Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
УМСĂМАХ
Хĕрлисене акнăччĕ...
Вĕсемех шăтса тухрĕç
Пахчара тюльпансем...
 
Хурăнвар ытти ялсемпе танлаштарсан
Ку чухнехи самана çĕнетнĕ ял.
Тĕпленсе пурнан çынсемпе паллаштарсан,
Туйса илĕн – вăл пĕтмест-ха, пур хавал.
 
Кермен евĕр çĕн çуртсем, кăмпасем евĕр,
Хăпараççĕ умлăн-хыçлăн – чăн сăмах!
Тахçанах совхоз арканнă, халăх пурпĕр
Тăван çĕр ытамĕнче курать çăтмах.
 
Ку та тĕрĕс, çамрăксем ялта юлмаççĕ.
Çĕршыв пысăк, шыракан ĕç тупатех.
Вахтăпа вăй хунă хыççăн таврăнаççĕ...
Паллах, йывăр, пурăнмашкăн пулатех.
 
Хулара тĕпленнисем те пăрахмаççĕ
Ашшĕ-амăш туса лартнă кил-çурта.
Çӳреме инçе пулнипе тарăхмаççĕ –
Ял чиркĕвĕнче сӳнмест нихçан çурта.
 
Ку ялта пур тата тепĕр тĕлĕнтермĕш –
«Инетпулăш» йĕркеленнĕ тахçанах.
Таврара та кун пекки çук, вăл – пĕрремĕш,
Йĕркелӳçи – Скворцов Саша – ялтанах.
 
Вулаканшăн паллă унăн пурнăç терчĕ,
Вăл çуралнă хура пурнăç кĕпипе.
Вилĕме çĕнтернĕ хыççăн хал çитерчĕ
Малалла пурăнма чăрсăр чĕрипе.
 
Инетри ял сайчĕ хыççăн – «Инетпулăш» -
Йĕркелерĕ Саша ентешсем валли.
Тивĕçтерӳ тени килтех, пурте хутăш...
Ылтăнран та хаклă пӳрнесĕр алли.
 
Пулăшу илме çӳреççĕ Хурăнвара
Хаваспах çынсем таврари ялсенчен.
Питĕ çăмăл, калама кăна вĕт, ара,
Каймалла мар ăçта кирлĕ халь пĕччен.
 
Тӳре, тухтăр... патне лекме питĕ йывăр
Ял çыннишĕн, черет пысăк, кĕтмелле.
«Инетпулăш» тĕлĕрмест, канăçлăн çывăр,
Çырăннă вăхăта анчах çитмелле.
 
Ял çыннишĕн Инет кирлĕ çăкăр пекех,
Ватăсем илесшĕн ăна хăй алне.
Шута илсе çакна «Инетпулăш» текех
Айккинче юлмарĕ, хушрĕ хăй пайне.
 
Кăмăл тунисене тăрăшсах вĕрентет
Саша, сапăр пулчĕç ялăн çыннисем.
Хăй ĕçне тĕпчет вăл, вăй хушсах çĕнетет...
Тав тума манмаççĕ ырă чунлисем.
 
Скворцовсен кил-çурчĕ – услам ĕçĕн центрĕ,
Ир пуçласа каçчен халăх татăлмасть.
Амăш те усламçăн ывăлне пулăшрĕ,
Чирлĕрех пулсан та чунпа ватăлмасть.
 
Инетра юлташсем нумайлансах пычĕç:
Хăй пек сусăррисем, пĕр шухăшлисем...
Ăс парса пулăшрĕç, вăй-хал парса тăчĕç...
Туйăм тенине те уçса панисем.
 
Ак çырать ун патне Инçетри Тухăçран
Тĕлĕнмелле хӳхĕм чăваш сарпики.
Ун сăнне курсассăн Саша кайрĕ ăнран...
-Маша/ Ĕненместĕп... – хускалчĕ ăш-чикки,-
 
Йĕкĕреш тесессĕн... Маша пĕччен ӳснĕ...
Икĕ шыв тумламĕ... Уйăрма май çук!
Курманни чылаях... Вăтăр çул та иртнĕ...
Мăшăрĕ, ачи те... Пĕччен мар ку чух.
 
-Саша, - çырать пике, - эпир пĕр шăпаллă,
Эп те сусăр халĕ – чăлах ман ура.
Çавăнпа пăрахрĕ мана савни, паллă,
Унăн, чун туятех, урăххи пурах.
Мĕнле пулса тухрĕ/ Веç каласа парăп.
Ирĕк пар, тархасшăн, юлташу пулма.
Килĕшес пулсассăн çунатăма сарăп,
Санпа пĕрле хатĕр ĕмĕрех юлма...
 
- Уйăх çинчи хĕртен илемлĕ Алена,
Эсĕ чылай çамрăк, сывăрах манран.
Шалкăм çапнă, тейĕн, аллăма – урама...
Пăрахса кайсассăн эс мана кайран/
 
Эп пĕрре вĕренĕ тамăкри хуранта,
Тепĕр хут хăратăп унта çакланма...
Эс, Алена, çамрăк, чăт мĕнле пулсан та,
Иртерех-ха сана чунран хурланма...
 
- Ĕненсем эс, Саша, вăхăтсăр ан хуçăл,
Çăмăлттай шухăшлă эп пулман нихçан.
Мĕншĕн-тĕр, туятăп, мана питĕ çăмăл,
Сан сăнна курсанах çаврăнать пуç ман.
 
Чăн-чăн юратушăн ал-ура темех мар,
Ăнланмастăп, мĕншĕн эсир пĕр пулман/
«Сывă чунпа сусăр пулĕç хăрăк тымар»,-
Тенине шанмастăп... Санпа вăл юлман...
 
Эс каçар, тархасшăн, никама çиместĕп,
Турă мар эп, чури, тивĕç мар сутлашма,
Тата мĕн калас-ха, ăнлансам, пĕлместĕп,
Хирĕç мар пулсассăн – хатĕр эп пыма...
 
Канăçне çухатрĕ Саша çакăн хыççăн,
Амăшне пĕлтерчĕ хăйĕн шухăшне.
- Ватăлнă эп, ыльăм, пехиллетĕп уççăн,
Чĕрӳпе канашла, ан итле тахăшне...
 
- Урăхла каласса эп кĕтмен, аннеçĕм,
Сана çăмăл пулĕ киле кин кĕртсен.
Пирĕн пурнăçра, тен, çиçмĕ урăх çиçĕм,
Сӳнмĕ кил вучахĕ çĕнĕрен чĕртсен...
 
...Шурăмпуç хăпарать. Хурăнвар вăранать.
Ăшă. Август вĕçĕ. Часах – кĕркунне.
Пĕр çăмăл машина ял вĕçĕнчен анать.
Чарăнать çитсен вăл Скворцовсен умне.
 
Пĕтĕм ял пухăннă. Ăçтан кăна пĕлнĕ
Инçет Тухăçран çĕнĕ çын килнине!
Çăкăр-тăвар йăтса кинне кĕтсе илнĕ
Пулас амăш, çыхнă хитре тутăрне.
 
Сашăн – юбилей. Епле-ха тӳр килнĕ/!
Пĕрлешме те меллĕ – икĕ хут уяв!
Кунтах – влаç çынни те. Пупне чĕнсе илнĕ.
Туйĕпе венчечĕ пĕрле – пĕр хăтлав!
 
Питĕ те йĕркеллĕ, чăвашла сăпайлăн
Саламларĕ ял-йыш мăшăра чунран.
Сăрапа сăйланчĕç... Ăш çил хумĕ майлăн
Юрă-кĕвĕ юхрĕ ял чикки таран.
 
Калăн, пĕрле ӳснĕ, пĕр пăт тăвар çинĕ
Сашăпа Алена, халĕ – пĕр çемье.
Инçет Тухăç хĕрĕ, вăл Хурăнвар кинĕ –
Çурмалла пайларĕ тупнă телейне.
 
Пурнăç лавне туртаççĕ Скворцовсем, кур, иккĕн,
Харпăр усламçăсен ялта пĕр тĕнче.
...Савăнăçлă хыпар пур вĕсемшĕн, иккен –
Çĕнĕ чун тапать Алена чĕринче...
 
...Хурăнвар сайтĕнче пур пĕр уйрăм кĕтес:
«Тăм тивмен чечексем» – ячĕ пит хитре!
Сашăн чăн юлташĕ, унпа туртрĕ йĕтес –
Часах çĕнĕ повеç пулĕ кĕтесре!
 
ХЫÇСĂМАХ
 
...Çурхи каçсем каварлă...
Хĕп-хĕрлĕ тюльпансем –
Тăм тивмен чечексем...
 
: 51, Хаçат: 35 (1436), Категори: Шевле çути

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: