Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
(Малалли. Пуçламăшĕ 33-34-мĕш номерсенче.)
 
Мускав майлă пулнă Хусан ханĕсенчен пĕри Шиг-Али (Шигали) хан пулнă. Вăл Чингизхан йăхĕ-нчен тухнă, анчах Мускав енне куçнă. Шиг-Али путлех пулайман. Ялан ӳсĕр те çăмăлттайскере Хусан çыннисем влаçран хăваласа кăларса янă, ăна сыхлама лартнă вырăс гарнизонне çапса аркатнă. Хусан ханне Крымри Едигера лартаççĕ. Вăл Турципе çывăх тăнă, Мускава çав тери курайман. Едигер майлă Крым, Аçтăрхан, Нагай ханствисем пулнипе Мускавшăн вĕсем пысăк хăрушлăх шутланнă. Çавăнпа Тукайпа Акпарс мăрсасемпе килĕшӳ тунине Мускав кнеçĕ вăхăтлă тесе шутланă.
Мăрсасене шантарнине пурнăçласа 1552 çул пуçламăшĕнче Хаяр Иван 150 пинлĕ, 150 тупăллă çарне Хусан çывăхне ярать. Рязаньпе Улатăр витĕр тухса Аслă кнеç çарĕ Промзино тĕлĕнче (хальхи Сăр поселокĕ) Сăр юханшывĕ патне тухать, тепĕр енне каçать. Кунта Тукайăн çĕрĕ пуçланнă. Вырăссем хальхи Шатăршан ялĕ çывăхĕнче канаççĕ, вăй илеççĕ те Хусан енне çул тытаççĕ. Пĕрремĕш пысăк çапăçу хальхи Пăва хули çывăхĕнче Хăят (Киять) ял çумĕнчи Хырла шывĕ çинче пулса иртет.
Икĕ эрнерен Хаяр Йăванăн çарĕ Хусан крепоçĕн стенисем çумĕнче тăнă. Крепость стенисем çинче тăракансем вырăс çарĕ çине мăшкăлланă евĕр кулса пăхса тăнă. Вырăссем хулана илессе шанман. Хăйсем вăйлăрах тесе шутланă. Нагайпа Крым ханствисенчен пулăшу çитессе те ĕненнĕ. Вĕсене илме Едигер хăй кайнă. Тĕрĕссипе вара, Едигер хăйĕн пурнăçĕпе пурлăхне çăлнă. Вăл вырăссене çĕнтерессе шанман.
Мĕншĕн Хаяр Иван Хусан енне çавра çулпа кайнă, унчченхи пек тӳрĕрен мар/ Хуравĕ çăмăл: кĕске çул яланах çывăх пулмасть. Унчченхи çулпа кайнă пулсан вырăссене ханствăн хатĕрленсе кĕтсе тăракан çарĕсем пĕчĕккĕн вăйсăрлатса çапса аркатнă пулĕччĕç.
Хусана сыхлакансем кăнтăр енчен пулăшакансене кĕтнине пĕлсе тăрса вырăс çар пуçĕсем çав çула пӳлсе хунă.
Едигер Нагай ханĕн Юсуфăн кĕрӳшĕ пулнă, юратнă хĕрне Сююмпикене Едигера качча панă. Хуньăшĕ, паллах, кĕрĕвне пулăшмасăр пултарайман.
Хусана хӳтĕлекенсем вырăссем крепоçăн кăнтăр енче темскер аппаланнине ăнланмасăр сăнаса тăнă. Вĕсем кунта Итали инженерĕсем пулăшнипе вырăссем крепость стенисем айĕнчи çĕре чавнине шутлама та пултарайман.
Çав чавнă вырăнсем паянччен сыхланса юлнă, Вĕсем истори палăкĕ шутланаççĕ, патшалăх хăйĕн хӳтлĕхне илнĕ.
Темиçе метр сарлакăш крепость стенисем сасартăк сывлăша чĕтретсе ишĕлме пуçлаççĕ. Вырăссен çарĕ крепость енне талпăнать. Малти ретре Тукайпа Акпарс çыннисем – чăвашсемпе марисем – çапăçнă, мĕншĕн тесен хула урамĕсене лайăх пĕлнĕ. Хан политикипе килĕшмен тутарсем те çак ретрех тăнă. Кĕске вăхăтрах вырăс çарĕ хулана илет. Урамсенче 20 пин ытла хӳтĕлевçĕсен вилли выртнă. Тепĕр енчен çухатусем мĕн чухлĕ пулни паллă мар. Пулăшусăр таврăннă Едигер вырăс çар пуçĕсен умне чĕркуçленсе ларнă тет, ăна тыткăна илнĕ.
Хусан çывăхĕнчи пĕр çапăçура Тукайăн ывăлĕ Туканаш пуçне хунă. Вăл хан майлă, ашшĕне хирĕç çапăçнă. Тукай тыткăнран юратнă мăшăрĕпе хĕрне хăтарнă, тăван тăрăхне Тукая таврăннă. Каярахпа кунтан куçса кайса Çĕрпӳ çывăхĕнче тĕпленнĕ, ватăличчен пурăннă.
Тукайпа Акпарс мăрсасен малашнехи пурнăçĕ пирки пĕлместĕп. Тукайăн пĕчĕк хĕрĕ пулнă. Тен, унăн шăпи телейлĕрех. Шел, вĕсен шăписене пĕлместпĕр. Куçран каласан, эпир чăвашсем хамăр историе те пĕлместпĕр, мĕн пĕлнине те часрах манасшăн.
Мĕнпур чăваш Мускав енче çапăçман. Тĕслĕх-рен, Арск тăрăхĕнчисем Хусана хӳтĕлекенсем енче пулнă. Чăвашсене вăйпах православие йышăнтарма тытăнсан Арск чăвашĕсем пурте мăсăльман тĕнне куçнă. Вĕсемшĕн ислам ăнланмалларах пулнă. Православие йышăннă чăвашсем вара вăрттăн хăйсен туррисенех кĕлтуса пурăннă.
Православи йышăнас мар тесе чăвашсенчен нумайăшĕ Крыма, Турцие тарнă. Интереслĕ, Турцин кăнтăр енче ытти нимĕнле тĕне те йышăнман чăвашсем хальччен пурăнаççĕ.
Сăмах май çакна каласа хăваратăп, Атăлçи тăрăхĕнчи чăвашсем, тутарсемпе пушкăртсем – тĕне пула пайланса кайма тивнĕ пĕр халăх, сăвар-пăлхарсем. Тĕрĕсрех каласан тутарсемпе пушкăртсем – чăвашсем. Чăн-чăн тутар тесе Хусан енчи хăш-пĕр тутарсене кăна калама пулать. Вĕсем – кыпчаксемпе пĕрлешсе кайнă сăвар-пăлхар çыннисем. Кыпчаксем – монголсем парăнтарнă халăх. Хăйсене парăнтаракансене чĕререн пăхăнса тăрса вĕсем монголсем патĕнче пысăк чинсем илнĕ. Атăлçи Пăлхара тата Руçа вĕсем монголсемпе килнĕ. Пăлхарсен пуçĕсемпе тăванлашма тăрăшнă. Вĕсен ачисем тутарсем пулса тăнă.
Ханствăна Мускав йышне кĕртнĕ хыççăн унта пурăнакансене ютрисем (инородец), ют тĕнпе пурăнакансем (иноверец) тенĕ. Чăвашсемпе марисем вырăс патшалăхне хăйсен ирĕкĕпе кĕнĕ халăх статусне илнĕ. Тутарсен кун пек статус çук. Вĕсем – вăйпа çĕнсе илнĕ халăх.
Алмуш ханран тытăнса паянччен чăн-чăн тĕне сыхласа хăварма пултарнă чăвашсем сахал. Вĕсене ытларах Атăлăн сылтăм енче, Сăрпа Çавал юханшывĕсен тăрăхĕнче, кăна курма пулать.
Ăсчахсем каланă тăрăх, чăвашсен йышĕ те çав вăхăтран 5 хут сахалланнă – пилĕк чăвашран пĕрре кăна юлнă. Ку – халăх трагедийĕ. Чăвашсем хăйсен чăн-чăн ятне те – сăвар – çухатнă. Халăха «Чăваш» ят панине хăйсем те 1721 çулта кăна пĕлнĕ. Унччен е тутар, е черемис тесе палăртнă. Чăваш чĕлхине пĕтекен тесе «Хĕрлĕ кĕнекене» кĕртнĕ. Халăх та вилекеннисен шутĕнче.
Аслă Атилла, Аслă Азов Пăлхар, Атăлçи Пăлхар вăхăчĕсенче чăваш чĕлхи патшалăх чĕлхи пулнă. Хуннсем вăхăтĕнче халăхсем пĕр-пĕринпе чăвашла калаçса хутшăннă, хĕвеланăç çĕршывĕсен ертӳçисем те чăваш чĕлхине вĕренме тăрăшнă.
Шел, пирĕн халăх генетика енчен хавшак халăх иккен. Эпир хуть те мĕнле халăх та пулма килĕ-шетпĕр, чăваш кăна пуласшăн мар! Эпир хамăрăн халăхран, чĕлхинчен, йăли-йĕркинчен вăтанатпăр. Мăн асаттесене, вĕсен мухтавлă ĕçĕсене манатпăр. Вĕсем пиншер çул халăх ятне те - сăвар, чĕлхене те упраса пурăннă.
Хăйне хăй пĕтерекен халăх мĕн чухлĕ пурăнайĕ-ши/ Шухăшлама та хăрушă. Паян наци интеллигенцийĕн тивĕçĕ – хамăр халăхăн мăнаçлăхне çĕклесси! Шел, ку ĕçрен нумайăшĕ пăрăнать. Пирĕн унччен наци телевиденийĕ те çукчĕ-ха! Тăван чĕлхепе тухакан журналсемпе кĕнекесем те сахал.
Паян пире кăсăклантаракан ыйту: Тукай ялĕпе Тукай мăрса хушшинче çыхăну пур-ши/ Ман шутпа – пур. Хам шухăша çирĕплетме те пултаратăп.
1. Тукайпа Акпарс мăрсасем – историре пулнă чăн-чăн çынсем*
2. Чăвашсемпе марисен мăрсисем вырăс кнеçĕ-сем патне хăйсен йышне кĕртме ыйтса темиçе хутчен те пыни – историри пулăм*
3. Хусана илме чăвашсем пулăшни – историри факт*
4. Вырăс çарĕ Сăр поселокĕ çумĕнче Сăр юханшывĕ урлă каçни – историри чăн пулăм*
5. Хаяр Йăван, Шиг Али, Едигер, Сююмпике тата ыттисем – историри паллă ятсем*
6. Чăвашсем Сĕве, Çавал юханшывĕсен хĕрринче пурăнни, çак вырăнсем Улуса Джучи çĕрне, кайран Хусан ханствине кĕни – историре паллă.
Мĕншĕн пирĕн Тукай тата ун çывăхĕнчи ялсенче чăвашсем пурăнни пирки иккĕленмелле/ Ял чăнах та хăйĕн хуçин – Тукай мăрсан ятне илнĕ. Историре урăх вăл ятлă мăрса пулман. Ялсен ятне ытахальтен таçтан шухăшласа тупса паман. Вĕсене конкретлă çын ячĕпе панă.
Тукай чăвашсене хăйсен ирĕкĕпе вырăс патшалăхĕн йышне кĕртессишĕн тăрăшнă. Куншăнах ăна наци геройĕ теме пулать. Вăл чăваш халăхне этнос пек пĕтесрен сыхласа хăварнă. Халăхшăн чи хăрушă самантра Тукай пек çын тупăннă. Кун пирки каламаççĕ пулин те куншăн унăн пĕлтерĕшĕ çухалмасть.
Легендăсем тăрăх паянхи Сăр районĕнчи Вырăс тата Тутар Шатăршанĕсем вырăнĕнче Хаяр Йăванăн çарĕ каннă. Кунта шатерсем тăнă. Вырăнти çынсем çак вырăна «Хан шатрисем» тенĕ. Çынсем вырăс вельможисене те хăнăхнă пек хансем тенĕ-çке-ха. Кайран çак вырăнта тĕпленнĕ ялсене Шатăршан тенĕ. Икĕ ял хушшинче чикĕ те çук, вĕсем питĕ çывăх вырнаçнă. Пĕр уйрăмлăх кăна: Вырăс Шатăршан Ульяновск облаçĕнчи Сăр районне кĕрет, Тутар Шатăршан – Тутарстанри Çĕпрел район йышне.
Эпĕ историе тĕпченĕ хыççăн хам ăнланнă пек çырса патăм. Кашни çыннăх хăйĕн шухăшĕ пулма пултарать.
 
Майна районĕ.
 
: 49, Хаçат: 35 (1436), Категори: истори

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: