Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Кăçал Ульяновскри патшалăх университечĕн филологи факультетĕнчи наци уйрăмĕнчи чăваш ушкăнне виçĕ ача кăна вĕренме килни нумайăшне пăшăрхантарать. Лару-тăру ушкăна хупас патне те çитерме пултарать. Çак ыйтупа филологи уйрăмĕн деканĕн çумĕпе, чăваш уйрăмĕнчи чĕлхе вĕрентӳçипе Ольга Геннадьевна Узиковапа калаçрăмăр.
-Ольга Геннадьевна, ăçтан вĕсем, чăваш чĕлхине юратса кăçал наци уйрăмне вĕренме кĕнĕ студентсем?
-Кăçалхи пĕрремĕш курсри виçĕ студентран иккĕшĕ Ульяновскри шкулсенчен, пĕри – Тутарстанри Пăва районĕнчен. Заявлени паракансем пурĕ тăхăр çынччĕ. Вĕсенчен тăваттăшĕ ытти факультетсене суйласа илчĕ, иккĕшĕ вара обществознанипе ЕГЭ тытнă чухне кирлĕ чухлĕ баллсем пуçтарайман. Обществознани пирĕн факультетра профильлĕ предмет, çавăнпа та чи пĕчĕк балл 39-тан кая пулмалла мар.
-Сирĕн шутăрпа, чăваш уйрăмне мĕншĕн студентсем сахал вĕренме килеççĕ?
-Ыйтăва пĕр сăмахпа хуравлаймастăн. Хальхи вăхăтра чăваш уйрăмне кăна мар, ытти факультетсене вĕренме кĕрекенсем те сахал. Шăпах иртнĕ ĕмĕрти 90-мĕш çулсен пуçламăшĕнче, варринче çĕршывра ача сахал çуралнă. Вĕсем халĕ шкул пĕтереççĕ.
Тата икĕ пысăк чăрмав тăрать пирĕн умра: пĕри – аслă классенче чăваш чĕлхине предмет майĕпе вĕренекен шкулсем сахал. Çитменнине, класĕсем те пĕчĕк – 5-6-шар ача кăна; иккĕмĕшĕ – чăваш уйрăмне вĕренме кĕрес шухăшлисен пĕлĕвĕ çитмест.
Кăçал, сăмахран, чăваш чĕлхине аслă классенче предмет мелĕпе облаçра 79 ача вĕренет. Вĕсенчен Ульяновскри 55-мĕш шкулта - 6 ача, Чăнлă районĕнче – 70, Мелекесс районĕнчи Филипповка шкулĕнче – 2, Сăр районĕнчи Чеботаевкăра - 1. Паллах, вĕсем те пурте чăваш уйрăмне вĕренме пымаççĕ.
-Вĕренме кĕнисенчен пурте чăвашла лайăх пĕлеççĕ-и?
-Чăваш ачи кăна пулни çителĕксĕр вĕт. Пирĕн пата вĕренме килес тесен вулама, çырма, калаçма пĕлмелле. Тĕрĕссипе, чăвашла питĕ лайăх пĕлекенсем сахал вĕренме кĕреççĕ. Çавăнпа та хăш-пĕр чухне чăваш чĕлхин правилисене вырăсла каласа ăнлантарма тивет.
-Наци ушкăнне хупасран мĕнле сыхласа хăвармалла?
-Наци уйрăмĕ ан хупăнтăр тесе пирĕн тата 5-6 çул чăтса ирттермелле. Каларăм ĕнтĕ, вĕренме килекенсем сахал пулни тӳрремĕнех çĕршыври демографи ыйтăвĕпе çыхăннă. Пилĕк-ултă çултан лару-тăру лайăх енне улшăнасси паллă. Ачасен шучĕ ӳсет, классем пысăкланаççĕ. Апла пулсан – наци уйрăмне суйласа илекенсем нумайланас шанăç пур. Малашнехи пилĕк-ултă çул наци ушкăнне сыхласа хăварсан – унăн малашлăхĕ пулать. Çак тапхăрта вăл хупăнсан – урăх никам та уçса памасть.
Шкулсенче тăван чĕлхене вĕренме условисем пур вĕт. Никам та никама та чăваш чĕлхине вĕренме чармасть! Саккун та чармасть, шкул директорĕсемпе вĕрентекенсем те хирĕç мар, ашшĕ-амăшĕ те тăван чĕлхене вĕреннипе савăнать. Чăнлă районĕнче ав чăвашла вĕренме нихăçан та пăрахман. Анчах та хăш-пĕр районсенчи шкулсенче мĕншĕн чăваш чĕлхине вĕрентместĕр тесе ыйтсан вĕрентекен çук тесе хуравлаççĕ. Ман шутпа, кашни шкулăн хăйĕн валли тăван чĕлхене вĕрентекен хатĕрлемелле, ăнланмалларах каласан, пирĕн пата вĕренме ямалла. Икĕ ача ярсан пĕри те пулин хăйĕн шкулне таврăнатех. Унсăрăн вĕçсĕр çаврашка пулать – шкулсенче вĕрентекен çуккипе чăвашла ăс пухаймаççĕ, эпир, вĕрентекенсене кăлараканнисем, шкулсенче вĕрентменнипе абитуриентсемсĕр юлатпăр.
-Чăваш ушкăнĕнче вĕренекенсем пĕр специальность кăна илмеççĕ вĕт. Мĕнпе лайăх чăваш ушкăнĕнчен вĕренсе тухни?
-Пирĕн патран вĕренсе тухнисенчен пĕри те ĕçсĕр юлмасть, мĕншĕн тесен вĕсем тӳрех 5 специальность алла илеççĕ: чăваш чĕлхи, литератури, вырăс чĕлхи, литератури тата ют чĕлхе. Ӳркенмен студентсем вара “Педагогический менеджмент”, “Школьный психолог”, “Основы журналистики”, “Сценическое и ораторское искусство” тата ытти специализацисене тӳлевсĕрех иртме пултараççĕ. Аслă шкулсенче халĕ бакалавриат тата магистратура вĕренеççĕ. Ытти аслă шкулсенче бакалавра 4 çул вĕренсе пĕр специальность алла илеççĕ пулсан педуниверситетри наци ушкăнĕнче вара 5 çул вĕренсе - 5 специальность.
-Педуниверситетăн наци ушкăнĕнче вĕренекенсем ăçта практика иртеççĕ?
-Унччен вырăс чĕлхипе литератури практикине пирĕн студентсем Ульяновскри 35-мĕш шкулта иртетчĕç. Тăван чĕлхепе литературине – хăйсем вĕренсе тухнă шкулта. Кăçалтан практика иртмелли йĕрке улшăннă. Тăваттăмĕш курсра вырăс тата чăваш чĕлхисемпе практика иртмелле, пиллĕкмĕш курсра – вырăс тата чăваш литературисемпе. Çавăнпа та Ульяновскри 55-мĕш шкулпа килĕшӳ туса студентсен практикине çавăнта йĕркелесшĕн.
-Калаçушăн тав.
 
: 823, Хаçат: 46 (1138), Категори: Пирĕн интервью

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: