Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Августăн 30-мĕшĕнче Тутарстан халăхĕ Республика кунне палăртнă. Çав кун кӳршĕллĕ Çĕпрел район центрĕнче Ульяновск облаçĕпе Тутар Республикине чапа кăларнă писательсемпе поэтсен аллейи уçăлчĕ.
Кун пек пулăм, тен, пирĕн тăрăхри пĕртен-пĕр паллă мероприяти. Ку шухăш район ертӳçисен пуçĕнче тăхăр çул каяллах çуралнă терĕ Çĕпрел район администраци пуçлăхĕ Александр Шадриков. Çывăх вăхăтра пурнăçламалли пуçарусен программине те çавăн чухнех кĕртнĕ ăна. Ĕçне пурнăçлаканĕ Ульяновскра пурăнакан Николай Кондрашкин скульптор.
Çĕпрел районĕн культура уявне регионтан эпир виççĕн тухса кайма тивĕçлĕ пултăмăр – Николай Григорьевич хăй, облаçри культура ĕçченĕсенчен пĕри Алексей Мордовкин тата эпĕ, Раççей культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, СССР тата Раççей Писательсен союзĕсен членĕ, Чăнлă районĕн Хисеплĕ гражданинĕ. Çав кун писательсемпе поэтсен аллейинче чăвашсен паллă драматургĕпе поэчĕ тата писателĕ Анатолий Сафронович Чебановпа Павел Миронович Миронова – И.Я.Яковлевăн пултаруллă вĕренекенне, Пушкăрт тăрăхĕнчи чăвашсене çутта кăларас тĕлĕшпе ырми-канми ĕçленĕ ăсчаха, математика учебникĕсен паллă авторне – чысласа бюстсем уçăлчĕç. Иккĕшĕ те вĕсем Çĕпрел районĕнче çут тĕнчене килнĕ. Унта тухса калаçакансем ку вăл çамрăк ăру çыннисене ăс парас ĕçре вышкайсăр пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм пулнине палăртрĕç.
Хăй вăхăтĕнче эпĕ Анатолий Чебановпа çывăх килĕштерсе ĕçленĕ çулсене аса илсе каларăм, «Вăхăт» сăвва чăвашла та, вырăсла та каласа патăм. Тĕлпулура çаплах тутарсен паллă çыравçисем те тухса калаçрĕç, сăввисене вуларĕç.
Каçхине Тутарстан сцена ăстисем хăйсен пултарулăхне кăтартнă.
 
: 31, Хаçат: 36 (1437), Категори: Культура

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: