Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Яковлев Иван Яковлевич (1848-1930), Чĕмпĕр гимназинче вĕреннĕ, Чĕмпĕр чăваш шкулне уçнă, прозаик.
Авксентьев Степан Митрофанович (1895-1986), Чĕмпĕрте ĕçленĕ, чăваш çыравçи, журналисчĕ.
Ахах (Ундрицов) Иван Евграфович (1898-1920), Чĕмпĕре шуррисенчен хăтарнă çĕре хутшăннă, чăваш поэчĕ.
Бараев (Сĕркке) Владимир Васильевич, 1910 çулхи декабрĕн 5-мĕшĕнче Чăваш АССРĕнче Шăмăршă райлнĕнче Виçпӳрт Шăмăршăра çуралнă. Аслă Нагаткинта пурăннă, район хаçатĕнче ĕçленĕ. Поэт, прозаик. Темиçе кĕнеке авторĕ.1942 çулта фронтра вилнĕ.
Данилов Николай Федорович (1901-1969), Чĕмпĕрте çуралнă, литературовед, çыравçă.
Демидов-Юлташ Данил Александрович (1886-1928), Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче вĕреннĕ, прозаик.
Ефремов Иван Григорьевич (1906-1948), хальхи Чăнлă районĕнчи Каша ялĕнче çуралнă, чăваш поэчĕ.
Золотов (Арис) Аркадий Иванович (1901-1942), Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче вĕреннĕ, прозаик, критик.
Золотов (Ют) Николай Яковлевич (1898-1967), Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче вĕреннĕ, литература критикĕ.
Иванов Игнатий Иванович (1845-1883), Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче вĕреннĕ, чăваш çыравçи.
Иванов Константин Васильевич (1890-1915), Чĕмпĕр чăваш шкулĕ-нче вĕреннĕ, кайран çакăнтах вĕрентнĕ, «Нарспи» поэма авторĕ.
Иванов-Паймен Влас Захарович (1890-1973), Карлински ялĕнче учительте ĕçленĕ, чăваш писателĕ, «Кĕпер» роман авторĕ.
Искеев Байдул (Пайдул) (/-1671 е 1672), Степан Разин çарĕнче ертӳçĕ пулнă, Чĕмпĕр тăрăхĕнче çапăçнă, чăваш поэчĕ.
Кедров Николай Михайлович (1874-1937), Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче вĕреннĕ, çыравçă, публицист.
Княгинина Анисия Васильевна (Ваççа Аниççи) (1893-1975), хальхи Чăнлă районĕнчи Анат Тимĕрçен ялĕнче çуралнă, чăвашсен пĕрремĕш хĕрарăм поэтесси.
Комиссаров (Вантер) Гурий Иванович ((1883-1969), Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче вĕреннĕ, çыравçă, историк, этнограф.
Кореньков Гаврил Алексеевич (1884-1949), Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче вĕреннĕ, чăваш поэчĕ.
Краснов-Асли Василий Иванович (1900-1978), Чĕмпĕрти хĕрлĕ командирсен шкулĕнче вĕреннĕ, кунта Космовский отрядĕнче çапăçнă. Прозаик.
Кураков Иван Игнатьевич (Курак Иванĕ) (1889-1942), хальхи Кăлаткăпуç районĕнчи Чăваш Кăлаткă ялĕнче çуралнă, чăваш поэчĕ тата прозаикĕ.
Максимов-Кошкинский Иоаким Степанович (1893-1975), Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче вĕреннĕ, чăваш прозаикĕ.
Митта Василий Егорович (Митта Ваçлей) (1908-1957), Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче вĕреннĕ, чăваш поэчĕ.
Молостовкин Гаврил Александрович,1900 çулта хальхи Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă районĕ-нчи Кунтикав ялĕнче çуралнă. Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче тата пединситутра вĕреннĕ. Мускаври «Коммунар» ятлă чăваш хаçачĕн редакторĕ пулнă. Вырăсларан куçарса 10 роман пичетленĕ. 1958 çулта вилнĕ.
Охотников Никифор Михайлович (1860-1892), Чĕмпĕр гимназинче вĕреннĕ, чăваш очеркисчĕ.
Павлов Федор Павлович (1892-1931), Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче вĕреннĕ. Чăваш поэчĕ, драматургĕ.
Кириллов (Патман) Николай Кириллович (1895-1945), Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче вĕреннĕ, чăваш прозаикĕ.
Петров Петр Тихонович (Тиххăн Петĕркки) (1903-1976), Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче тата Çинкĕл педучилищинче вĕреннĕ, чăваш прозаикĕ.
Петров Константин Константинович (1924-2007), Ульяновск педучилищине пĕтернĕ, чăваш прозаикĕ.
Рзай Виктор Ефремович (1906-1970), Ульяновск тăрăхĕнчи шкулта вырăс чĕлхи вĕрентнĕ, чăваш поэчĕ тата прозаикĕ.
Рогачев Яков Капитонович (1926-1995), Димитровградра пурăннă, чăваш поэчĕ тата прозаикĕ.
Цырульников (Садай) Владимир Леонтьевич (1926-1991), хальхи Чăнлă районĕнчи Каша ялĕнче çуралнă, чăваш прозаикĕ.
Сорокин (Тăваньелсем) Сергей Семенович (1886-1956), Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче вĕреннĕ, чăваш поэчĕ, прозаикĕ.
Зайцев (Тал-Мăрса) Георгий Васильевич (1895-1921), Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче вĕреннĕ, чăваш поэчĕ, драматургĕ.
Семенов Тимофей Семенович (Тайăр Тимкки) (1889-1917), Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче вĕреннĕ, чăваш поэчĕ.
Тимофеев Григорий Тимофеевич (1878-1937), Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче вĕреннĕ, чăваш прозаикĕ.
Дмитриева (Трубина) Марфа Дмитриевна (1888-1956), Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче вĕреннĕ, чăваш прозаикĕ.
Ухсай Яков Гаврилович (1911-1986), 1938-1939 çулсенче Чĕмпĕр чăваш шкулĕ-нче чăваш чĕлхи вĕрентнĕ, çакăнта авланнă, чăваш поэчĕ, драматургĕ.
Ухсай (Мухина) Мария Дмитриевна,1908 çулхи январĕн 25-мĕшĕнче Чăваш АССРĕнче Куславкка районĕнчи Карач ялĕнче çуралнă. 1938-39 çулсенче Ульяновскра пурăннă, Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче вырăс чĕлхи вĕрентнĕ. Çакăнта туй туса Ухсай Яккăва качча кайнă. 10 кĕнеке ытла авторĕ. Прозаик, драматург.
Федоров Михаил Федорович (1841-1904), чăваш çыравçи, ун «Арçури» баллади пĕрремĕш хут 1908 çулта И.Я.Яковлев тăрăшнипе кăларнă «Чăваш халапĕсемпе юмахĕсем» кĕнекере пичетленсе тухнă.
Филимонов Данил Филимонович (1855-1938), Чĕмпĕрте ĕçленĕ, чăваш çыравçи.
Хусанкай Петр Петрович (1907-1971), Мелекесра (Димитровград) тĕрмере ларнă, чăваш поэчĕ.
Васильев (Шупуççынни) Николай Васильевич (1889-1942), Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче вĕреннĕ, чăваш поэчĕ, прозаикĕ.
Петров Дмитрий Петрович (Мĕтри Юман) (1885-1939), Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче вĕреннĕ, чăваш прозаикĕ.
Юркин Иван Николаевич (1863-1943), Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче вĕреннĕ, чăваш прозаикĕ.
«Ульяновская словесность: начало 21 века» антологие кĔнĔ ÇыравÇăсем
Ермилов (Юман) Анатолий Федорович, хальхи Чăнлă районĕ-нчи Чăвашкассинче 1932 çулта çуралнă, Аслă Нагаткинта пурăнать, чăваш поэчĕ, çыравçи. 60 ытла кĕнеке авторĕ.
Игнатьева (Тарават) Валентина Николаевна, 1946 çулта Тутарстан Республикинчи Çĕпрел районĕнчи Турхан Упире августăн 19-мĕшĕнче çуралнă, Аслă Нагаткинта пурăнать, чăваш поэчĕ, çыравçи. 26 кĕнеке авторĕ.
Ишутов Петр Ильич (1931-2011), хальхи Çинкĕл районĕнчи Анатьялта çуралнă, Ульяновскра пурăннă, чăваш поэчĕ, прозаикĕ, куçаруçи.
Ларионов-Йĕлмел Николай Николаевич, Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Çĕнĕ Йĕлмел ялĕнче1961 çулта çуралнă, Ульяновскра пурăнать, чăваш поэчĕ, çыравçи, куçаруçи. Сакăр кĕнеке авторĕ.
Маркин Петр Григорьевич, 1930 çулта хальхи Çинкĕл районĕнчи Ялавăрта çуралнă, чăваш прозаикĕ.
Чебанов Анатолий Сафронович, Тутарстан Республикинчи Çĕпрел районĕ-нчи Чăнлă Шăхаль ялĕнче 1937 çулта февралĕн 3-мĕшĕнче çуралнă. Аслă Нагаткинта пурăннă, чăваш поэчĕ, прозаикĕ, драматургĕ. 2011 çулта вилнĕ.
 
«Шевле Çути» альманахри
авторсем
Данилов (Анăç) Лаврентий Иванович, Чăваш Республикинчи Тăвай районĕнчи Сăхăтпуç ялĕнче 1959 çулта çуралнă, 30 çул ытла Ульяновскра пурăннă, «Канаш» хаçатра нумай пичетленнĕ, «Чтобы помнили» кĕнеке авторĕ. Поэт, прозаик, таврапĕлӳçĕ.
Ашкеров Алексей Антипович, Тутарстанри Пăва районĕнчи Элшелĕ-нче 1936 çулта çуралнă. 1963 çултанпа Ульяновскра пурăннă. Поэт, юптаруçă. Вилнĕ.
Васильева Елена Всеволодовна, Чăваш Республикинчи Канаш районĕ-нчи Янкăлч ялĕнче 1968 çулта çуралнă. Кăлаткăпуç районĕнчи Чăваш Кăлаткă ялĕнчи шкулта учительте ĕçленĕ. Прозаик, çаплах сăвăсем, сценкăсем çырнă.
Гордеева Ирина Гордеевна, Чăваш Республикинчи Каçал районĕнче 1977 çулта çуралнă. Ульяновскра пурăннă, шкулта истори вĕрентнĕ. Прозаик.
Деменкова Валентина Васильевна, Чăваш Республикинчи Каçал районĕнчи Хирти Сĕнтĕр ялĕнче 1924 çулта çуралнă. Нумай çул Ульяновск районĕнчи Аслă Ключище ялĕнче пурăннă. Прозаик, поэт. Темиçе кĕнеке авторĕ. Вилнĕ.
Ильина Зинаида Владимировна, Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă районĕ-нчи Çĕнĕ Улхаш ялĕнче çуралнă. Поэт, прозаик.
Казаков (Ильмовский) Николай Александрович, Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Çĕнĕ Йĕлмел ялĕнче1959 çулта çуралнă, Ульяновскра пурăнать. Прозаик, таврапĕлӳçĕ. Темиçе кĕнеке авторĕ.
Кадебин Николай Константинович, Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă районĕнчи Кивĕ Улхашра 1944 çулта çуралнă. Учительте нумай çул ĕçленĕ. Поэт, прозаик, таврапĕлӳçĕ. Тăван ялĕ çинчен кĕнеке çырнă.
Кашеев Владимир Яковлевич, Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă районĕ-нчи Кивĕ Улхашра 1942 çулта çуралнă. Нумай çул Ульяновскра пурăннă. «Канаш» хаçатра пичетленнĕ. Прозаик. 1995 çулта вилнĕ.
Кузьмина Елена Николаевна, Тутарстанри Пăва районĕнчи Элшелĕнче 1956 çулта çуралнă. Аслă Нагаткинта пурăнать. Прозаик.
Ледюкова (Леонтьева) Александра Васильевна, Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă районĕнчи Кивĕ Улхашра 1956 çулта çуралнă. Аслă Нагаткинта пурăнать. Прозаик.
Головин (Май) Анатолий Геннадьевич, Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă районĕнчи Кашара 1939 çулта çуралнă. Учительте нумай çул ĕçленĕ. Поэт, прозаик, таврапĕлӳçĕ. Вилнĕ.
Макарова Роза Владимировна, Чăваш Республикинчи Елчĕк районĕ-нчи Яманчӳрел ялĕнче 1964 çулта çуралнă. «Канаш» хаçатра пичетленнĕ. Прозаик.
Михлеев Валерий Иванович, Тутарстанри Çарăмсан районĕнчи Çĕнĕ Йĕлмел ялĕнче1955 çулта çуралнă. 1984 çултанпа Чартаклă районĕнчи Учхозра пурăнать. «Канаш» хаçатра пичетленнĕ. Поэт.
Богатов (Мишаади) Александр Михайлович, Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă районĕнчи Кунтикавра 1935 çулта çуралнă. 1950 çултанпа Ульяновскра пурăнать. Поэт, прозаик, публицист. Вырăсла çырать. Темиçе кĕнеке авторĕ.
Никонорова Анна Степановна, Тутарстанри Пăва районĕнчи Таккавар ялĕнче 1952 çулта çуралнă. 1981 çултанпа тытăнса 30 çул ытла Ульяновск районĕнчи Вышкă ялĕнче пурăннă. Поэт, прозаик. Темиçе кĕнеке авторĕ.
Разумова (Еграшкина) Нина Никитична, Чăваш Республикинчи Етĕрне районĕнчи Анат Ачак ялĕнче 1956 çулта çуралнă. 20 çул «Канаш» хаçатра ĕçленĕ. Прозаик, публицист.
Рдюкова (Нагорнова) Елена Семеновна, Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă районĕнчи Кивĕ Улхашра 1974 çулта çуралнă. Поэт. «Канаш» хаçатра пичетленнĕ.
Романов Василий Николаевич, Чăваш Республикинчи Шăмăршă районĕнчи Пăчăрлă Пашьел ялĕнче 1954 çулта çуралнă. Ульяновскри патшалăх университетĕнче ĕçлет. Поэт.
Ромашкин Валериан Федорович, Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă районĕ-нчи Анат Тимĕрçен ялĕнче 1950 çулта çуралнă. 12 çул «Канаш» хаçат редакторĕнче вăй хунă. Поэт.
Максимов (Санар) Александр Ананьевич, Чăваш Республикинчи Вăрнар районĕнчи Хирпуç ялĕнче 1977 çулта çуралнă. Ульяновскри çар çыхăну училищине пĕтернĕ. «Канаш» хаçатра пичетленнĕ. Поэт.
Селендеева Мария Алексеевна, Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă районĕнчи Чăвашкасси ялĕнче 1948 çулхи январĕн 12-мĕшĕнче çуралнă. «Канаш» хаçатра пичетленнĕ. Поэт. Вилнĕ.
Алексеева (Селиванова) Елена Геннадиевна, Тутарстанри Аксу районĕнчи Беловка ялĕнче 1973 çулхи январĕн 28-мĕшĕнче çуралнă. Ульяновскра пурăнать, 20 çул ытла «Канаш» хаçатра ĕçлет. Прозаик, публицист. Икĕ кĕнеке авторĕ.
Семеленов Николай Владимирович, Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă районĕнчи Пухтел ялĕнче 1958 çулта çуралнă. 1987 çултанпа Ульяновскра пурăннă. Прозаик. Вилнĕ.
Степанова (Сенкер) Альбина Александровна, Чăваш Республикинчи Патăрьел районĕнчи Упамса ялĕнче 1964 çулхи февралĕн 25-мĕшĕнче çуралнă. 1992 çултан пуçласа15 çул Ульяновскри «Канаш» хаçатра ĕçленĕ. Прозаик. Кĕнеке авторĕ.
Серте Мишши (Сугалов Михаил Андреевич), Тутарстанри Теччĕ районĕнчи Кăнна Кушки ялĕнче 1947 çулхи июлĕн 12-мĕшĕнче çуралнă. Ульяновскра пурăнать, пĕр вăхăт«Канаш» хаçатра ĕçленĕ. Поэт, прозаик, публицист. Тăватă кĕнеке авторĕ.
Соловьева Валентина Николаевна, Чăваш Республикинчи Каçал районĕнчи Аслă Чурачăк ялĕнче1937 çулхи июлĕн 27-мĕшĕнче çуралнă. Ульяновскра пурăнать. Прозаик, поэт.
Соловьев Петр Деомидович, Мускав облаçĕнчи Рошаль хулинче март уйăхĕн 1-мĕшĕнче çуралнă. Ачалăхĕ Елчĕк районĕнчи Патреккел ялĕнче иртнĕ. 1986 çултанпа Ульяновск облаçĕнчи Тереньга районĕнчи Скугареевка ялĕнче пурăннă. Поэт. Вилнĕ.
Улендеев Борис Александрович, Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Хулаçырми ялĕнче 1948 çулхи ноябрĕн 16-мĕшĕнче çуралнă. Ульяновскра пурăнать. Поэт. Темиçе кĕнеке авторĕ.
Уткина Мария Николаевна, Самар облаçĕнчи Кушкă районĕнчи Кĕлтес ялĕнче 1951 çулхи декабрĕн 21-мĕшĕнче çуралнă. 1977 çултанпа Ульяновскра пурăнать. Поэт. Кĕнеке авторĕ.
Мустаева (Федорова ) Елена Николаевна, Чăваш Республикинчи Вăрнар районĕнчи Кушлавăш ялĕнче1966 çулхи январĕн 27-мĕшĕнче çуралнă. 1991 çултанпа Ульяновскри «Канаш» хаçатра ĕçлет. Прозаик. Кĕнеке авторĕ.
Шерккей (Краснов) Сергей Михайлович, Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă районĕнчи Ирçел ялĕнче 1967 çулхи апрелĕн 6-мĕшĕнче çуралнă. Поэт.
Дмитриев-Ырьят Анатолий Григорьевич, Тутарстанри Пăва районĕ-чи Раккасси ялĕнче 1949 çулхи июнĕн 9-мĕшĕнче çуралнă. Ульяновскра 1982 çултанпа пурăнать. 1990-2015 çулсенче «Канаш» хаçатра ĕçленĕ. Поэт, прозаик. Темиçе кĕнеке авторĕ.
Юнгерова Нина Николаевна, Тутарстанри Пăва районĕнчи Элшелĕнче 1972 çулта çуралнă. Аслă Нагаткинта пурăнать. Поэт.
Данилова Людмила, Чăваш Республикинчи Патăрьел районĕнче 1952 çулта çуралнă. Ульяновск районĕнчи Вĕрен ялĕнче пурăнать. Поэт. «Канаш» хаçатра пичетленнĕ.
Калашникова Полина Степановна, Тутарстан Республикинчи Пăва районĕнчи Таккавар ялĕнче 1956 çулхи апрелĕн 25-мĕшĕнче çуралнă. Нумай çул Ульяновск районĕнчи Вышкă ялĕнче пурăнать. Прозаик.
Розов Николай Дмитриевич, Тутарстан Республикинчи Теччĕ районĕ-нчи Çĕньялта 1953 çулхи августăн 26-мĕшĕнче çуралнă. Ульяновскра пурăнать. Прозаик. Темиçе кĕнеке авторĕ.
Фролова Алевтина Николаевна, Чăваш Республикинчи Патăрьел районĕнчи Именкасси ялĕнче1977 çулхи мартăн19-мĕшĕнче çуралнă. Ульяновскра пурăннă, педуниверситетра вĕреннĕ. «Канаш» хаçатра пичетленнĕ. Прозаик.
Штурмин Николай Евгеньевич, Пенза облаçĕнчи Çăрттанлă районĕнчи Итĕм-Кура ялĕнче çуралнă. Ульяновскра пурăннă. Прозаик. Вилнĕ.
«Чун хушнипе пурăнсан»
кĕнекерен (Н.Ларионов, 2009, Шупашкар) илнисем
Чекушкин Виталий Семенович (Виталий Юмарт), Чăваш Республикинчи Патăрьел районĕнчи Чăваш Сăкăт ялĕнче1938 çулхи февралĕн 6-мĕшĕнче çуралнă. Чăнлă районĕнчи Çĕнĕ тата Кивĕ Улхашра пурăннă. Поэт, критик, литературовед. Вилнĕ.
Еграшкин Анатолий Алексеевич, Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă районĕ-нчи Каша ялĕнче 1953 çулхи февралĕн 24-мĕшĕнче çуралнă. Ульяновскра пурăнать.Тăван ялĕ çинчен «Кайсарово» ятлă кĕнеке кăларнă.
Репин Владимир Матвеевич, Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă районĕ-нчи Каша ялĕнче 1922 çулхи мартăн 14-мĕшĕнче çуралнă. Ульяновскра пурăннă. "Асаилӳсем, шухăшсем..." ятлă кĕнеке кăларнă. 2003 çулта вилнĕ.
Шумилова Вера Ивановна, Тутарстан Республикинчи Теччĕ районĕнчи Шанчă ялĕнче 1963 çулхи февралĕн 28-мĕшĕнче çуралнă. Ульяновскра пурăннă. Поэт, прозаик. «Канаш» хаçатра пичетленнĕ. Халĕ тăван ялĕнче тĕпленнĕ.
Бикмендеева Мария Михайловна, Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă районĕнчи Чăвашкасси ялĕнче 1923 çулхи августăн 25-мĕшĕнче çуралнă. «Чăвашкасси» кĕнеке (2004) авторĕ.
Васильева Нина Федоровна, Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă районĕнчи Каша ялĕнче 1941 çулхи октябрĕн 11-мĕшĕнче çуралнă. Поэт, прозаик. Икĕ кĕнеке авторĕ.
Еремеев Николай Петрович, Чăваш Республикинчи Шăмăршă районĕ-нчи Васан ялĕнче1957 çулхи январĕн 16-мĕшĕнче çуралнă. Ульяновскра пурăнать. Поэт. Темиçе кĕнеке авторĕ.
Кондрашкин Николай Григорьевич, Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă районĕнчи Анат Тимĕрçен ялĕнче 1949 çулхи мартăн 28 -мĕшĕнче çуралнă. Вырăсла сăвăсемпе очерксем çырать, килĕнче компьютерпа темиçе кĕнеке калăпласа кăларнă.
Грузин Владимир Владимирович, Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă районĕнчи Каша ялĕнче 1969 çулхи февралĕн 7 -мĕшĕнче çуралнă. Таврапĕлӳ темипе çырнă 2 кĕнеке авторĕ.
Аляпкин Михаил Андреевич, 1940 çулхи июлĕн 19-мĕшĕнче Самар облаçĕнчи Похвиçнĕ районĕнчи Çĕньялта çуралнă. Ульяновскра нумай çул пурăннă. Таврапĕлӳ темипе вырăсла çырнă 6 кĕнеке авторĕ.Вилнĕ.
Тимряков Николай Иванович, Тутарстан Республикинчи Пăва районĕ-нчи Рункă ялĕнче февралĕн 25-мĕшĕнче çуралнă. Ульяновскра пурăннă. Прозаик. «Канаш» хаçатра пичетленнĕ. «Помоги себе стать сильным» кĕнеке (2008) авторĕ. Вилнĕ.
Кирпичников Иван Моисеевич, Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă районĕ-нчи Сахалин поселокĕнче 1932 çулхи сентябрĕн 13-мĕшĕнче çуралнă. Халĕ Анат Тимĕрçенте пурăнать. Таврапĕлӳ темипе çырнă икĕ кĕнеке авторĕ.
Щеголькова Ирина Александровна, Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă районĕ-нчи Каша ялĕнче 1959 çулхи ноябрĕн 17 -мĕшĕнче çуралнă. Чăнлă поселокĕнче пурăнать. Вырăсла сăввисем «Канаш» хаçатра пичетленнĕ.
ХалĔ «Канаш» хаÇатпа Çыхăну тытакансем
Кашеев Петр Иванович, Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă районĕнчи Кивĕ Улхаш ялĕнче 1960 çулхи апрелĕн 11 -мĕшĕнче çуралнă. Ульяновскра пурăнать. Прозаик. «Шăмăсăр чĕлхе» кĕнеке (2017) авторĕ.
Селендеев Василий Алексеевич, 1937 çулта Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă районĕнчи Чăвашкассинче çуралнă. Мăшăрĕпе Мария Селендеевапа пĕрле таврапĕлӳ темипе виçĕ кĕнеке кăларнă.
Рахманов Петр Андреевич, Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă районĕнчи Кивĕ Улхаш ялĕнче 1954 çулхи майăн 9-мĕшĕнче çуралнă. Ульяновскра пурăнать. Прозаик.
Кирюшин Николай Николаевич, Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă районĕ-нчи Кивĕ Улхаш ялĕнче 1961 çулта çуралнă. Ульяновскра пурăнать. Прозаик. Таврапĕлӳ темипе икĕ кĕнеке кăларнă.
Каярах тупăннă авторсем
Алеева-Подколзина Александра Ивановна, Чăнлă районĕнчи Кивĕ Улхашра 1959 çулта çуралнă. Вырăсла сăвăсем çырать. «Канаш» хаçатра пичетленнĕ. Воронеж облаçĕнче пурăнать.
Журавлев Василий Ксенофонтович, Тутарстан Республикинчи Çĕпрел районĕнчи Алешкин-Саплăк ялĕнче 1952 çулхи февралĕн 28-мĕшĕнче çуралнă. Ульяновскра пурăннă. Поэт, прозаик. Икĕ кĕнеке авторĕ. Вилнĕ.
Ефимова Валентина Алексеевна, Чăваш Республикинчи Куславкка районĕнчи Илепар ялĕнче 1960 çулхи апрелĕн 17-мĕшĕнче çуралнă. Ульяновскра пурăнать. Прозаик. «Анатолий Юман пултарулăхĕ» кĕнеке (2011) авторĕ.
Серова (Тимофеева) Вера Дмитриевна 1952 çулхи февралĕн 4-мĕшĕнче Чăнлă районĕнчи Кунтикав ялĕнче çуралнă, Инза хулинче пурăнать, «Свияга – гордая река» кĕнеке авторĕ.
Стюков Василий Петрович, Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă районĕнчи Анат Тимĕрçен ялĕнче çуралнă. Вырăсла çырнă «История моей жизни» кĕнеке (2017) авторĕ.
Ярославская Лидия Федоровна тата Ярославская Светлана Григорьевна, Майна районĕнчи Чӳрекел ялĕнче çуралнă.«Наши помощники в лесных делах» кĕнеке (2012) авторĕ-сем.
Вериялов Владимир Григорьевич, Тутарстан Республикинчи Пăва районĕнчи Пӳркел ялĕнче 1939 çулхи августăн 25-мĕшĕнче çуралнă. Ульяновск районĕнчи Симĕс Раща поселокĕнче пурăннă. Халĕ Теччĕ хулинче пурăнать. Прозаик. «Малая Родина – свет души» кĕнеке (2011) авторĕ.
Григорьев (Ирхи) Андриян Александрович, Тутарстанри Нурлат районĕнче 1963 çулхи январĕн 27-мĕшĕнче çуралнă. Çĕнĕ Малăклара пурăннă. Халĕ Нурлатра пурăнать. Поэт. Темиçе кĕнеке авторĕ.
Кузнецов Иван Петрович (Шĕшкĕ Вани), Тутарстанри Çĕпрел районĕнче 1940 çулхи мартăн 3-мĕшĕнче çуралнă. Чартаклă районĕнчи Уçăркка ялĕнче пурăнать. Поэт. «Кто есть кто» кĕнеке (2001) авторĕ.
 
Автортан: Чĕмпĕр Енпе çыхăннă чăваш çыравçисене шырас ĕç малалла пырать. Ку малтанхи тапхăрĕ кăна пулчĕ-ха. Çак енĕпе шыравсем тата ирттерсе, пур материалсене анлатса малашне пирĕн справочник евĕрлĕ кĕнеке кăлармалла пулать. Çавăнпа та вулакансенчен пулăшу кĕтетпĕр.
 
: 237, Хаçат: 35 (1436), Категори: Чăваш писателĕсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: