Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
- Эпĕ илсе пыракан ĕç-хĕлтен чи пĕлтерĕшлисем – халăха пăшăрхантаракан чи çивĕч ыйтусене вăхăтра татса парасси, хӳтлĕхсĕр çынсене упрассишĕн тăрăшасси. Тем тесен те Раççейĕн тĕп мулĕ – çынсем. Çавăнпа та хамăн вăй-халăма тĕпрен илсен çемье пахалăхне, демографи программисене хавхалантарас, экологие, çынсен сывлăхне лайăхлатас, вĕренӳпе культурăна аталантарас çĕре яратăп, - терĕ Ульяновск Хула думин депутачĕ, акционерсен «МСУ-14» «Ульяновск» обществин директорсен канашĕн председателĕ Петр Столяров.
Ĕнер 65 çул тултарнă Петр Капитоновичпа, Шăмăршă район вăрманĕпе çăлкуçĕсенчен ăс-хакăлпа вăй-хал илсе ӳснĕ хастар чăвашпа, вăл пурнăçлакан тивĕçсем çинчен Тури Террасăри обществăлла йышăну пӳлĕмĕнче калаçатпăр.
1972 çулта П.К.Столяров хăйĕн пурнăçне облаçри 14-мĕш номерлĕ монтажниксемпе строительсен управленийĕпе çыхăнтарнă та унта яланлăхах юлнă. Ĕç биографийĕн ытларах пайне пуçлăх тивĕçĕсене пурнăçлассине халалланă – участока ертсе пынă, производство пайне мала кăларассинче тăрăшнă...1998 çулта тӳрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн ăна ĕçтешĕсем генеральнăй директор тилхепине шанса параççĕ.
2005 çулта хисеплĕ чăваш хăйĕн кандидатурине Ульяновск Хула Думин 3-мĕш созыври депутачĕ пулас кăмăлпа тăратать. Суйлавра мала тухса халăх тарçи ятне тивĕçет. Ĕç кунне Тури Террасăри 7-мĕш участокри çынсен, вĕренӳ, хушма вĕренӳ, медицина, сывлăха таврăмалли, шкулчченхи учрежденисен нуши-тертне татса панинчен пуçлать.
Тата пилĕк çултан сасăлавра Ульяновск Хула Думин 4-мĕш созыври депутачĕ вырăнне йышăнсан Петр Столярова хула пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ пулма шанаççĕ. Çав вăхăтрах вăл хула хуçалăхĕпе, транспортпа тата тавралăхри çанталăка сыхлассипе йĕркеленĕ комисси ĕçне ертсе пыма пуçлать. Ку ĕçре пысăк çитĕнӳсем тăвать. «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин «Аслă ăру» проектне пирĕн регионта пурнăçа кĕме пулăшаканĕ те вăл.
- Çынсен чунне ыраттаракан чи çивĕч ыйтусенчен пĕрисем паян та – урамсене тирпей-илем кӳресси тата «Тĕп юсав» тăвăм еплерех пурнăçа кĕрессине асăрхаса тăрасси. Пуçăннă тивĕçсене эпĕ халĕ те 5-мĕш созыври депатат пулнă май илсе пыратăп, пăрахма шутламастăп. Халĕ, паллах, ытларах Тури Террасăри хам участокпа çыхăннă ĕç-пуçа тишкеретĕп. Май килнĕ таран тата чи малтан ватăсене, ĕçпе вăрçă ветеранĕ-сене, сусăрсене, нумай ачаллă çемьесене, хӳтлĕхсĕр çынсене, ачасене пулăшма васкатăп. Юпан 1-мĕшĕ умĕн çулланнă 200 çын валли кăçал та апат-çимĕç пуххине хатĕрлетпĕр, авăнăн 1-мĕшĕ умĕн 100 ачана яхăн шкула пуçтарăнма пулăшрăмăр, вĕренӳ валли кирлĕ хатĕр-хĕтĕр туянтăмăр, - терĕ Петр Капитонович. - 2017 çула "Экологи çулталăкĕ" ятпа тухатпăр. Ку тĕлĕшпе нумай пуçарăва пурнăçа кĕртме пултартăмăр теме ирĕк пур пирĕн – çуртсен картишĕсене ача-пăча лапамĕсем вырнаçтартăмăр, «0лимпийский» парка пысăклатрăмăр, симĕс хунав лартса илемлетрĕмĕр, халĕ Менделеев скверне ачасемпе амăшсем, ватăсем килĕштерсе пăрахчăр, пуриншĕн те чи юратнă кану вырăнĕсенчен пĕри пултăр тесе ырми-канми вăй хуратпăр, илемлĕ вырăна çӳп-çапран тасататпăр. Çынсем хаваспах тухаççĕ ырă ĕçсене пурнăçа кĕртме. Хула урамĕсем хăтлă, илемлĕ пуласси пиртен хамăртан, граждансенчен, вĕсен яваплăхĕпе ăнăçулăхĕнчен нумай килет. Çавăнпа та ума лартнă тĕллевсене, паяна тата ырана тăратнă тивĕçсене пĕрле татса пама тăрăшатпăр. Кунпа чарăнас килмест пирĕн – Ульяновск, хулан Заволжски районĕ тата та аванрах пулччăр тесе пысăк ĕçсем палăртатпăр.
Сăмахсăрах, Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕн аталанăвĕнче те Петр Столяровăн тӳпи пысăк. Вăл нумай çул УОЧНКА пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕн тивĕçĕсене пурнăçларĕ. Регионти чылай ырă шухăшсен ярăмне пурнăçа кĕртессинче татăклă сăмахĕ-пе, укçи-тенкипе нумай пулăшрĕ. Вунă çул ытла каялла паянхи Иван Яковлев скверĕнче Аслă Вĕрентекенĕмĕре халалласа палăк лартас тесе ырми-канми тăрăшни куç умĕнчехчĕ. Ку ыйтупа унăн пĕр хутчен çеç мар Шупашкара, Мускава кайса килме тивнĕ. Йĕри-тавра хăйĕн пек ытти харсăр чăвашсене пуçтарма пултарнă. Лев Толстой урамĕнчи паянхи автономи, чăваш хаçачĕн редакцийĕ вырнаçнă çурта та Петр Капитоновичпа çулташĕсем çине тăнипе, укçан хавхалантарнипе юсаса çĕнетнĕ. Чăвашсен пуян та йышлă культура уявĕсенче пĕр хутчен çеç мар спонсор пулма тивнĕ ăна. «Тăван халăхшăн, унăн аталанăвĕшĕн, çитĕнĕвĕсемшĕн, ӳсĕмĕшĕн нимĕн те шел мар», - тет. Раççей Акатуйĕсенче Ульяновск облаçне, унти чăвашсен культурипе йăли-йĕркине, пуринчен те паха мулне – пултаруллă çыннисене – тивĕçлипе кăтартма пултарнипе мăнаçланать чунĕпе те, чĕрипе те тăван халăхшăн çунакан хастар.
Нумай çул тӳрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн патшалăх пултаруллă чăваша сумлă наградăсем парса чысланă: Ульяновск облаçĕнче тата районта çутçанталăк газне кĕртнĕ çĕрте ырми-канми тăрăшнăшăн «Чăнлă районĕн Хисеплĕ гражданĕ» ята тивĕçнĕ, «Атом энергетикипе промышленность ветеранĕ» те вăл. Петр Столяровăн «1941-1945 çулсенче иртнĕ Аслă вăрçăра çĕнтернĕ-ренпе – 60 тата 70 çул» астăвăм медалĕсем, «Ульяновск умĕнче тава тивĕçлĕ ĕçсем тунăшăн» медаль пур. 2006 çулта Раççейри ыркăмăллăхпа меценат йăлисене çĕнĕрен чĕртсе тăратнăшăн «Меценаты столетия» кĕмĕл орден парса чысланă. 2009 çулта унăн ятне «Хулан чи аван çыннисем» Хисеп хăмине кĕртнĕ. Сумлисенчен пĕри – Чăваш Республикин Хисеп хучĕ. Чи пысăк мăнаçлăхĕ депутатăн сăмахĕпе – мăшăрĕпе икĕ хĕрĕ тата виçĕ мăнукĕ.
Юбилей ячĕпе хăвăра мĕн сунатăр тесен Петр Капитонович кăмăллăн кулчĕ те: «Сывлăх, ăнăçу тата ырă кăмăл», - терĕ. Унтан: «Хама çеç мар, эпĕ пĕлекен, юратнă çынсене те, хамăн участокри суйлавçăсене, мĕнпур чăвашсене», - тесе хушрĕ.
 
: 393, Хаçат: 38 (1439), Категори: самана cыннисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: