Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Хресченсем мĕн ĕлĕкрен çĕр ĕçĕпе, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетсе пурăннă. Ытларах ыраш, сĕлĕ, тулă, вир акнă. Тухăçĕсем пысăк пулман.
20-мĕш ĕмĕрти 20-мĕш çулсенче совет влаçĕ пур енчен те кооперативсене пĕрлешсе ĕçлеме тăрăшакан хресченсене пулăшнă. Çĕр çинче пĕрле ĕçлекенсен пĕрлĕхĕсем (вырăсла – товарищество по совместной обработке земли – ТОЗ) йĕркеленнĕ. 1924 çулта ялта çĕр обществине туса хунă. Анчах ку обществăсем кĕтнĕ пек лайăх кăтартусем парайман. Ялхуçалăхĕнче тĕпрен улшăнусем кирлĕ пулнă.
1929-1930 çулсенче вара ялсене Мускавран колхоз йĕркелеме двадцатитысячниксен е янă. Пирĕн яла заводра ĕçлекен рабочий Петр Яковлевич Ильин килсе çитнĕ. Райком партийĕн коллективизаци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен тулли яваплăхлă çынни Анат Тимĕрçенти Леонтий Гаврилович Уйранов пулнă. Вĕсем ертсе пынипе тата ял çыннисен ытларахăшĕн ирĕкĕпе мĕнпур çĕр обществисенче колхозсем йĕркеленнĕ.
1929 çулхи раштавăн 17-мĕшĕнче Тимĕрçенте историре пĕрремĕш хут Н.Крупская ячĕллĕ колхоз туса хунă. Унта 19 чухăн тата лайăхрах пурăнакан вăтам хресченсем хуçалăхĕсемпе кĕнĕ. Вĕсем тӳрех ялхуçалăх эртелĕн Уставне йышăннă, правлени йышне суйланă. Председательне чухăн çынна, ВЛКСМ членне – Семен Захарович Куракова лартнă. Счетовод-секретарь ĕçне П.В.Клинкина шаннă. Ревизи комиссийĕ те пулнă.
1930 çулхи кăрлачăн 4-мĕшĕнче «Красный Тимерсян» колхоз йĕркеленнĕ. Унта 59 хуçалăх кĕнĕ: 31 чухăн тата 28 вăтам хресчен кил-йышĕ. Колхоза кĕме 61 арçын тата 72 хĕрарăм хăйсен ирĕкĕпе заявлени çырнă. Председателе Емельян Федорович Капустина лартнă, счетовод-секретаре – И.А. Агайкина. Çаплах Устав йышăннă, ревизи комиссине суйланă.
Кăрлачăн 23-мĕшĕнче 62 хуçалăхран тăракан Ворошилов ячĕллĕ колхоз йĕркеленĕ. Председателе вăтам хресчене Александр Николаевич Базарнов активиста, счетовода Сымкина лартнă.
1930 çулхи кăрлачăн 28-мĕшĕнче «Тимерсян» колхоз туса хунă. Унта 33 хуçалăх хăй ирĕкĕпе заявлени çырса кĕнĕ. Председателе комсомолеца, активиста Александр Иванович Широкова суйланă, счетовода – Д.П. Салюкова.
Пурĕ ялти виçĕ колхоза 306 хуçалăх кĕнĕ.
Колхоза кĕнĕ пĕрремĕш çынсем çаксем пулнă: А.Жидкова, Н.Козлов, И.Коннов, С.Кураков, Ф.Лапшин, И.Юманов, Николай тата Дмитрий Ярускинсем. Коллективизаци ирттерес ĕçе Анат Тимĕрçен ял совечĕн председателĕ Анастасия Максимовна Жидкова, ял çыннисем – Ф.Н.Надиванов, Д.Салюков, В.Сетнеров хастар хутшăннă.
Пуянтарах хресченсен колхоза кĕрес килмен, вĕсем хăйсен тарĕпе пухнă пурлăха парасшăн пулман. Çавăнпа та коллективизаци хирĕçӳсĕр иртмен. 1930 çулта пуян хресченсене (кулаксене) ялтан кăларса янă, вĕсен пурлăхне – çурчĕсене, лашисене, ытти выльăх-чĕ-рлĕхне, ялхуçалăх инвентарьне – шкула, ял советне, колхоза панă. Тĕслĕхрен, Ф.Савиновăн кирпĕч çуртĕнче ял шкулĕ вырнаçнă, ытти пурлăхне, выльăх-чĕ-рлĕхне – колхоза куçарнă.
Анчах та Анат Тимĕрçенте талккăшпех коллективизаци ирттерес ĕç вăрăма тăсăлса кайнă. 1933 çулта Пухтелĕнчи парти райкомĕ яла каллех Л.Г. Уйранова ярать. Малтан вăл ял совечĕн председателĕнче ĕçлет, кайран колхозниксем ăна пĕрлештерсе пысăклатнă « Красный Тимерсян» хуçалăхăн председательне лартаççĕ.
Кăштах колхозра йĕркеленĕ пĕрремĕш ялхуçалăх ĕçĕсем пирки.
Çуркунне Карсун районĕнчи Белозерьене икĕ уйăхлăх трактористсен курсне 8 çынна янă: В.Кадахманова, Н.Козлова, И.Коннова, С.Нефедова, И.Юманова, Д.Ярускина тата ыттисене. Çаплах сухасене, ытти ялхуçалăх япалисене юсама тимĕр лаççи тунă.
Çурхи ĕçсене хатĕрленме колхозниксем кĕркуннех тытăннă. Çăлварăн çурçĕр енне панулми тата ытти çимĕç йывăççисене лартнă, кăнтăр енче пахча çимĕç ӳстерме тытăннă. Бригадир должноçĕнче И.Горбунов, О.Салюков, И.Смирнов ĕçленĕ. Хăйсен ирĕкĕпе звеньевойсем Т.Левендеев, И.Мартынов, Г.Разинов, Ф.Рябов тата ыттисем пулнă. Ревизи комиссийĕн председателĕн ĕçне Г. Адамов пурнăçланă. Ревком членĕсем тырă аланă, типĕтнĕ, ĕç кунĕ-пе колхозниксене валеçсе панă çĕрте тĕрĕслесе тăнă.
Строительсен бригадинче чи кирлĕ транспорт вăкăр пулнă. Лашасемпе тата вăкăрсемпе çаплах тырă турттарнă çĕрте усă курнă. Вăкăрсене Г. Кужаков, И. Патин итлеттерме пултарнă, вĕсемпе ĕçленĕ. Ĕç лашисене пăхса, хӳрисемпе çилхисене касса тăнă. Ку ĕçе Г. Праков ветеринар пурнăçланă.
Çурхи акара мĕнпур бригада тăрăшса ĕçленĕ.
1934 çулта «Красный Тимерсян» колхоз районта чи малта пыраканни пулса тăнă, парти райкомĕнчен Хĕрлĕ ялав илме тивĕçнĕ. Çав çулах В. Куйбышевăн ятне ĕмĕрлĕхех асра хăварас ятпа колхоза «Память Куйбышева» ят панă.
Çулла Тимĕрçен юханшывĕ çине, ял варрине, шыв арманне лартнă. Ун тăррине çăм таптармалли вырнаçтарнă. Пĕр вăхăтрах тырă та авăртнă, çăм та таптарнă. Юханшыва çĕнĕ çĕрте пĕвелесе шыв илмелли тунă. Колхозăн кĕлечĕсене ял варринчен çурçĕр енне куçарса лартнă.
Çапла вара хуçалăхри тата уй-хирти ĕçсене ытларах лаша тата вăкăр вăйĕ-семпе усă курса пурнăçланă. Алăпа та анлă усă курнă: çурлапа тырă вырнă, тăпачпа çапнă, çавапа курăк çулнă.
Вăта Тимĕрçенте колхоз, 1932 çулта МТС йĕркеленĕ хыççăн ялхуçалăхне механизацилеме май тупăннă.
Коллективизаци вăхăтĕнче вырăнти влаçсем йăнăшсем те тунă. Апла пулин те пĕрле пухăнса ялхуçалăх ĕçĕсене пурнăçланин усси уççăнах курăннă. Çавăнпа малтанхи çулсенчех тимĕр-çенсенчен ытларахăшĕ хăй ирĕкĕпе колхоза кĕнĕ.
Пĕрремĕш çулсенче (1930-1935) колхоз председателĕн лавне Л.Г. Уйранов тата И.А. Юманов туртнă. Малалла тĕрлĕ çулсенче «Память Куйбышева» колхозăн председателĕсем çаксем пулнă:
Яков Алексеевич Праков (1935-1940) *
Иван Федорович Ваштахов (1940-1941)*
Иван Терентьевич Коннов (1941-1942)*
Данил Порфирьевич Салюков (1942-1947).
Хуть те мĕнле çĕнĕ ĕç пекех колхоз йĕркелес ĕç йывăрлăхсемсĕр пулман. Ертӳçĕсене те, колхозниксене те йывăр килнĕ. Вăрçăчченхи тата вăрçă вăхăтĕнчи çулсем кăна мĕне тăнă! Ялта арçынсем юлманпа пĕрех. Пулнă пулсан та – ватăсем, инвалидсем е çула çитмен яш-кĕрĕм. Лашасем, техника пулманпа пĕрех. Пур ĕçе те хĕрарăмсен тата 10-16 çулхи ачасен алă вĕççĕн пурнăçлама тивнĕ. Ачасем аслисемпе уй-хирте пĕр тан вăй хунă. Мĕнле пулсан та ял çыннисем çак йывăр вăхăтсене тивĕçлипе чăтса ирттернĕ.
 
Чăнлă районĕ,
Анат Тимĕрçен ялĕ.
 
: 387, Хаçат: 36 (1437), Категори: Таврапĕлӳ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: