Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ачасем ку илемлĕ те ырă кăмăллă хĕрарăма тепĕр чух чи çывăх тăванĕсенчен, çемйинчен те ытларах хакланинчен нимĕн тĕлĕнмелли те çук терĕç Ялавăр ача пахчинче. Ашшĕ-амăшĕн вĕсемпе выляма шав вăхăчĕ çук – Марина Андреевна вара иртен пуçласа каçчен вĕсемпе. Пĕлӳ çуртĕнче юратнă воспитатель ачасене ăс парассипе, ал ĕçне вĕрентессипе, шкула хатĕрлессипе, юрă-ташă тĕнчине явăçтарассипе çыхăннă ĕçсене илсе пырать, пĕчĕкскерсене çав тери юратать. Шăпăрлансем ăна иккĕмĕш амăшĕ вырăнне хураççĕ. Коллективра та аслă категориллĕ, пысăк опытлă хĕрарăма ĕçтешĕсем хисеплеççĕ, сума сăваççĕ.
 
Марина Кирюшкина Ялавăрти ача пахчинче ĕçлеме пуçланăранпа кăçалхи сентябрь уйăхĕнче 35 çул çитнĕ. Виçĕ теçетке çул çурă Марина Андреевна пĕр çĕрте çеç, тăван ялĕнчи шкулчченхи вĕренӳ учрежденийĕ-нче, вăй хунă. Ачасемпе Ялавăр ял тăрăхĕнчи садсем хушшинче çеç мар, районта та тĕрлĕ çитĕнӳсем çĕнсе илни воспитателĕн пултарулăхĕпе анлă тавракурăмĕ, ылтăн аллипе вĕренӳ ĕçĕнче кĕртекен хăйнеевĕрлĕхсем çинчен калать, вăл пысăк профессионал пулнине пĕлтерет. Çинкĕлти педагогика училищинчен вĕренсе тухнăранпа куллен ăсталăхне туптать Марина Кирюшкина – шав вĕренет, тĕрлĕ хаçат-журнал çырăнса илет, воспитательсен пĕлĕвне ӳстерекен курссенче пулать.
Унпа Ялавăр ялĕпе шкулĕн юбилейĕсене халалласа ирттернĕ Чăваш культура кунĕнче паллашрăмăр. Шкул стадионĕнче ятне ачасем валли вырнаçтарнă пысăк палаткăра Марина Андреевна кăмăл тăвакансене пурне те «Чăваш хĕвелĕ» открытка тума вĕрентетчĕ. Пултаруллăскер шăпăрлансене илемлĕ çепĕç чăваш чĕлхипе мĕн тумаллине ăнлантарнă хушăра çепĕç аллипе пулăшма та ĕлкĕрет. Тавçăруллисене тата хастаррисене мухтама та манмасть.
- Ача пахчине çĕнĕ вĕренӳ çулĕнче пурĕ 30 ача çӳрет. 1-мĕш класа кăçал 3 ача кайрĕ. Эпир шăпăрлансене çулталăк çурăран илнипе кӳршĕ ялсенчи ашшĕ-амăшĕ те усă курать. Вĕсенче пепки 3 çул тултарсан çеç йышăнаççĕ. Чылайăшĕн вара ĕçе тухмалла. Ялавăрта виçĕ воспитатель тăрăшать. Пире пулăшакансем пур: поварсем, тирпей-илем кӳрекенсем, техника ĕçченĕсем. Нумаях пулмасть çеç шкулпа пĕрлештернĕ пирки директорĕ пĕр – М.А. Разубаев. Пирĕн тĕп тивĕç - ачасене шкул умĕн тĕрĕс ăс парасси, вулама-çырма, сывлăхне упрама вĕрентесси, ал ĕçне хăнăхтарасси, - тет Марина Андреевна.
Ялавăр ача сачĕ Çинкĕл районĕнчи шкулчченхи пур енĕпе те малта пыракан, хăвăрт аталанакан вĕренӳ çурчĕсен шутне кĕрет. Кунта çӳрекен ачасем тĕрлĕ алĕç куравĕсене, уявсене, культура кунĕсене ăнăçлăн хутшăнаççĕ.
- Çинкĕл районĕ облаçра нумай çитĕнӳпе палăрса тăрать. Хутлăхра шавлăн ирттерекен уявсенчен пĕри – Кавăн кунĕ (район гербĕнче кавăн пур). Ăна сентябрь-октябрь уйăхĕсенче йĕркелеççĕ.Эпир те ачасемпе çине тăрса хатĕрленетпĕр. Кавăнсене илемлетсе кăтартнисĕр пуçне чăн-чăн театр куравĕ евĕр иртеççĕ ку мероприяти-конкурсс ем, - тет М.А.Кирюшкина.
 
Çинкĕл районĕ.
 
: 440, Хаçат: 37 (1438), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: