Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Спиннер — юлашки вăхăтра модăна кĕнĕ тетте. Варринче унăн тимĕ-ртен е керамикăран тунă подшипник вырнаçнă, айăккисенче — темиçе çунат. Аса илтеретпĕр, спиннера малтан АПШра шутласа кăларнă. Пĕр шухăшпа, ăна ачасен нервне лăплантарма, тимлĕхне аталантарма усă курнă, тепринпе – неврологи чирĕпе аптăракан ачасене сыватас çĕрте.
Раççейре спиннер модăна кăçалхи ака уйăхĕнче кĕчĕ. Çынсем ăна Интернетпа çырăнса илме пуçларĕç. Çу уйăхĕнче çак теттене пурте саккас пама тытăннă, Китайри спиннер туса кăларакан фабрикăсем Раççей çыннисем валли теттене кăларса çитерейми пулнă. Кĕсье телефонĕсемпе тĕрлĕ аксессуарсем кăларакан фабрикăсем те спиннер тума тытăннă. Халĕ спиннерсем кашни киоскрах, кашни лавккарах сутăнаççĕ. Вĕсене çула çитмен яш-кĕрĕм тата ачасем туянаççĕ.
Пĕрисем спиннер кăмăла лăплантарать тесе шутлаççĕ, теприсем сывлăха сиен кӳрет теççĕ. Роспотребнадзор та спиннерсемпе кăсăкланса кайнă – ачасен сывлăхĕшĕн сиен пуррипе çуккине тĕрĕсленĕ. Хăçан спиннер çынна сиен кӳме пултарать/
1. Теттепе вылянă чухне ăнсăртран алăран вĕçерĕнсе кайсан пит-куçа суранлама пултарать.
2. Спиннера салатса унăн вĕтĕ деталĕсене ăнсăртран пĕчĕк ача çăтса яма пултарать.
Çавăнпа та спиннера пĕчĕк ачасене пама юрамасть.
Ытти енĕпе спиннер сиен мар, усă кăна парать тесе шутлаççĕ. Пĕр енчен вăл ачан нервне лăплантарать, тĕрлĕ начар шухăшран сирет, моторикине, хăвăртлăхне аталантарать.
Спиннер туяннă чухне унăн пахалăхне, мĕнле материалтан тунине тимлĕх уйăрмалла. Деталĕсем çирĕп сыпăнса тăччăр, теттерен хими шăрши ан кĕтĕр.
Анчах та Роспотребнадзор спиннерăн тӳнтер енне те палăртнă: хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ хăйсен спиннер çавăрса çӳрекен ачисем начартарах вĕренме тытăннине, хăйсене начар тыткаланине палăртнă. Тен, ку тетте ачан нерв тытăмне çирĕплетмест, пач урăхла, сиен кӳрет, тимлĕхне чакарать.
Ăслă çынсем каланă тăрăх, пур япала та виçеллĕ пулмалла. Спиннер çавăрса çӳресси ачан кулленхи йăлине кĕрсен, вăл унсăр пурăнайми пулсан, паллах, тетте сиенлĕ. Пĕтĕмĕшле илсен вара тетте ачан пĕчĕк моторикине аталантарма пулăшать.
Интереслĕ, нумаях пулмасть Японири NSK компани 13 минут çурă çаврăнма пултаракан спиннер шухăшласа кăларнă. Ахаль спиннера илес пулсан вăл темиçе минут çеç çаврăнать, ун хыççăн чарăнать.
Нумай вăхăт хушши çаврăнтармашкăн яппун ăстисем тĕнче уçлăхĕнчи уçлăхташсенчи (спутниксенчи) подшипникпа усă курнă. Çапла май вĕсен спиннерĕн хакĕ 17 пин иенăпа (157 доллар, е 9400 тенкĕ) танлашнă.
 
: 366, Хаçат: 36 (1437), Категори: Пĕлме интереслĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: