Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Сентябрĕн 10-мĕшĕнче Ульяновск хулин кунне палăртрĕç. Ульяновецсемпе пĕрле савăнма, уяв ячĕпе саламлама, Ульяновскпа Шупашкар хушшинче пĕрле ĕçлесси пирки тунă унчченхи килĕшĕве тăсма Чăваш Республикин шĕкĕр хулинчен ятарлă делегаци килсе çитнĕ: Шупашкар хулин пуçлăхĕн ĕçне вăхăтлăха пурнăçлакан Николай Владимиров, Дмитрий Никоноров тата Сергей Антонов депутатсем, комитетсен пуçлăхĕсем.
Чăваш Ен делегацине УОЧНКА председателĕ Олег Мустаев, ĕçтăвком пайташĕ Владимир Федоров тата Ульяновск хула Думин депутачĕ Николай Лазарев кĕтсе илнĕ.
Хăнасем чи малтан Патриархăмăр И.Я. Яковлев палăкĕ умне чĕрĕ чечексем хучĕç, унтан Таса Сывлăш Апостолсем çине аннă чăваш чиркĕвне кĕрсе çуртасем лартрĕç. «Чĕмпĕр чăваш шкулĕ» комплекспа, «И.Я. Яковлев хваттерĕ» музейпа паллашнă май Иван Яковлевичăн чăваш халăхне çутта кăларассипе туса ирттернĕ пысăк ĕçĕпе хавхаланчĕç.
Шупашкар хули администрацийĕн делегацийĕ Ульяновск хули администрацийĕн пуçлăхĕпе Сергей Панчинпа тĕл пулнă. Вĕсем килĕшӳ çине алă пуснă, пĕр-пĕрне парнесем панă.
Икĕ енлĕ калаçăва УОЧНКА председателĕ Олег Мустаев хутшăннă. Вăл Шупашкар администрацийĕнчен Ульяновск хулинче чăвашла вĕрентекен 38 шкула методика кăтартăвĕсемпе, учебниксемпе, илемлĕ литература кĕнекисемпе пулăшма ыйтнă.
-Пирĕншĕн ку енĕпе питĕ пысăк тĕслĕх – Тутар Республикипе Хусан хулин администрацийĕ-сем. Вĕсем пирĕн хулари тутарла вĕрентекен шкулсене кăна мар, тутар кружокĕ ĕçлекен ача сачĕсене те курăмлă методикăпа пулăшаççĕ, - тенĕ Олег Николаевич.
Шупашкар делегацийĕн ертӳçи Николай Владимиров пулăшу аллине тăсма хатĕр пулнине шантарнă.
Официаллă калаçупа ятарлă йышăну хыççăн делегаци Ульяновск хулипе паллашнă. Шупашкарсене уйрăмах Атăл хĕрринчи уçăлса çӳремелли вырăн, хулари авалхи çуртсем килĕшнĕ.
 
: 63, Хаçат: 37 (1438), Категори: Лару

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: