Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чартаклă районĕнчи Бряндинăри вăтам шкул филиалĕнче – Петровскинчи тĕп шкулта 4-мĕш класра вĕренекен Дарья Нестерюк артист пулма ĕмĕтленет. Амăшĕ – чăваш унăн, ашшĕ – украинец.
Интернационаллă çемьере мĕн пĕчĕкрен темиçе тĕрлĕ юрă-кĕвĕ илтсе, ташă ташласа ӳснĕ вăл. Виçĕ чĕлхепе калаçма пултарать, тата тăваттăмĕшне - акăлчан чĕлхине ăса хывать. Шкулта та аван паллăсемпе вĕренет, «Атăлçи халăхĕсен культурисем» кружока çӳрет, юрлама-ташлама ăста.
Тăван ялĕнче нумаях пулмасть иртнĕ Чăваш культура кунĕнче «Анне сăнарĕ» юрра шăрантарнă хыççăн куракансем Дашăна тахçанччен сцена çинчен ямасăр тытса тăчĕç. Хĕрача сасси янăравлă та уçă. Сцена çинче хăйне аслă çын пек çаврăнăçуллă тытма пĕлет. Илемлĕ хусканăвĕсемпе килентерет.
УОЧНКАн Чартаклă районĕнчи уйрăмĕн Тав хутне Д.Нестерюк çепĕç юррипе пур енлĕ пултарулăхĕшĕн, аван вĕренĕвĕшĕн, ашшĕпе амăш чĕлхисене ăса хывнăшăн, сцена çинчи ăсталăхшăн тивĕçрĕ.
 
Петровски ялĕ.
 
: 80, Хаçат: 38 (1439), Категори: Шăпăрлан

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: