Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Халĕ тырçи вăхăчĕ, çав вăхăтрах Ивандеевăн базинче строительство ĕçĕсем те пыраççĕ.
-Пирĕн ĕçре паян мĕнле те пулин аталанмасан ыран кая юлма пултаратăн. Çавăнпа ялан шухăшлас, çĕнĕ çулсем шырас пулать. Кăçал лизинг мелĕпе10 миллион тенкĕ тăракан «Акрос» комбайн туянтăмăр, ун хакне 7 çулта тӳлесе татмалла пулать. Ку пирĕн ун пек илнĕ виççĕмĕш комбайн ĕнтĕ. Юлашки çулсенче пĕтĕм техникăн 85 процентне çĕнетрĕмĕр. Çаплах кăçал72 метр тăршшĕ те 15 метр сарлакăш ангар турăмăр, урайне асфальт сартăмăр, вăл тырă упрамалли пулать. Тепĕр ангарне (тăршшĕ 30 метр, сарлакăшĕ – 24) халĕ çĕклетпĕр, унăн стенисем 6 метр çӳллĕш, унта тырçи вăхăтĕнче тырă усрăпăр, хĕлле комбайнсене лартăпăр. Малтан вĕсем тулта хĕл каçатчĕç. Халиччен хамăрăн виçе çукчĕ-ха пирĕн, халь акă 80 тонна виçекеннине лартрăмăр, часах ун виттине çĕклесе хурăпăр. Строительство пынă май базăри уçă лаптăк кăштах пĕчĕкленчĕ. Хĕсĕк ан пултăр тесе база территорине татах та бетон плитасенчен хӳме тытса пысăклатрăмăр,- каласа парать Николай Григорьевич.
Хирте вара хĕрӳ ĕçсем пыраççĕ. Карабаевка ялĕ патĕнчи юлашки лаптăка – 500 гектар çинчи çурхи тулла – çапаççĕ, ун хыççăн вăйлă тракторсем çĕре дискпа шăйăрттарса-çавăртт арса пыраççĕ. Фермер хуçалăхĕн пуçлăхĕ каланă тăрăх, ку çĕре тепрехинче сухаламасăрах акма пулать.
Эпир пынă вăхăтра хирте тăватă комбайн та темиçе тракторпа автомашина чарăнса ларнăччĕ. Сăлтавĕ – вăйлах мар çумăр çуса кайнинче. Механизаторсемпе водительсем ӳссе ларакан тырă типессе кĕтме 1-2 сехете чарăннă иккен.
Хуçалăхăн пурĕ 2 пин те 500 гектар çĕр. Вĕсенчен 300 гектарĕ кĕрхи тырă, 500 – çурхи. 600 гектар çинчи хĕвелçаврăнăш та парка ӳсет, çӳллĕшĕ 2 метра çитет. Çаплвх 60 гектар çĕрулми те пур. Мĕнпур çĕрĕн 20 процентне вара акмасăр хăварнă, ку лаптăк кăçал канать. Çĕр технологине тытса пыраççĕ кунта.
Фермер хуçалăхĕн пуçлăхĕнчен кăçалхи вăйлă çумăрсем çĕре мĕнле витĕм кӳнине ыйтса пĕлтĕм.
-Паллах, вăхăтĕнче кăштах шиклентĕмĕр – витререн тăкнă пек лӳшкерĕ вĕт. Анчах, тĕлĕнмелле, ку çумăрсем авана кăна пулчĕç, тырра ним чухлĕ те сиен тумарĕç. Çумăрсем эпир сапнă удобрение ирĕлтерсе çĕре кĕртрĕç. Урăхла каласан çумăрсем удобрение «ĕçлеттерме» пулăшрĕç. Тырă çитĕнсен вара пуçтарса илме лайăх çанталăк пулчĕ. Кăçалхи пек пысăк тухăç халиччен нихçан та илмен эпир – гектартан вырăнĕпе 50-60 центнер тухать. Çавăнпа пайщиксене паракан тырра та 3 центнертан 8 центнера çитертĕмĕр. Улăм та патăмăр. Каярах çăнăх паратпăр. Унсăр пуçне кашни пайщикăн налукне хамăр тӳлетпĕр,-тет вăл.
Юлашки вăхăтра хуçалăхсенче хĕвелçаврăнăш лаптăкĕ ӳссе пырать. Ун хăйхаклăхĕ тырăпа танлаштарсан икĕ хут пĕчĕкрех иккен, сутмалли хакĕ вара тырăран ытларах та. Сăмахран, паян 1 килограмм тырă 7-8 тенкĕ тăрать, хĕвелçаврăнăш – 15. Ик-виç çул каялла вара 27 тенкĕ те пулнă. Ун тухăçĕ те аван, гектартан вăтамран 30 центнер. Çавăнпа вăл пысăк усă паракан культура.
-Çĕр ĕçĕ çăмăл мар, çакна 25 çул хушшинче питĕ аван ăнлантăм. Пĕччен пулсан питĕ йывăра килет. Юрать, пирĕн ун пек пулмарĕ, ывăлăмăр Григорий шкул пĕтерсенех çак ĕçе пуçăнчĕ, çулсерен çĕр ĕçне вĕренсе пычĕ. Халĕ вăл çĕр технологине манран кая мар пĕлет, ун юлташĕ-сем таçта та пур. Хăй тĕллĕн ĕçлесе вăл область грантне те тивĕçрĕ. Халĕ эпĕ ăна пуçĕпех шанатăп, çавăнпа хуçалăхăн ытларах пайне ун çине куçарттартăм ĕнтĕ. Ман хыççăн фермер ĕçне ывăл кăна мар, Надежда хĕр те пуçăнчĕ. Вĕсем мăшăрĕпе Александр Садюхинпа Çĕнĕ Улхашра сурăхсем ĕрчетеççĕ. Пухтелĕнче пурăнакан акка ачи – Николай Салюкин та çак ĕçе кӳлĕнчĕ, хăйпе пĕрле Павел ятлă ывăлне явăçтарчĕ. Çак ялти тепĕр акка ачи – Анатолий Калягин та ман тĕслĕхпе ку çул çине тăчĕ. Вăхăтĕнче вĕсене эпĕ, паллах, пулăшнă. Халĕ вĕсем хăйсем тĕллĕн пурте йĕркеллĕ ĕçлеççĕ, çавăнпа ман чун хамăншăн кăна мар, вĕсемшĕн те савăнать , - тет Николай Григорьевич.
Ивандеевсем пирки калаçнă чух çакна та каласа хăвармалла. Пысăк тухăç илнипе, аталаннипе пĕрлех вĕсем юнашар пурăнакан çынсене пулăшасси пирки те манса каймаççĕ. Сăмахран, çулсерен шкулсене, садиксене укçа-тенкĕ, япала параççĕ. «Канаш» хаçатăн уявĕсене ирттерме те вĕсем пире темиçе хут пулăшу аллине тăснă. Пирĕн хаçата вара Ивандеевсен хуçалăхĕ кашни çул 10 экземпляр çырăнса тăрать. «Хăнăхса кайрăмăр та – «Канаш» вуламасан тем çитмест пек халĕ»,- теççĕ вĕсем. Хăйсем валли çеç мар, унта ĕçлекенсем валли те çырăнса параççĕ.
-Малтан эпĕ 20 çул водительте вăй хутăм, халĕ акă 25 çул фермер ĕçĕнче ĕнтĕ. Çак датăна тырçи вĕçленсен тăвансемпе, юлташсемпе пĕрле пухăнса паллă тăвас шухăш пур-ха, кунта С.Морозов кĕпĕрнаттăр та килме сăмах пачĕ. Мускаври «Аккорд» фирмăран та юлташсене йыхăртăм, килме шантарчĕç,- тет Николай Григорьевич малашнехи тĕллевĕсемпе паллаштарса.
 
Хирти Репьевка ялĕ.
 
: 54, Хаçат: 35 (1436), Категори: Тырçи

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: