Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çĕнĕ Ульяновскра ирттерекен чăваш уявĕсенче Анастасия Маркеловна Шашкинана яланах курма пулать. Вăл кăпăклă чăваш сăри вĕретме те ăста, чăваш тумне те авалтан хăйсен ялĕнчи пек ыттисенчен уйрăмрах тăхăнать.
Тутарстанри Теччĕ районĕнчи Кушкуйĕнче çуралнă вăл. Хĕрача мĕн пĕчĕкрен амăшĕ кăмака умĕнче мĕн ĕçленине сăнама юратнă. Сăра вĕретнине, кукăль-пӳремеч пĕçернине куçне илмесĕр пăхнă. Пурнăçĕнче кирлĕ пуласса ун чухнех ăнланнă.
Шкул хыççăн медучилище вĕренсе пĕтерет. Мĕн ачаран кăмăлланă специальноçĕпе Тутарстанра пĕр ялта 15 çул фельдшерта ĕçлет. Упăшки валли ĕç çуккипе Ульяновск тăрăхне куçса килеççĕ.
-Мăшăрăм бульдозерпа ĕçлетчĕ. Кĕркунне-çуркунне ĕç пур. Хĕлле вара ялта юр кăна тасатать. Урăх çĕрте тĕпленме шутларăмăр. Халь вăл пурнăçран уйрăлса кайрĕ, - каласа парать Анастасия Маркеловна.
Çĕнĕ Ульяновска килсен Анастасия Шашкина пульницана вырнаçать. Пĕр вырăнта 28 çул ĕçлет. Тивĕçлĕ канăва тухсан та хăнăхнă ĕçĕнчен каймасть. Çапла сывлăх сыхлавĕнче 40 çул ытла, 63 çула çитиччен, вăй хурать.
Çĕнĕ Ульяновскра чăваш уявĕсем йĕркелме тытăнсан унăн амăшĕн сăра вĕретес ăсталăхне тепĕр хут аса илме тивет. Унăн кăпăклă сăрине тутанса пăхсан пурте кăмăллаççĕ. Чăвашлăх вăйлăрах палăртăр тесе вăл тăван ялне ятарласа кайса авалхи чăваш тумне илсе килет. Халĕ Анастасия Шашкина уявсенче пурте сăнакан илемлĕ хĕрарăм. Вăл хушпăва хăйсен енчи пек, çиелтен тутăр çыхса тăхăнать. Тутăрсăр хушпу тăхăнсан “çара” теççĕ кушкуйсем.
 
Çĕнĕ Ульяновск хули.
 
: 657, Хаçат: 46 (1138), Категори: ентешсем

Комментарисем:

Daniela (2014-05-10 04:21:40):
WeeeeeĔ what a quick and easy sotuniolĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: