Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Алăк патĕнчи пысăк кăмака хыçĕнче шăпчăк чĕриклетет. Вăл ăшă çурăка кĕрсе вырнаçнă та хăйĕн кичем юррине шăрантарать. Унтах канма пĕлмен таракансем хĕвĕшни илтĕнет.
Нарăс уйăхĕнчи шартлама сивĕ-сем тăраççĕ пулсан та Юрткăн Пуркка пӳртĕнче шăрăх, сывлама та йывăр. Мачча айĕнчи сентре çинче икĕ хĕрача ыталанса çывăрать. Вĕсем пĕчĕк-ха, пурнăçăн чăрмавĕсене пĕлмеççĕ, тарăн ыйха путнă.
Ыраш улăмĕ сарнă çĕр урайĕнче те икĕ арçын ача харлаттарса çывăрать. Кунĕпе йывăр ĕçпе ывăннă каччăсен ыйхи лăпкă мар, усал тĕлĕксем кураççĕ пулмалла. Сарлака, тăм кирпĕчрен купаланă кăмака çинче Пурккапа унăн арăмĕ Укахви выртаççĕ. Çывăрма çемçерех пултăр тесе айне кивĕ тумсем пăрахнă.
Ĕнтĕ çур çĕр те çывхарса пырать, витере кашта çинче ларакан автансем те çавна систерсе темиçе хутчен шăнса пăсăлнă сассисемпе сасă пачĕç те лăпланчĕç. Ир кӳлĕм вĕсен тепĕр хутчен хуçасене ăшă вырăнтан тăма вăхăт çитнине систермелле.
Пуркка килĕнче сехет таврашĕ çук. Çĕрлехи вăхăта автансен сассипе чухлаççĕ. Вăхăт самай нумай пулсан та кил хуçисен ыйхи çук. Вĕсен хушшинче выртакан çулталăкри кăкăр ачи Сахрун кăна тарăн ыйхăра. Сахрун икĕ аллипе те амăшĕн сĕтпе тулнă кăкăрне çавăрса тытнă, çăварне чĕчĕпе пăкăланă. Халĕ ĕнтĕ ачана амăшĕ сĕчĕ кирлех те мар-ха, апла пулин те тутлă чĕчĕрен уйрăлас килмест унăн.
Кил хуçисен кĕçĕр йывăр шухăш çуралнă, малтан ăна упăшкипе арăмĕ тĕплĕн сӳтсе явасшăн. Кайран çитĕнсе пыракан ачисене пĕлтересшĕн.
- Итле-ха, карчăкăм, ман сăмаха. Пирĕн акмалли çĕр пайĕсем Элшелĕнчен самай аякра, вунă çухрăмри Тăнăс патĕнчех, Тилçе юханшывĕн сулахай енче. Çӳреме çывăх мар, кайса килме çирĕм çухрăма ларать. Çур кун усăсăрах çул çинче иртет. Кайран туса илнĕ тухăçа та Элшелне çитерес тесен пайтах вăй хума тивет. Ман шутпа, пирĕн ялтан уйрăлса хамăр çĕр çине куçса лармалла. Кун пирки эсĕ мĕн шутлатăн/
- Пуркка, эсĕ кил хуçи. Санăн шухăшу маншăн та, ачасемшĕн те саккун. Анчах та никампа канашламасăр тухса каймалла мар. Ачасем те çитĕннĕ, вĕсен шухăшĕ те вырăнлă пулĕччĕ. Тата ял халăхĕ кулмĕ-ши пиртен/ Акă виç-тăватă çул каялла Çӳлти кас çыннисем Этремене куçса ларчĕç те иртнĕ çул каялла таврăнчĕç. Тăкакланни кăна пулчĕ. Пирĕн те çав мыскара пулса тухмĕ-ши/
- Ан хăра, мăшăрăм. Этременте акакан çĕрсене çурхи шыв ĕçлĕхрен кăларнă, çавăнпа çемье каялла таврăннă. Кашни çуркунне Чăнлăпа Сĕве шывĕсем çыранĕсенчен тухса Этремен çĕрĕсене шыв илет. Нумай вăхăт шыв тăнипе хир ĕçĕсене вăхăтра пуçлайман вĕсем, лайăх çĕрĕсемех лачакана çаврăннă. Тăнăс енчи Тилçе шывĕ çырантан тухни пулман.
Арăмĕпе упăшки вĕçĕмсĕр пĕр аяк çинчен тепри çине çаврăнса выртаççĕ, анчах йывăр шухăш пурпĕрех çывăрса кайма памасть.
Автансем тепĕр хут сассисене пачĕç. Шурăмпуç çуталса килет ĕнтĕ. Пурккан ăшă тумтирĕсене тăхăнса выльăхсем патне тухмалла, айĕсене тасатмалла, ăшă шыв ĕçтерсе апат памалла. Укахвин те пӳртре ĕç сахал мар, кăмака хутса сивĕнме пуçланă пӳртне ăшăтмалла, çемье валли ирхи апат хатĕрлемелле, пӳртрех выртакан пĕчĕк пăрăвне ăшă сĕт ĕçтермелле. Ял халăхĕн ĕç нумай, çавăнпа та ир тăма тивет. Аслăрах ачисем те автан иккĕмĕш хут сасă парсанах ăшă вырăнĕсенчен уйрăлса картишне васкаççĕ. Унта пурин валли те ĕç тупăнать.
Кил хуçисен паян çĕрĕпех куç хупма тивмерĕ. Ир пулсан тин Пуркка арăмĕ çумне куçса выртрĕ.
- Укахви, чунăм, кăштах ыталаса выртам-ха сана. Паян çамрăклăха аса илсен те çылăх пулас çук. Тата сана эпĕ акă мĕн каласшăн. Ман шутпа, пирĕн тепĕр ача çуратас пулать. Ывăл çуралсан аван пулĕччĕ. Акмалли çĕрсем сахал пирĕн, çĕр лаптăкĕ ӳсĕччĕ, ал-урана çавăрса яма çăмăлтарах пулĕ-ччĕ. Аслисем кĕçех çитĕнсе хăйсен çемйисене çавăрĕç, хĕрсем те пирĕн çумра нумаях тытăнса тăмĕç. Пурне те пулăшас пулать. Пысăкрах пӳрт лартма та шухăш пур. Ку вуçех тайăлса кайрĕ ĕнтĕ, ыран-паян йăванса каяс пек. Çĕнĕ кинпе кĕрӳсем, хăта-тăхлачăсем килсен те ларма вырăн çук. Çынран намăс. Ывăл ача çуралсан ватăлас кунсенче хамăра пăхакан пулĕ.
- И-и-и, ват супнă! Сухалу шуралнă пулсан та пуçунта виçĕ пуслăх ăс çук! Мантăн-им халĕ типĕ кунсем пынине/ Хĕрĕх кун иртмесĕр çумма выртасси пирки шухăшунта та ан пултăр! Çӳлти Турăран шиклен, ачасенчен вăтан. Эпир санпа ватă çынсем, ача çуратмалли вăхăт иртсе кайнă ĕнтĕ. Сахруна ура çине тăратасси пирки шутламалла, вăл пире пăхаканни пулĕ. Санăн, ват кăрккан, пуçунта хĕрарăм шухăшĕ кăна, ватăлма та пĕлместĕн.
Укахви мăшăрне ячĕшĕн кăна вăрçам пек тăвать. Тĕттĕм пӳртре хĕрарăм куçĕ савăнăçлăн ялкăшать, упăшкин сăмахĕсем вĕри чĕрешĕн им-çам сапнă пек туйăнаççĕ. Анчах Турра ĕненекен Укахвин çылăха та кĕрес килмест. Пурккапа Укахви ватă çынсем те мар-ха: хĕрĕхелле кăна çывхарса пыраççĕ. Ача çуратмалли вăхăт!
- Çӳлти Турă арçынпа хĕрарăм пĕр-пĕрне юратнăшăн, ача çуратнăшăн нихăçан та хирĕç пулман. Йышланăр тенĕ, - лĕх-лĕх кулать тĕттĕмре арçын. Çав самантрах ĕçпе пиçĕхнĕ вăйлă аллисемпе мăшăрне ыталаса илет, вĕри тутисемпе Укахвин тути çумне сĕртĕ-нет... Унтан юратупа ывăннă мăшăр кĕске те тутлă ыйха путрĕ.
Раштав сиввисем сисĕнмесĕрех иртсе кайрĕç. Хĕвеллĕ кунсенче улăм витнĕ пӳрт тăррисенчен шыв тумлама пуçларĕ. Çапла пĕр ирхине Укахви çумĕнче выртакан упăшкине хăй йывăра юлнине пĕлтерчĕ. Мĕнех, ахальтен каламан ĕнтĕ чăвашсем иккĕн выртса виççĕн тăрăр тесе.
Аслă ывăлĕсемпе Пуркка сарайĕнче мĕшĕлтетеççĕ, лаша кӳлмелли урапасене, сухасемпе сӳресене тĕрĕслеççĕ, хăшне-пĕрне юсаççĕ. Часах çурхи акана тухмалла. Çав вăхăтра ĕç лашисене те кантараççĕ, вăй кĕтĕр тесе тутлă апат çитереççĕ. Унсăрăн юрамасть. Ыраш улăмĕ çитернипе ака ирттереймĕн!
Ирхи апат хыççăн Пуркка Тăнăс çĕрĕ çине куçасси пирки сăмах хускатрĕ. Унăн шухăшне халĕ ачисем те итлерĕç.
- Хамăра çăмăлтарах пултăр тесе пирĕн çĕнĕ пӳрте те çавăнтах лартмалла, - ăнлантарать çемйине хĕрсе кайнă Пуркка.
- Эсĕ мĕн, ватти, веçех ăсран тайăлман пулĕ те/ Кам тăван яла пăрахса пушă çеçенхире куçса ларать/ Унта выçă кашкăрсемпе вăрă-хурахсăр пуçне урăх нимĕнле чун та пурăнмасть. Астăватăн пуль иртнĕ çул кĕпер айĕнче вĕлернĕ çынна тупнине/ Эсĕ пур, пире те çав тамăка чĕнетĕн. Мана шеллемесен ачусене шелле. Ачамсем, калăр-ха, çав ăсран тайăлнă аçăра, ялтан ниçта та каймастпăр тейĕр. Вăл ман сăмаха итлес çук, тен, сире итлĕ. Кирлех пулсан пĕчченех çавăнта кайса пурăнтăр, - уласа йĕрсе ячĕ кĕтмен çĕртен шухăшне улăштарнă Укахви. – Санăн пуçунта темшĕн кирлĕ-кирлĕ мар шухăшсем кăна çуралаççĕ: е сана ача çуратса пар, е тăван ялтан шуйттан шăтăкне кайса вырнаçасшăн.
- Эпĕ, Укахви, ку шухăша сана хĕллех пĕлтернĕччĕ. Манса кайрăн-им/ Эсĕ ун чухне çăмăллăнах килĕшрĕн. Халĕ тата мĕн мурĕ килсе çапрĕ сана! - çиллене пуçларĕ Пуркка та. – Эпир пĕччен мар. Тăнăса куçма килĕшекенсем татах пур. Акă Мирсин кум та, Хĕветĕр пуçанапа кӳршĕри Вăрăм Мĕтри те çаплах шухăшлаççĕ. Çывăх туссем Альшей Бузайкипе Байтуранка Байчурин та ман шухăша ырлаççĕ, вĕсем те çавăнта куçма хатĕр. Пирĕн пек шухăшлакансем сахал мар, пуçласа яраканни кăна кирлĕ. Пуçлаканни пулма эпĕ килĕшрĕм. Çуракине вĕçлĕпĕр те вăхăта вăраха тăсмасăр çĕнĕ çĕре куçма тытăнăпăр. Кӳршĕ-аршăпа тăвансем те пулăшасса шанатăп. Чăвашсем ĕмĕрĕпех пĕр-пĕ-рне пулăшса пурăннă, пире пăрахмĕç. Малтан кивĕ пӳрте, унтан хуралтăсене куçарăпăр. Вăхăтлăха пурăнма вĕсем те юрĕç. Кĕркунне пысăк пӳрт çĕклĕпĕр. Сăр енчи туссемпе эпĕ пура пирки те калаçса татăлтăм ĕнтĕ, - лăплантарать çемйине Пуркка.
Укахви хирĕç пулсан та ачисем ашшĕпе савăнсах килĕшрĕç. Вĕсене те Элшелпе Тăнăс хушшинче хĕвĕшсе çӳресси йăлăхтарнă.
Пуркка çӳллĕ пӳллĕ, вăйпитти арçын. Çулĕпе хĕрĕхрен каçнă кăна пулсан та сухалĕпе çӳçĕ кăвакара пуçланă. Мĕн тăвăн, ял çыннин пурнăçĕ çăмăл мар, аллă-утмăл çула çитсен авалхи стариксем пекех курăнаççĕ. Пит-куç енĕпе те, ăс-тăнран та ăна айван теме çук. Ку енĕпе Турă ăна катăка хăварман. «Юрткăн» сăмаха та ял хушшинче ахальтен паман пуль. Вăл пĕр вырăнта лара-тăра пĕлмест, яланах ура çинче, пĕр вăхăта та ĕçсĕр ирттермест. Çынсем каланă тăрăх, çамрăк вăхăтра тăлăх арăмсене те манман иккен Пăркка. Урам вĕçĕнче пурăнакан Кулинен ачи – Çерук – Пурккаран çуралнă текен сăмах çӳрет. Ют арăмсем патне çӳреме юратакан арçынсене чăвашсем шăпах юрткăн тенĕ. Пуркка та хăй вăхăтĕнче тивĕçнĕ çак ята. Каярахпа халăх панă хушма ят унăн хушаматне çаврăннă, Юркин пулса тăнă теççĕ.
1673 çул. Хĕлле. Шурă юрпа витĕннĕ уй-хир варринче улăмпа витнĕ сакăр кĕтеслĕ пӳрт ларать, ун йĕри-тавра тĕрлĕрен хуралтăсем. Çӳллĕ пӳрт тăрринчен хура тĕтĕм мăкăрланса тухать. Сивĕ çанталăка пула тĕтĕм пĕлĕтсем патнех çĕкленет. Пӳрт умĕпех çуна çулĕ иртет. Унпа сайра хутра кăна кӳлнĕ лашасем е çуран çӳрекенсем иртсе çӳреççĕ. Ку – Пăвапа Чĕмпĕр хушшинчи çул. Пурккан çĕнĕ çурчĕ çак çул çинче ларать. Çул çӳрекенсем ăна «Пĕр килĕ» ят панă. Хирте пĕр пӳрт ларнăран ĕнтĕ. Çул çӳрекенсем ăшăнма е вĕри чей ĕçме Пурккан пӳртне кĕреççĕ. Хуçисем тарават. Вăхăт-вăхăт малти пӳртрен пĕчĕк ача макăрни илтĕнет. Вăл Пурккапа Укахвин тин çеç çуралнă кĕçĕн ывăлĕ Çтаппан.
Пурккан ĕмĕчĕ пурнăçланчĕ. Çĕнĕ, сакăр кĕтеслĕ кермен пек пӳрт лартрĕ, арăмĕ ывăл ача çуратрĕ, пĕчĕкскере çĕр пайĕ уйăрса пачĕç. Ӳссе çитĕннĕ ывăлĕсем Элшелпе Кивĕ Пăрăнтăк, Мертлĕ çамрăкĕсем патне хăнана çӳреççĕ, çемье çавăрас шухăшĕсем те пур пулас. Халĕ çĕнĕ кинсене йышăнма та, хăта-тăхлачăсемпе сĕтел хушшинче ларма та вырăн çителĕклĕ.
Тата çулталăк иртрĕ. Пĕр килĕ тавра тата çĕнĕ çуртсем хăпарчĕç. Ялне те халĕ Пӳркел теме пуçларĕç. Вăл Тăхăрьял таврашĕнчи чи пысăк ял шутланать.
 
Майна районĕ.
 
: 36, Хаçат: 37 (1438), Категори: истори

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: