Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Китайра БРИКС саммичĕ иртнĕ. БРИКС – пилĕк çĕршывăн пĕрлĕхне пĕлтерекен, çав çĕршывсен малтанхи саспаллинчен тăракан аббревиатура. Ăна вăрăмлатсан Бразилия, Россия, Индия, Китай, ЮАР тени пулать. Пирĕн çĕршыв интересне саммитра Владимир Путин президент хӳтĕленĕ.
Саммит умĕн Сямэнь хулинче «Рост экономик регионов через расширение сотрудничества БРИКС» бизнес-форум иртнĕ. Унта хутшăнма Раççейри тăватă регионтан представительсене чĕннĕ. Çав шута Ульяновск облаçĕ те кĕнĕ. Бизнес-форума усламçăсен чи пысăк ассоциацийĕсем, малта пыракан компанисемпе структурăсем хутшăннă. Пурĕ 1 пин те 200 усламçă, 600 компани.
Раççейрен бизнес-форума АСИ тĕп директорĕ Светлана Чупшева, Ульяновск область кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозов, Ханты-Манси автономи округĕн кĕпĕрнаттăрĕ Наталья Комарова, Калуга облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕн çумĕ Владимир Попов, Пушкăрт Республикин экономика министрĕ Сергей Новиков килсе çитнĕ.
РФ субъекчĕсен ертӳçисем хăйсен регионĕн вăй-хăвачĕпе паллаштарнă, Раççей усламне тата ют çĕршыври компансене аталанма туса панă çăмăллăхсем пирки пĕлтернĕ.
Сергей Морозов Ульяновск облаçĕпе 470 пин тăваткăл метрлă пысăк курав залĕнче паллаштарнă. Кĕпĕрнаттăр çапла каласа панă:
- Эпĕ инвесторсене явăçтарса экономикăри хăш йĕрсене аталантарма палăртнине пĕлтертĕм: авиастроени, автомобиль тата станкостроени, микроэлектроника тата приборсем туса кăларасси, ядерлă технологисем, йывăçа ĕçлесе çитересси, строительство, ялхуçалăх. Çаплах ют çĕршывсенчи пысăк усламçăсемпе калаçусем ирттерĕмĕр, вĕсем пирĕн регионта çĕнĕ ĕç вырăнĕсем тума пулăшĕç. Ульяновск облаçĕнче экономикăра кăна мар, культура, искусствăпа туризм тытăмĕсенче те инвестици хывма пулать. БРИКСăн ĕçлĕ пухăвĕнче тухса калаçма май пани пирĕн облаçа аталанмалли çĕнĕ çулсем уçать. Тĕнчери нумай пысăк компанисен ертӳçисем пирĕнпе савăнсах ĕçлеме килĕшрĕç. Вĕсем çĕнĕ предприятисене хăйсен укçине хывма хатĕр.
С.Морозов тухса калаçнă хыççăн БРИКСăн ĕçлĕ пухăвне хутшăннă çичĕ компани облаçа инвестици хывасси пирки килĕшӳ тунă.
БРИКСăн малтанхи пĕтĕмлетĕвĕ:
пĕрремĕшĕ, Владимир Путин БРИКСăн ĕçлĕ пухăвне хутшăннă регионсене пысăк хак панă*
иккĕмĕшĕ, Ульяновск облаçĕпе тӳрех çичĕ çĕршыв килĕшӳ тунă*
виççĕмĕшĕ, Фуцзянь провинци Ульяновск облаçĕпе пир-авăр тата çăмăл промышленноçне аталантарассипе ĕçлеме килĕшнĕ*
тăваттăмĕшĕ, область тĕнче шайĕнче хăйĕн вăй-хăвачĕпе паллаштарнă*
пиллĕкмĕшĕ, пухăва хутшăннă ытти регионсемпе те çыхăнса ĕçлесси пирки калаçса татăлнă.
- Владимир Путин пирĕн ĕçе пысăк хак пачĕ. Вăл БРИКС çĕршывĕсемпе цифрăллă экономика енĕпе ытларах çыхăнмаллине палăртрĕ. Çĕнĕ технологисем БРИКС çĕршывĕсенчи пысăк компанисемпе çыхăнса ĕçлеме май параççĕ. Эпир облаçпа паллаштарнă чухне регионти чи малтан пурнăçламалли проект цифрăллă экономика пулнине палăртни тĕрĕс пулчĕ. Эпир цифрăллă экономикăна тĕп йĕр тесе палăртнă Раççейри пĕрремĕш регион пултăмăр. Фуцзянь провинцийĕпе тунă килĕшӳ Барăш, Карсун районĕ-сенчи, Ульяновскпа Димитровградри пир-авăрпа çăмăл промышленноçа çĕнĕ технологисемпе тивĕçтерме пулăшĕ, - тенĕ Сергей Морозов.
 
: 78, Хаçат: 36 (1437), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: