Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
(Малалли. Пуçламăшĕ 33-мĕш номерте.)
 
921 çулта Алмуш Багдадран тĕн çыннисене чĕнсе илет. Унăн секретарĕ Ибн-Фадлан исламист (халифăн хăлхипе куçĕ) пулнă. Паян эпир вăл çырса пынипе Атăлçи Пăлхара мĕнле ислам йышăнтарнине вуласа пĕлетпĕр.
922 çулхи çу уйăхĕнчи 15-18-мĕшĕсенче çĕршывра ислама йышăнмалли церемони пынă. Çынсене Пăлхар хули çумĕнчи пилĕк кӳлĕ вырăнне пуçтарнă. (Кунта ханăн çуллахи резиденцийĕ пулнă.)
Эпир мăсăльман тĕнне йышăнасси мĕнле майпа пынине тĕпĕ-йĕрĕпе пĕлместпĕр. Тĕн арçынсене операци тунипе те çыхăннă-çке-ха! Мĕнле пулсан та çак вăхăтран Атăлçи Пăлхар пулас Раççей империйĕн мăсăльман тĕнчин чи çурçĕр кĕтесĕ пулса тăрать. Атăлçи Пăлхара мĕнпур араб тĕнчи йышăннă! Кирлĕ пулсан пулăшу аллине тăсĕ! Хăй вăхăтĕнче ку пулăм – малĕмĕтлĕ утăм пулнă! Атăлçи Пăлхар Европăри чи вăйлă патшалăхсенчен пĕри пулса тăнă! Çак утăмăн тӳнтер енĕ те пур: пĕр туслă халăх икĕ хирĕçле лагере пайланса кайнă – ислама ĕненекенсем тата çутçанталăк тĕнĕпе пурăнакансем. Ку çĕршыва шалтан вăйсăрлатнă. Алмушпа тĕн ыйтăвĕпе пĕр чĕлхе тупайман Вырыг Атăлăн сылтăм енне куçса кайнă. Кунта вĕсене тарăн çырма тĕпĕсенче, тусемпе вăрмансем хушшинче тупма йывăр пулнă. Апла пулин те ку вăхăтра пăлхар халăхĕ пĕр пулнă, вăл икке – чăвашсемпе тутарсене – пайланма ĕлкĕрмен-ха. Ку ĕç каярах пулать. Хальлĕхе халăх тĕнпе кăна пайланнă: мăсăльмансем тата çутçанталăк тĕнĕпе пурнакансем. Пăлхар халăхĕ чăвашсемпе тутарсем çине пайланни пирки пĕрисем (Юхма Мишши) пăлхарсем тутар-монголсене хирĕç çапăçнă вăхăтра, теприсем ĕнентернĕ тăрăх – Хаяр Йăван вăхăтĕнче.
Çав вăхăтран чăвашсен ĕлĕкхи тĕнне ĕненсе пурăнакансем Атăлăн сылтăм енче вырнаçнă. Мăсăльмансем – Атăлăн сулахай енче. Шел пулин те пăлхарсенчен ытларахăшĕ тĕнне улăштарса тутара тухнă.
Атăлçи Пăлхар çĕршывĕ Хасарсен пусмăрлăхĕнчен каганатран половецсем, кайран Киев Руçĕ çапса аркатсан кăна хăтăлать.
13-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче (1236-1242) Атăлçи Пăлхар çĕршывне монголсем çапса аркатаççĕ. Вăрçă 1223 çултах пуçланать. Монголсен çарне темиçе хутчен сирсе ярсан та вунвиçĕ çул хушши тăсăлакан вăрçă пăлхарсене вăйсăрлатать. Юлашки пăлхар ханĕ Ильгам пулнă. Унăн усал вăя пăхăнма тивет. Монголсем пăлхарсене унччен хăйсем çĕнтерейменшĕн те тавăрнă. Историре пĕр пулăм паллă: тыткăна лекнĕ 5 пин монгол çар çыннине пăлхарсем 5 пин пуç сурăхпа улăштарнă. Çакăнпа вĕсем хăйсенчен еплерех йĕрĕннине кăтартнă. Ку монголсене питĕ тарăхтарнă. Унччен пĕр халăх та монголсен çарне хирĕç тăрайман-çке-ха! Вунвиçĕ çул тапăннă Атăлçи Пăлхар çĕршывне!
Шел, пăлхарсенчен кашниех монголсемпе паттăррăн çапăçман. Сутăнчăксем те тупăннă. Мăсăльман тĕнĕпе пурăнакан вельможăсенчен нумайăшĕ монголсен йĕркине йышăннă, çĕнĕ хуçасем енне куçнă, кыпчак халăхĕнчен тухнă монгол çарĕн пуçлăхĕсемпе тăванлашма тăрăшнă. Çак тапхăртан çĕнĕ наци – тутар халăхĕ пуçланса кайнă.
Çĕршывăн никама пăхăнманлăхĕшĕн ытларах çутçанталăк тĕнĕпе пурăнакан пăлхарсем тăрăшнă. Боянпа Джику кнеçсем ертсе пынипе 1241 çулта пăлхав çĕкленет, вĕсем монголсене хăваласа яраççĕ. Анчах та 1242 çулта вĕсен çарне çапса аркатаççĕ, Боянпа Джику çапăçура пуçне хураççĕ. Пăлхава хутшăннă ытти çар çыннисем Чапман тата Чăваш-паттăр полководецсем ертсе пынипе монголсемпе юлашки хут паянхи Челябинск хули çывăхĕ-нче, Миасс шыв хĕрринче, çапăçава кĕреççĕ. Юхма Мишши шухăшĕпе, вĕсенчен чĕрĕ юлнă пăлхарсем малалла, хĕвелтухçнелле утнă. Хăйсен ертӳçи ячĕпе хăйсене чăваш ят панă. Çапла пулнă-и, çук-и – пĕлтерĕшлех мар. Чи пĕлтерĕшли – пăлхар халăхĕ монгол халăхне хăйĕн вăйне, ирĕклĕхе, хăйĕн çĕршывне юратнине кăтартма пултарни! Пăлхар кнеçĕсем – Боянпа Джику – халăх эпосĕн геройĕсем пулса юлнă, Чапманпа Чăваш-паттăр – хăйĕн халăхĕн чăн-чăн патриочĕсем. Халăх паянччен вĕсен ятне асра тытать.
Атăлçи Пăлхар Чингиз хан мăнукĕн Улус Джучин çĕрĕ пулса тăрать.
Пăлхар çĕрĕ хăйĕн историнче темиçе хутчен йывăрлăхсем чăтса ирттерет: 1236 çулта Батыйран, 1341 çулта уксах Тимуртан, Тамерланран. Атăлçи Пăлхарăн тĕп хули Пăлхар пĕр вăхăт Улус Джучин, каярах Ылтăн Уртан тĕп хули пулать.
Паянхи тутар ăсчахĕсем Пăлхарти Улус Джучи вăхăтĕнче патшалăх чечекленнĕ тесе шутлаççĕ, вăл вăхăта пур енчен те мухтаççĕ. Ку вĕсен шухăшĕ. Эпĕ, монголсемпе хастар çапăçнă пăлхар йăхĕн несĕлĕ, хама телейлĕ те чечекленекен тесе шутлаймастăп, енчен те манăн хамăн çĕршывра тăшманăн тарçи пулса пурăнма тивсен!
Икçĕр çултан Уртара хирĕçу пуçланать, вăл майĕпен вăйсăрланать, шалтан хăйне хăй кăшласа темиçе пĕчĕк, пĕр-пĕрне пăхăнман пая пайланать. Уйрăм хансем Ылтăн Уртана унчченхи пек вăйлă тума хăтланни путланать.
Çакăн пек çĕнĕ пĕчĕк патшалăхсенчен пĕри Хусан ханстви пулса тăрать. Ăна таркăн Улу-Муххамед хан ертсе пырать. Ханство 1438 çултан пуçласа 1552 çулччен тытăнса тăраять.
Монголсен пусмăрĕнчен тин хăтăлнă Мускавшăн Хусан ханстви пысăк чăрмав пулса тăрать. Çĕр ытла çул хушшинче икĕ мирлешме пултарайман кӳршĕ пĕр-пĕрне 70 ытла хутчен тапăнаççĕ. Хусансене Аçтăрхан, Нагай, Крым ханствисем пулăшнă, Мускав княжествине пур енчен те хупăрласа илсе хăратнă. Лару-тăрăва е вилĕм, е пурнăç ыйтупа кăна татса пама пулнă. Шăпа Мускав майлă çаврăннă. Ку çапла пулса иртнĕ.
Хусан ханĕн Едигерĕн хушăвĕпе Тукай мăрса (чăваш) Мускав стенисем çумĕнчех вырăссемпе çапăçнă. Кĕске вăхăтра хула çывăхĕнчи пĕчĕк ялсене пушатса вăл хăйĕн дружинипе килне таврăннă. Анчах мĕн курни ăна тĕлĕнтерсе пăрахнă: мăрсан усадьбине аркатса, çаратса, çунтарса пĕтернĕ, тарçисене вĕлернĕ е тыткăна илсе кайнă. Унăн юратнă арăмне тата хитре хĕрне Юнус-бек гаремне илсе кайнă. Çакна веçех кам тунине пĕлсен Тукай Едигер патне çăхавпа каять. Юнус-бек – унăн ханствин финанс министрĕн ывăлĕ пулнă. Тукай киличчен Юнус Едигер хушнипе патшалăхĕн кăнтăр чиккисене тĕрĕсленĕ пулнă. Çула май ашшĕн тахçанхи юлташĕ Тукай патне кĕме шутланă. Министрпа Тукай тахçанах пĕр-пĕрне пĕлнĕ, çемйисемпе туслă тăнă, пĕр-пĕрин патне хăнана çӳренĕ. Вĕсен пĕр çулхи ывăлĕсем те туслă пулнă. Малтан Юнус-бек мăрсан хуçалăхĕпе çемйине усал тăвас шухăш пулман, вăл тараватлă хуçа патне хăнана кĕме кăна шутланă. Анчах та икĕ илемлĕ хĕрарăма курсан – мăрсан арăмĕпе хĕрне – чăтса тăраймасть, вĕсене вăйпах хăйĕн гаремне илсе каять. Преступление пытарас тесе мăрсан йăх йăвине тĕплет, çыннисене вĕлерет е сутас тĕлĕшпе чурана илет. Вăл вăхăтра чурасене сутасси хисепре пулнă, пысăк тупăш кӳнĕ. Хусанта кăна Руç тата Атăлçи тăрăхĕнчи ытти йăхсенчен тăракан çĕр пин ытла чура пулнă.
Мускава тапăнса çĕнсе илес шухăшпа пурăнакан Едигерăн вăйлă финанс министрĕ-пе хирĕçес килмен. Ăна нумай укçа кирлĕ пулнă. Çавăнпа вăл Тукай мăрсан чысне хӳтĕлемест, министр ывăлне явап тыттармасть. Çав вăхăтра Едигер ăнланать: чунне витмелле кӳреннĕ мăрса ханствăри юлашки çын мар, вăл вăйлă, унпа шӳтлеме юрамасть. Пурĕпĕр Едигер Тукай майлă пулмасть. Вăл Юнус мăсăльмана çутçанталăк тĕнĕпе пурăнакан Тукай чăвашран çывăхрах хурать. Кӳреннĕ мăрса хăйĕн пуçанăшĕ, мари мăрси Акпарс, патне каять. Вĕсене иккĕшне те хан пĕрре кăна кӳрентермен. Тукайпа Акпарс пĕрре кăна мар Мускав кнеçĕсем патне кайса Хусан ханствине хирĕç пĕрле тăма сĕннĕ. Хан политикипе килĕшмен ытти вельможăсем те тупăннă. Атăлăн сулахай енче туллă-сăртлă вырăнсенче пурăнакансем яланах Мускав патне туртăннă, туслă пурăнасшăн пулнă. Тĕрĕссипе, мăсăльмансем те нумайăшĕ хан политикипе кăмăлсăрланнă, Мускав княжествине кĕме хирĕç пулман. Чăвашпа мари кнеçĕсем унччен те Мускав кнеçĕсем патне пĕрлешес сĕнӳпе кайкаланă. Хаяр Иван Хусан ханствин мăрсисемпе туслашни усăллă пулнине ăнланать, вĕсен посолĕсене йышăнать, вĕсене хăй хăулпуççийĕ çинчи кĕрĕке парнелет. Ку мăрсасене кăмăлланине, шаннине пĕлтернĕ. Патша чăвашсемпе марисене хăй çуначĕ айне илме шантарать.
 
Майна районĕ.
 
(Малалли пулать.)
 
: 48, Хаçат: 34 (1435), Категори: истори

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: