Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чĕмпĕрти Атăлăн сулахай енчи районĕнче тăвакан «Магнит» лавкка патне пĕр хĕрарăм пырса тухрĕ. Вĕсем çак çуртра аптека уçаççĕ иккен. Самартан эмел илсе килмелле – вăл çав машинăна кĕтсе тăрать. Хĕрĕхрен иртнĕ хĕрарăма курсанах мана вăл чăваш пек туйăнчĕ. Туйăмсем улталамарĕç. Унпа калаçса кайрăмăр.
Çак хĕрарăм Чăнлă районĕнчи пĕр пысăках мар вырăс ялĕнче çуралса ӳснĕ. Амăшĕ чăваш, ашшĕ вырăс. «Атте вырăс пулнипе эпир килте чăвашла калаçман. Чăвашла пĕлместпĕр. Анне енчи тăвансем вара чăвашла шăкăлтаттарса калаçаççĕ. Ман ывăл Ульяновск университетĕнчи лингвистика факультетĕнче ют чĕлхесене вĕренет», - каласа парать çумри хĕрарăм. Çак студент амăшне çапла каланă: «Сейчас я выучу и чувашский язык. Свои корни надо знать!». Вăл ятарласа чăвашла спектакльсене çӳрет, куçарусăрах курать. Телефонĕнче те чăвашла юрă-кĕвĕ янăрать, вĕсене итлесе çӳрет.
Ку сăмахсем мана питĕ савăнтарчĕç. Мĕнле маттур та мухтамалли çамрăк!
Çакăн хыççăн 7-8 çул каялла пулса иртни те аса килчĕ. Хамăн ентеш патĕ-нче хăнара ларатăп. Арăмĕ те чăвашах – Тутарстанри Пăва-Çĕпрел тăрăхĕ-нчен. Çак çемьере чăваш чĕлхи пуç пулса тăмалла пек. Эпир ларнă вăхăтра ентешĕн иккĕмĕш ачи килне пырса кĕчĕ. Эпĕ унран: «А вы знаете чувашский язык/»- тесе ыйтрăм. Çинçешке ача çилĕпе: «А зачем он мне нужен/»- тесе сирпĕтсе хучĕ. Пирĕн калаçу вĕçленчĕ, сăмахсем урăх тупăнмарĕç. Ăна манăн нимĕн ăнлантарас та килмерĕ.
Çапла пирĕн атте-анне чĕлхипе, чăвашлăхпа çыхăннă лару-тăру. Пĕри юнпа ăна çывăхах мар пулсан та тымарĕсене хисеплет, вĕсемпе кăсăкланать, кукамăшĕн çепĕç чĕлхине пĕлесшĕн çунать. Хăйне ăслă та туйăмлă çын пек тытать. Тепри вара ашшĕ-амăш чĕлхи, культури хаклă пулнине ăнланмасть, пĕр ăссăр вĕсене тĕртсе, тапса ярать.
Ку япаласене ниçтан та айккинчен илмен, çемьесем ăшĕнчен тĕвĕленсе, пиçсе çитсе тухнă. Пурте атте-аннерен. Вĕсем киле кĕртмен япалана, алăкран чышса кăларса янине, уйăрса та сивĕ-тсе пистернине ачасем, паллах, юратмаççĕ. Юратманни йĕрĕннипе хутшăнса часах курайми тăшмана, «пурнăçа пăсма пултаракана» та çаврăнать.
Хулари чăвашсен çемйинче тăван чĕлхе пуç пулса тăманни çамрăк чунсене вырăс чĕлхи патне «уйăрайми» çыпăçтарса хурать, хăйсене вара хăрах чĕлхеллĕ шупка çынсене çавăрать.
Мĕн акатпăр – çав шăтать! Пĕр юнлă çынсен çемйинчех тепĕр халăх çынни (чăваш мар!), чăвашлăха хирĕçлекенскер, ӳссе çитĕнет! Куккук çăмартисем çинчен калани пирех пырса лекет, ку хамăр çинченех иккен. Уйрăмлăхĕ çавă çеç: эпир хамăр йăвара куккуксăрах ют чĕпсем кăларатпăр!
Чăтать-ха чăваш чĕлхи, ĕмĕрсенче юратупа курайманлăх хушшинче пурăнать, сывласа тăркалать.
Пĕрисем – сан çывăх ачусем, тусусем, иккĕмĕшсем – сана пĕлмĕш пулнă, юратман, хисеплемен, сан çине сурнă, санран вăтанса тăракан айван, мĕскĕн, хăравçă чунсем.
 
Чĕмпĕр – Кивĕ Этемшӳ.
 
: 387, Хаçат: 37 (1438), Категори: Cивeч ыйту

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: