Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Светланăпа Василий Сапожниковсем 38 çул пĕрле пурăнаççĕ. Пурнăçĕ килĕшӳ-ллĕ те илемлĕ ирттĕр тесе ырă ĕçсем нумай тăваççĕ, пĕр-пĕрне куç пек упрама тăрăшаççĕ.
- Кил вучахĕ сӳнесрен сыхласа тăраканĕ, кунта яланах лăпкă тата тату пурнăç хуçалантăр тесе ырми-канми тăрăшаканĕ, тутлă пĕçерекенĕ пирĕн çемьере – хисеплĕ Светлана Васильевна, - ăшшăн ыталать арăмне Василий Николаевич. – Çамрăк чух ачасене ăс парасси, мана ĕçри йывăрлăхсене парăнтарнă тата ĕшеннĕ вăхăтра хавхалантарасси те – ун çинчех пулнă. Хуçалăхри ĕçсене пурнăçа кĕртнĕ чухне май килнĕ таран пулăшма тăрăшнă пулсан та çемьери тивĕçсем ытларах унăн черчен хулпуççи çине тиенетчĕç. Куна пытараймăн. Пăрчăкан пек вăр-вар вăл манăн Светлана. Пурне те пултарать. Алли ылтăн. Чăн чăваш хĕрарăмĕ. Тĕррисене ытарма çук. Еплерех тутлă пĕçерет тата! Какай кукăлĕпе купăста яшкине çисе тăранма çук. Çыхать те, çĕлет те, чечексем те ăсталать. Вăрманта кăмпа-çырла пуçтарса та ăна çитекен çук. Ĕçкĕ-çикĕре те еплерех çепĕç юрлать тата! Килте яланах тирпей-илем хуçаланать. Пысăк çурта хăш хушăра çуса-тасатса тухать. Ăçтан пурне те ĕлкĕрме вăй-хал тупать-ши тетĕп.
Упăшкине хирĕç хитрен те сăпайлăн йăл кулса пăхать чечен хĕрарăм. Кăмăлне йӳле ярса çепĕççĕн мăшăрĕн вăйлă аллинчен тытрĕ вăл, йăл кулса куçĕнчен пăхрĕ.
Тăватă теçетке çула яхăн пĕрле пурăнса та юрату хĕлхемне сыхласа хăварма пултарни – телей.
Светланăпа Василий Сапожниковсем иккĕшĕ те Патăрьел районĕнчен: мăшăрĕ – Первомайскинчен, упăшки – Çăл Атăкран. Пĕр çулхисемех. Умлăн-хыçлăн 1956 çулхи кĕркунне çуралнă Шăпи вĕсене пулас арăмĕн ялĕнче паллашма пӳрнĕ. Светлана Лепешкина (хĕр чухнехи хушамачĕ) Шупашкарта вĕреннĕ хыççăн пĕр хушă Канаш хулинче ĕçленĕ те тăван ялне таврăннă. Пĕррехинче ташă каçĕнче куçĕсем тĕл пулсанах малашне пĕр-пĕринсĕр пурăнаймассине ăнланса илеççĕ.
Пĕрлешсен аван тӳлекен ĕç вырăнĕ шыраса мăшăр Самар облаçĕнчи Алексеевски районне çул тытать. Тăванĕсем пурри те тытса тăрайман çамрăксене аякра - çывăхарах, Ульяновск облаçне килсе тĕпленнĕ.
- Халь пурăнакан поселока пĕрре курсах килĕ-штертĕм. 1981 çулта Ульяновск районĕнчи Симĕс Ращари выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекен пысăк комплекса ĕçе вырнаçас тĕллевпе килтĕмĕр. Иксĕмĕр те фермăна вырнаçрăмăр. Вăхăтлăха пурăнма пире кӳршĕри Сухая Долина поселокра баракра пӳлĕм пачĕç. Унта пурăнмалли майсем аванах марччĕ паллах. Хуçалăх ертӳçи тăрăшнипе 1992 çулта тăватă ачаллă çемьене çак хăтлă хваттере пачĕç. Халь ачасем ӳссе тухса кайрĕç ĕнтĕ. Иксĕмĕр валли ытла пысăк вăл. 6 мăнукпа тата 3 кĕçĕн мăнукпа савăнса пурăнатпăр. Ачасем те пархатар кăтартаççĕ. Паян ырлăхра пурăнатпăр эпир. Мăшăрпа иксĕмĕр те тивĕçлĕ канура. Василий Николаевич «Заготовитель» обществăра хуралта тăрать. Ватăласшăн мар вăл, - тет Светлана Васильевна.
Василий Сапожников ĕçрен хăракан йышши мар. «Россия» хуçалăхра нумай çул вăй хунă вăл: выльăх-чĕрлĕх пăхаканта, слесарьте, трактористра, комбайнерта, ĕне сăваканта тăрăшнă. Йышлă çемйинче ачасем ӳснĕ чухне 2-3 çĕрте вăй хуни те пулнă. 2003 çулта комплекс аркансан (унчченхи ăслă та ĕçчен директорпа В.П. Куниловпа савăнса çеç пурăннă Симĕс Ращапа Сухая Долина халăхĕ) хурала куçнă. Ватăлма вăхăт та çук Сапожниковсен. Çулла ав мăнукĕсем кунта кун кунлаççĕ. Аслашшĕпе асламăшне, кукашшĕ-кукамăшне юратаççĕ.
Светлана Васильевна ĕмĕр тăршшĕне дояркăра вăй хунă. Çирĕм çул хуçалăхра сĕт сăвăмĕпе малта пынă. С.Сапожникован Хисеп хучĕсем, тĕрлĕ наградăсем нумай. Вăл хуçалăхра ĕçленĕ вăхăтра дояркăсем пурте пĕр çулалли (1956, 1957çулхисем) çамрăксем пулнă. «Бригадир кăмăлĕпе кăрарах арçынччĕ. Вăрçатчĕ те – эпир, хĕрсем, кӳрененçи пулаттăмăр. Эпир ак пурте харăс пенсие каятпăр та – хуть те кампа ĕçле теттĕмĕр», - куларах аса илет хĕрарăм.
Еплерех пултаруллă ал ăсти вăл тата – унăн тĕррисем çурт ăш-чиккине музейри пек илемлетеççĕ. Кашни ĕçне ятарлă рамăна илнĕ.
- Чăн чăваш чунлă çынсем. Маттур та йăваш çемье. Ял-йыш хушшинче ĕçченлĕхпе тата сăпайлăхпа уйрăлса тăраççĕ. Хуть те хăш самантра та нушана çакланнисенне пулăшу аллине тăсма хатĕр. Юрататăп вĕсене, чунтан хисеплетĕп, - терĕ Светлана Васильевнана курма йăпăртлăха чупса каçнă чи çывăх юлташĕ Асия Гайнуллина.
Эпĕ чăвашла шăкăртатса калаçакан тутар хĕрарăмĕн сăмахĕсемпе килĕшсе автобуссем чарăнакан вырăна тулли кăмăлпа утрăм. Света аппан тĕрри-картинисем тахçанччен куç умĕнче тăчĕç.
 
Ульяновск районĕ,
Сухая Долина.
 
: 444, Хаçат: 35 (1436), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: