Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
«Укçа», - хуравлĕç ĕмĕт-тĕллевпе пурăнакансем. «Аван тӳленекен ĕç вырăнĕ»,-тейĕç пурнăç сукмакĕпе çирĕп утăмсемпе утма тĕв тунисем. Ĕç пурри хăй – телей. Вăй хунăшăн тивĕçлипе тӳлесен вара – çĕр хут телей.
Çемйисене тăрантарас тĕллевпе паян арçынсен ялтан çичĕ тухса çӳреме тивет. Мăшăрĕ пĕçернĕ техĕмлĕ апатсăр çеç мар, çепĕç те ачаш сăмахсемсĕр, юратнă кил-йышсăр, ачисемсĕр сахалтан та çур уйăх, пĕр уйăх пурăнмалла. Çемьере укçа-тенкĕ пултăр тесен чăтмаллах. Килте хуçине кĕтекенсене те çăмăл мар. Вĕсене те пылак пурнăç кĕтмест ... Ялта уйрăмах ĕç нумай. Кил таврашĕнче, выльăх картинче. Шел, ял-саласенче ĕçе вырнаçма чылай йывăртарах. Арçынсем хресченпе фермер хуçалăхĕсенче механизатор-водител ь те тăрăшаççĕ пулсан хĕрарамсем ĕçсĕр. Тĕлĕнмелле. Анчах та радио-телевиденипе куллен пĕлтĕрхипе танлаштарсан ĕçсĕррисен шучĕ кун чухлĕ процент чакнă, çакăн чухлĕ теççĕ. Юлашки социологи тишкерĕвĕ вара пач урăх цифрăсем пирки калать. «Аван ĕç вырăнĕ тупма çăмăл мар, ĕçсĕррисен шучĕ пĕрре те чакмасть, ĕç шыраса çӳрекенсен шучĕ пысăк» текенсем мĕнпур кăтартуран 70 процент ытла. Юрать, облаçри хăш-пĕр районсенче халăха ĕçпе тивĕçтерекен Раççейĕпе кĕрлекен предприятисем пур. Ульяновск районĕнчи Салмановкăри линолеум тăвакан завод, Унтăрти минераллă шыв кăларакан «Волжанка» предприяти, Чăнлăри сахăр завочĕ. Вĕсене алăри пӳрнесемпе шутласа кăларма май пур.
-Ăçта каяс пирĕн? Шкулта вĕрентӳçĕсем çителĕклĕ, пульницана пĕр-ик фельдшертан ытла кирлĕ мар. Правлени таврашĕнче хăйсеннисем çеç. Фермăсене хупса пĕтерчĕç (пур çĕрте те мар паллах), сахăр кăшманне ăслă технологипе акаççĕ те ĕлĕкхилле маттик тытса вăй хуни кирлĕ мар, -теççĕ Майна район хĕрарăмĕсем. «Фермер, выльăх пăхакан е пахчаçă пулма майсем пур, - тетĕп. - Тăрăшуллисене халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта выльăх-чĕрлĕх, хурт-хăмăр ĕрчетме пысăк пулăшу (58 пин тенкĕ) параççĕ. Ку патшалăх паракан кивçен укçа мар, пултаруллисене ураланма пулăшакан, вăй кӳртекен субсиди. Çĕр нумай. Ĕçле те ĕçле.» «Илкелерĕç-ха пирĕн, анчах Турă пурне те «блат» тенине паман. 58 пинпе инçе каяймăн. Ăна çисе ярсан выльăхсен кайран мĕнпе пурăнмалла?» «Малалла талпăнмалла»,-тетĕп. Усламçă юнĕ пуринче те юхмасть паллах. Пурте çĕр хуçи пулаймаççĕ. Кунпа килĕшмелле.
Тата мĕн çитмест-ши пирĕн пурнăçра? «Пĕр-пĕрин çине ăшшăн пăхса кулни»,-тейĕттĕм. Кĕтмен çĕртен парнеленĕ йăл-кулă çунат хушать. Эс унпа чухăна юлмастăн, юнашаррин кăмăлне çĕклетĕнех. Çынсем усалланса пынăран тĕнче те тĕксĕмрех туйăнать. Аслати хытă авăтсан хĕвĕллĕ кун та чуна ăшăтасшăн маррине ху курса ĕненнĕ. Обществăлла транспортра астумасăр чавсапа лексен – туласа тăкма хатĕр. Ĕç хыççăн лавккана кĕретĕн те — кунта та веçех лăпкă маррине куратăн. Тавар туянакансем сутуçсене тăтăшах хăйсене тарават кĕтсе илмелли пирки аса илтереççĕ. «Ют çĕршывра-мĕн пурте çăвар тулли кулса калаçаççĕ, пĕр палламан çынпах уçă пулаççĕ!» Тен, пирĕн те пĕр ытахальтен кулма, шӳт туса калаçма пуçламалла. Хамăрăнах, паян. Тен, усалланнин сăлтавĕ хамăрта. Мĕн юмахри ухмах Йăван пек шăл йĕрен текенсене кулса хуравламалла. Е ăнланманçи пулмалла. Тем, ытла ĕçчен халăх пулнипе-ши чăваш халăх сăмахлăхĕнче лайăх сăнарсем салху та кичем, çăмăлттай – наяннисен çеç сăн-питĕнчен кулă кая пĕлмест. «Мĕн ĕçĕ çук-им, кулса çӳретĕн, тăрру шăтăк-им?»-тени тарăхтарать паллах. Ялан кулакан çын нумай пурăнать, унра эндорфин текен телей гормонĕ вылять.
Тĕрĕсне калани, уçăмлăх çитмест. Пысăкран пысăк пуçлăхсене юрас тесе çынсем намăс-симĕсе çухатсах суйма вĕренсе çитрĕç. Нумаях пулмасть ав (Мускав çывăхĕнче) президент килнĕ çĕре хулари клиника пульницине мĕнпур вырăнти медицина учрежденийĕсенчен çĕнĕ оборудовани кӳнĕ. Инçетри хăна кайсанах каялла валеçнĕ. Пульница каллех кĕркунне çулçă тăкăннă хыççăнхи çăка евĕр çап-çара тăрса юлнă. РФ сывлăх сыхлавĕн министерстви уйăрнă укçа ăçта кайса кĕни паянхи кунччен те уçăмлах мар. Асап тӳсекенсем пульницан тĕп тухтăрĕпе тĕп бухгалтерĕ мар, ахаль çын сывлăхĕшĕн ăшталанакан ахаль тухтăрсем. Тата тепĕр тĕслĕх. Çĕпĕрти пĕр пысăк хулара Мускавран килнĕ сумлă делегаци умĕнче халиччен пулман пысăк бассейн алăкĕсене хĕрлĕ хăю кассах (йăлине эпир шутласа кăларман) уçнă. Тепĕр кун ачисене çавăтса килнĕ хавхалануллă ашшĕ-амăшне тарăху кĕтнĕ. Бассейнта шыва кĕме май çук иккен-ха. Вĕри шыв çуккипе мар, шалти строительство ĕçĕсен çурри те пĕтменнипе. Мĕншĕн çынран кулмалла? Чим, мĕншĕн хăйсенчен хăйсем култарса, çын умĕнче йӳне юлмалла? Чи малтан халăх çак шоуна йĕркелекенсене хисеплеме, шанма пăрахать. Çук, тӳресем çакна ăнланмаççĕ. Халăха пăтратма пăрахмаççĕ.
Кĕçех раштав уйăхĕ. Унта вара суйлавччен те инçе мар. Çынсен епле пулсан та унта хутшăнмалла, пĕр ман сасăран çеç нимĕн те килмест темелле мар. Раççей малашлăхĕ, тăнăçлăхĕ пиртен кашнинчен килет. Шанăçа çухатма юрамасть.
 
: 1239, Хаçат: 46 (1138), Категори: Публицист шухăшĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: