Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çĕнĕ Малăкла районĕнчи «Восток» тулли мар яваплă обществăра тырçи ĕçĕсем вĕçленсе пыраççĕ. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсенчен пухса кĕртмелли хуратул çеç юлнă.
 
«Гектартан кăçалхи пек пысăк тухăç илнине астумастпăр та. Нӳрĕк те, ăшă та çителĕклĕ пулнăран кĕрхи культурăсем те, çурхисем те парка ӳсрĕç. Хуçалăхра пĕтĕмĕшле 4 пин те 447 гектар çĕр. Унта кĕрхи тата çурхи тулăпа ыраш, урпа, пăрçа, хуратул тата ытти тыр-пул çитĕнет. Техникăна хуçалăх çĕнетсе, туянсах тăрать. Вырмана пилĕк «Акрос» комбайн тухрĕ. Чи пысăк кăтартусем Геннадий Ильдутовăн. Александр Борисов, Виктор Атнюков, Александр Карягин, Яков Ильдутов комбайнерсем те мухтава тивĕç», - терĕ Сергей Атнюков бригадир.
Хĕрӳ ĕççинче тырра йĕтем çине турттаракан водительсен ĕçĕ-хĕлĕпе обществăн тĕп инженерĕ Федор Ванюков тата заправкăра вăй хуракан пултаруллă ĕçчен Надежда Атнюкова паллаштарчĕç. Малаел пики ку ĕçре 24 çул тăрăшать. «Çурлан 1-мĕшĕнче пуçласа тухрăмăр та тырçине – пуçа çĕклеме те вăхăт çук, - кăмăллăн кулать вăл. – Тухăçĕ савăнтарать. Пĕр гектартан тыр-пул тухăçĕ 60 центнертан та иртрĕ. Туслă та сапăр коллективра ĕçĕ те кал-кал пырать. Пур енĕпе те малта пырса пысăк ӳсĕмсем тăвакан хастар механизатор-водител ьсем пурте чăваш. Эпир пулмасан кам пултăр/»
Пĕртăван Алексейпе Николай Долговсем çăвĕпех ГАЗ-53 автомашинăпа ĕçлеççĕ, тыр-пул турттараççĕ. Александрпа Юрий Елифановсем те (ГАЗ-53), тетĕшĕпе шăллĕ, пысăк кăтартусемпе савăнтараççĕ. Юрий Елифановпа Алексей Долгов иккĕшĕ те икĕ машинăпа вăй хураççĕ. Ирхине кăвак çутăлла выльăхсем патĕнче тăрмăшаççĕ, унтан тухса хурçă учĕсене лартса хăвараççĕ те – хире вырмана, тырă турттарма. Николай Фокин та (ЗИЛпа тăрăшать) ĕççинчи çитĕнĕвĕсемпе мухтанма пултарать. Алексей Васюхинпа Геннадий Смирнов КАМАЗĕсемпе çăкăра инçете турттараççĕ.
Тĕшĕллĕ культурăсене пуçтарса пĕтерсен хуçалăхра выльăх апачĕ валли ӳстерекен курăксене çапма пуçлаççĕ. Куккурус 300 гектар çĕр лаптăкĕ йышăнать, хĕвелçаврăнăш - 1 пин те 300. Харсăр та ĕçчен комбайнерсем пĕр-ик эрнерен ку культурăсене вырма тухаççĕ.
Хуçалăхра 680 пуç мăйракаллă шултра выльăх. Вĕсем валли пурĕ 200 ытла тонна утă хатĕрленĕ. Силоса 5 пин тонна ытла хывма палăртаççĕ.
Хуçалăх ертӳçи Альберт Богданов ĕçченĕсене хĕрӳ тапхăрта та, хĕлле те кӳрентерменнине, пархатарлă ĕçшĕн тивĕçлипе тӳленине, премисем парса хавхалантарнине палăртрĕ.
- «Восток» – пĕрчĕллĕ культурăсем çитĕнтернипе пĕрлех районти выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекен чи ăнăçуллă хуçалăхсенчен пĕри. Фермăсенче – 330 пуç сăвакан ĕнепе 330 ытла пăру. Сакăр ушкăнта сакăр ăста доярка тата вĕсене кирлĕ чухне улăштарма хатĕр икĕ доярка вăй хураççĕ. Сăвăмĕпе пурте мухтанма пултараççĕ. Пĕтĕмĕшле вара Наталья Симуковаран, Валентина Елифановаран тата Зоя Маркинаран тĕслĕх илеççĕ. Фермăри тивĕçсене Светлана Иванушкина пуçлăхпа тĕп выльăх тухтăрĕ Галина Илюткина ертсе пыраççĕ, - терĕ Альберт Геннадьевич.
Тĕп агроном Евгений Кочетков каланă тăрăх, хуçалăхра тĕрлĕ вăхăтра ĕçленĕ ветерансене те манмаççĕ. Авăнăн 14-мĕшĕнче, сăмахран, чылай çул ялхуçалăхĕпе производство кооперативне ертсе пынă Евгений Николаевич Атнюков 60 çул тултарать. Самантпа усă курса ăна салам калаççĕ. Чĕри вăхăтсăр тапма чарăннă Ф.А.Иванушкина та час-часах аса илеççĕ ĕçтешĕсем. Паян çăкăр ӳстерекен механизатор-водител ьсене, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетнĕ çĕрте ырми-канми тăрăшакансене ылтăн аллипе чăтăмлăхĕшĕн укçан хавхалантараççĕ, Тав хучĕсем парса чыслаççĕ.
- Çанталăк аван тăрсан тата ик эрнерен куккуруспа хĕвелçаврăнăш çине тухатпăр, халĕ механизаторсем кĕрхи культурăсене акнă çĕрте тăрăшаççĕ, кĕрхи çĕртме тăваççĕ. Хуратула та пуçтарса кĕртсе пĕтеретпĕр, - терĕ Евгений Александрович.
 
Малаел.
 
: 25, Хаçат: 36 (1437), Категори: Тырçи

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: