Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăвашкассинче пурăнакан Василий Селендеева облаçра кăна мар, Чăваш Республикинче те лайăх пĕлеççĕ. Вăл 40 çул ытла шкулта вăй хунă, çав вăхăтрах таврапĕлӳ енĕпе нумай ĕç тунă. Кăçал педагогика ĕçĕн ветеранĕ 80 çул тултарчĕ, анчах ку уншăн ниме те пĕлтермест – вăл çаплипех таврапĕлӳ ăшне шалтан шала кĕрет.
Василий Алексеевич 1937 çулта çак ялтах çуралнă, 1956 çулта Кивĕ Улхашри вăтам шкултан аттестат илсе тухнă. Виçĕ çул çар хĕсметĕ-нче пулнă, авиаци механикĕн специальноçне Саратов облаçĕнчи Вольск хулинче алла илнĕ, малалла Чита тата Карели тăрăхĕсенче службăра тăнă. Киле каяс умĕн, 1959 çулхи августра, вăл командование рапорт çырать, Хусан патшалăх педагогика институтне вĕренме кĕме экзамена яма ыйтать. Каять те естество тата географи факультетне кĕрсех килет! Çапла ĕнерхи салтак студент пулса тăрать.
Пилĕк çул ахаль иртмест. Экспедицие çӳренĕ вăхăтра вăл таврапĕлӳпе интересленсе каять. Çакă ун чунне ĕмĕрлĕхех кĕрсе ларать. Чăваш ачи хастар студент пулнă, библиотекăра нумай ларнă, 1-мĕш курс хыççăнах студентсен наука обществине кĕнĕ.Ун статйисем институт хаçатĕнче пичетленнĕ.
-Питĕ лайăх çын тĕлне лекрĕм эпĕ кунта. Институтри академи ертӳçи еврей çынни пулчĕ – Аркадий Исаакович Коган. Мана килĕ-штеретчĕ вăл, лекцисем хыççăн та хăварса калаçатчĕ. Хăш чухне ман пата пыратчĕ те эс паян çинĕ-и тесе ыйтатчĕ, унтан сумкинчен кăларса хут таткипе чĕркенĕ апат паратчĕ. Мана питĕ тĕлĕнтеретчĕ ку. Хам та ăна итлеттĕмччĕ ĕнтĕ, хушнине çийĕнчех пурнăçлаттăм, каланă çĕре часах кайса килеттĕм. Профессорсем патне килне япала леçме е илме те яратчĕ мана. Çапах та вăл манпа çакăн пек ăшă пулнине тĕппипех ăнланса çитеймерĕм,- аса илет Василий Алексеевич.
1964 çулта диплом илсен çамрăк учитель Çĕнĕ Улхаш шкулне ĕçе пырса кĕрет те пĕр вырăнта 41 çул вăй хурать. Кашни кун хуть мĕнле çанталăкра та Чăвашкассинчен Çĕнĕ Улхаша тата каялла çуран çӳрет. Чĕрĕк ĕмĕр районти географи учителĕсен методика кабинетне ертсе пырать. Кунта ĕнтĕ вăл таврапĕлӳ ыйтăвĕсемпе çине тăрсах ĕçлет, кивĕ япаласем, укçасем пухать, шкулта музей тума шутлать.
-Çĕнĕ Улхашра çуралса тăхăр çула çитиччен пурăннă Е.И.Майков генерал-лейтенант çинчен шкулта хам пуçарупа ятарлă стенд турăм, Майков патне Магнитогорска çыру ятăм. 1989 çулта вăл кунта хăй килсе кайрĕ. Ман стенда курсан кунта материалсем сахалтарах терĕ. Эпĕ вара ăна фотоаппаратпа ӳкерттерсе юлтăм, хăй каласа панисене хушрăм. Ун хыççăн музей тума та май пулчĕ. Ун чухне директорта Геннадий Петрович Клемендеев ĕçлетчĕ, тавах ăна музей валли пӳлĕм уйăрса панăшăн. Шел, халь вăл пирĕн хушăра çук ĕнтĕ,- тет вăл.
Музей уçассишĕн В.А.Селендеев малтан та нумай тăрăшнă, ялтан кивĕ япаласем пуçтарнă, шкулта пĕр çĕре хурса пынă. Мамонт шăлĕ те тупать. Сăхман, чаппан йышши тум та тупăнать. Чаппанне Егор Фролов парать. Шкул ачисем те пулăшаççĕ ăна. Япаласем нумайлансах пыраççĕ, анчах унчченхи дирекци ăна музей тума ирĕк памасть. Пухăннă япаласем вара пĕрерĕн-пĕрерĕн хуллен çук пулса пыраççĕ. Аптранипе географи учителĕ япалисене лаша лавĕ çине тиесе килне илсе каять – нушаланса пуçтарнă япаласене çухатас килмест-çке.
Селендеев хатĕрлесе уçнă музей вара кайран районта чи лайăххисенчен пĕри пулса тăрать.
Василий Алексеевич тӳрĕ кăмăллă çын, мĕн япалана та куçран калама хăнăхнă. Çакна студент чухнехи пĕр пулăм та çирĕплетет.
Василий 4 юлташĕпе пĕрле экзамена кĕрсе ларать, билет илет те шухăшлама тытăнать. Çак вăхăтра арçын преподаватель сумкинччен кăлпасси, çăкăр, хĕрлĕ тĕслĕ улмасем кăларса хурать те çиме пуçлать. Василийĕн хырăмĕнче кашкăрсем улаççĕ --ирхине васкаса пĕр стакан чей ĕçнĕ те кунта килсе ларнă. Ун пек чухне наука шухăшĕ мар пуçра. Василий чăтаймасть, хăю çитерсе преподавателе: «Манăн та питĕ çиес киле пуçларĕ, аппетит выляса кайрĕ»,- тет. Преподаватель студент хăюлăхĕнчен тĕлĕнсе каять, çапах та апатне сĕтел çинчен илсе хурать. Кайран Василие кун пирки Коган профессор çапла калать: «Мĕнле хăрамарăн çапла калама/ Сана вăл экзаменран кăларса яма та пултарнă вĕт. Тепĕр шутласан тĕрĕс тунă эсĕ! Маттур! Вăл унччен те студентсенчен çавăн пек пĕрре мар кулнă». Çакăн хыççăн преподаватель экзамен вăхăтĕнче çиме пăрахнă тет.
В.А.Селендеевăн пĕрремĕш пулăшаканĕ ун мăшăрĕ – Мария Алексеевна пулнă. Вăл та вĕрентӳçĕ, иккĕшин вара пĕр интерес – таврапĕлӳ тата литература. Çакăн пек туслăн та тăрăшса ĕçлесе вĕсем тăван ялĕ çинчен виçĕ кĕнеке пичетлесе кăлараççĕ. Шел, 2015 çулта Мария Алексеевна пурнăçран уйрăлнă.
-Эпир хамăр ял историне çырса пынине таврара пурте пĕлеççĕ ĕнтĕ, çавăнпа мĕнле те пулсан ыйту пулсан тӳрех пиртен ыйтма пыраççĕ.Пĕрерĕн-пĕр ерĕн хуравласа, шав пĕр япала каласа парса, тĕрĕссипе, ывăнтăмăр. Вара малтан хуньăм – Сандркин Эптюк --тетрадьсем çине çырнине илтĕмĕр, хальхи самана çыннисене хамăр кĕртрĕмĕр те – кĕнекесене кăларса ярас терĕмĕр. Халь пурте вулама пултараççĕ ĕнтĕ хăйсен йăхĕ-тымарĕ пирки,- ăнлантарать Василий Алексеевич.
Вĕсем патне ялтан кăна мар, Шупашкартан та, Санкт-Петербургран та ăсчахсем, çыравçăсем килнĕ, халăх сăмахлăхĕпе, тĕне кĕмен чăвашсен йăли-йĕркипе çыхăннă материалсем илсе кайнă. Музейран илсе Шупашкара парса янă тетрачĕ вара пуçĕпех çухалнă. Кайран унти фактсем кĕнекене кĕнĕ, анчах унта Селендеев хушамачĕ курăнмасть. Плагиатсем ку çынсем: малтан йăлăнса çӳреççĕ, кайран тетрадьне те, унта çырнисене те вăрлаççĕ. Анчах унпа Василий Алексеевич чухăна юлман, ун чĕри те чулланса ларман. Нумаях пулмасть Англирен пĕр çын килсе кайнă ун патне. Хăй Румынирен иккен, анчах хĕсĕрленипе тăван çĕршывĕнчен тухса тарнă. Румынире тĕне кĕмен чăвашсен йăли-йĕркипе пурăнакан сахал йышлă халăх пур, çак çынсем юпа лартаççĕ тенĕ вăл, çавăнпа танлаштарма кунти чăвашсен йăли-йĕркине çырса кайнă.
-Мана ăнланманнисем, мĕне кирлĕ ку кĕнекесем текеннисем те пур ялта. Мĕн тăвăн – кашнин хăйĕн шухăшĕ. Эпир çырнисем нумайăшне кирлине, кайран вĕсем тата та хаклăрах материал пулса тăнине вара эпĕ хам лайăх ăнланатăп. Çавăнпа тăрăшса ĕçлетĕп те,- тет хисеплĕ таврапĕлӳçĕ.
Пĕррехинче Василий Алексеевич патне Хусанта институтра пĕрле вĕреннĕ хĕрарăм шăнкăравлать.Вăл Израиле кайсан пĕр çĕрте хăйсене вĕрентнĕ А.И.Когана халалланă стенд курать. «Ку профессор мана вĕрентнĕ»,- тет вăл çынсем умĕнче. Кунтах Коганăн хĕрĕ -- Ирина та пулнă иккен. Вăл вара çак хĕрарăма ашшĕ çинчен асаилӳ çырса пама ыйтать, ытти студентсене те пĕлтерĕр-ха тет. Хĕрарăм кун пирки Селендеева пĕлтерет.
-Пĕр эрне аса илсе çырса пытăм хамăн профессор çинчен, чылай тетрадь ярса патăм. Хама кăлпассипе çăкăр панисене те çыртăм. Хайхи тепрехинче ман пата Израильтен Ирина шăнкăравларĕ, ашшĕ çинчен ăшă сăмахсем çырнăшăн тав турĕ. Вара профессор манпа ăшă пулнин сăлтавне те пĕлтĕм унран. Аркадий Исаакович (вăл 1913 çулхиччĕ) Аслă вăрçă вучĕ урлă Василий ятлă чăваш каччипе çумлăн утса тухнă иккен. Вĕсем пĕр окопра выртнă, пĕр чĕлĕ çăкăра икке пайласа çинĕ, ялан пĕр-пĕрне пулăшнă. Чи çывăх туссем пулнă вĕсем. Вăрçăран таврăнсан та вĕсен туслăхĕ мĕн виличчен пынă, иккĕшĕ те пĕрле аслă шкулта преподаватель пулнă. Акă мĕншĕн профессор мана шеллесе апат панă иккен! - тет Василий Алексеевич.
Василий Алексевичăн ĕçне патшалăх тата общественность палăртмасăр хăварман. Унăн РСФСР çутĕç министерствин Хисеп хучĕ те, Чăваш наци конгресĕн Хисеп хучĕ те, ытти наградăсем те пур. Вăл халăх çутĕçĕн отличникĕ, чăваш этнокультурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Хисеплĕ таврапĕлӳçĕ, Чăнлă районĕн Хисеплĕ гражданĕ. 2012 çулта вара ăна таврапĕлӳ енĕпе кăларнă чи лайăх кĕнекешĕн Шупашкартан К.В.Элле премине панă. Пархатарлă ĕçшĕн – тивĕçлĕ награда!
Селендеевсем виçĕ ача çуратса ӳстернĕ. Пурте тухса кайнă килтен, асли -- Сергей çар училищине пĕтернĕ, Салехард хулинче (Тюмень облаçĕ) пурăнать.Татьяна Пермьри фармацевт академине пĕтернĕ, Ульяновскра пурăнать. Александр та унтах. Вĕсем тата мăнукĕсем килсен пĕччен пурăнакан кил хуçин чунĕ савăнать. Вĕсем кайсан вара вăл çемье альбомĕсене чылайччен курса ларать. Анчах ĕçсĕр тăма хăнăхман вăл, кăштă каннă хыççăн каллех çыру сĕтелĕ хушшине ларать, çамрăк ăрусем валли хаклă япаласем çырать.
-Ку ĕç мана питĕ килĕшет. Мĕн чухлĕ нумайрах япала пĕлетĕн – тата нумайрах пĕлес килет. Таврапĕлӳçĕ вăл – ăрусене пĕр-пĕринпе çыхăнтаракан çын,- тет В.А.Селендеев.
 
Чăнлă районĕ.
 
: 430, Хаçат: 36 (1437), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: