! Аталану çулĕ çине паянах тăмалла, ыран кая юлма пултарать! Чăваш ĕçне малалла ярас тесен пирĕн власть алăкне хытăрах шаккамалла, хамăр ыйтусене власть çыннисем умне тăратма вăтанмалла мар, хăюллăрах пулмалла.
ЧНК йĕркеленĕ çулçӳревсем шăпах чĕрĕлĕх тапхăрĕ малалла аталаннине пĕлтереççĕ, тĕрлĕ çĕрте пурăнакан чăвашсене пĕр-пĕринпе çывăхлатаççĕ, пĕр халăх тума пулăшаççĕ. ЧНК пуçлăхĕсем – Н.Ф.Угаслов тата В.Л.Клементьев – каланă тăрăх, кун пек çулçӳревсем кашни çулах пулĕç. Эпир ку пулăма ырлатпăр, мĕншĕн тесен унăн усси питĕ пысăк!
Тем пекехчĕ çак ырă та усăллă ĕç малалла тăсăлсан!
 
: 334, Хаçат: 34 (1435), Категори: Çулçӳрев

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: