Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Крахвинен Кетте ятлă качакине пĕтĕм ял паллать. Вăл ытти качакасенчен самай уйрăлсарах тăрать, хăйнеевĕрлĕ. Унран касăри йытăсем те айккинчен пăрăнса иртеççĕ. Пĕлеççĕ вĕсем: Кетте мăйракипе лектерсен аяк пĕрчине те хуçма пултарать. Пат! тутарать те мăйракипе – месерле кайса выртатăн! Кетте йытăсене пĕрре мар мăйракипе тĕксе йăвантарнă, çари! çухăртнă. Путек чухне ăна пĕр йытă çыртса илнĕ пулнă, вăт çавăнтанпа Кетте йытăсене кураймасть. Пĕри-пĕри хăй енне çывхарма пуçласанах мăйракине аялалла туса тӳрех хăмсарма тытăнать.
Пĕчĕк чухнех Кетте ытти путексенчен урăхларахчĕ, хăюллăрахчĕ, ăнкаруллăрахчĕ. Анчах шухлăхĕ те çителĕклĕччĕ.
Пĕррехинче Крахвине качакине мăйракинчен çавăтса çырма урлă каçрĕ те çывăхри вăрмана кăмпана уттарчĕ. Качакапа пĕрле самаях пысăкланнă виçĕ путекки те пычĕ, вĕсенчен пĕри – Кетте. Каялла килнĕ чухне çумăр пĕлĕчĕсем капланса килнине курсан кинемей качакине киле маларах яма шутларĕ.
-Чуп хăвăртрах килелле! Путеккӳ-сене ертсе кай! Эп каярах пырăп! – терĕ вăл качакине аллипе сулкаласа хăваласшăн пулса.
Çумăр чашлаттарма тытăнчĕ! Çиçĕм йăл-ял! çиçет, аслати кĕмсĕр-кĕмсĕр! кĕмсĕртетет! Качака тата виçĕ путекки кĕмсĕртетнĕ сасăран хăранипе çырма урлă вăштик кăна каçса кайрĕç те килелле вĕçтерчĕç.
Крахвине çырмана йĕркеллех анчĕ-ха, анчах хăпарма самай йывăрланчĕ: çыранĕ те чăнкăрах, çумăрĕ те çĕре ислетсе пырать. Çакна пула сукмак та шума тытăнчĕ. Крахвине кăштах хăпарать те – аялалла шуса анать. Тепре улăхма пуçласан вара вăл йăвансах кайрĕ. Унччен те пулмасть – ун патне пĕчĕк Кетте çитсе тăчĕ. Каялла çаврăнса килнĕ вăл! Вăл хуçине хăтарма, пулăшма çитнĕ пулас. Ăçтан пĕлнĕ вăл хуçи нушана лекнине/ Крахвине тăватă уран тăрса çырмаран хăпарасшăн тапаланать, качака путекки вара ăна хыçалтан çамкипе чышса пырать! Çапла майпа тапаçлана-тапаçлана пурĕпĕр хăпарса çитрĕç вĕсем!
-Эй, маттуркка, ман хăтаруçă эсĕ, ман çăлавçă! Мĕнле ăслă-ха эс! – тесе тав турĕ путеке Крахвине. Алли çине йăтса илсех ыталарĕ ăна.
Пысăкланса çитеспе вара Кетте хăйсен кассинче кăна мар, ялĕпех чапа тухрĕ. Вăл амăшĕнчен уйрăлса çывăхри чиркӳ патне кайнă та чан çапмалли пӳлĕме картлашкасем тăрăх хăпарнă. Унта темиçе чан – пысăккисем те, пĕчĕкреххисем те пур. Вĕсене туртса çапма кантрасемпе çыхнă, вĕсем йăрăм-йăрăм карăнса тăраççĕ. Кетте выляс шухăшпа пĕр кантри çумне мăйракипе сĕртĕ-нчĕ те ăна çаклатса илчĕ. Кантрана туртнипе чан чĕлхи хускалчĕ те хăлхара чан-н! тунă сасă илтĕнсе кайрĕ. Качака хăранипе сиксе илчĕ, мăйракине хăтарасшăн пулса пуçне суллама, унталла-кунталла сиккелеме тытăнчĕ. Халĕ ĕнтĕ кантрисене турткаланипе ытти чансем те сасă параççĕ:
-Чан-н-чан-н! Чан-н-чан-н! Чан-н-чан-н!
Кетте хăранипе тата хытăрах сиккелет, урисемпе тапаланать. «Ме-ке-ек! Ме-ке-ек!- тесе макăрать. Анчах вăл мĕн чухлĕ нумай хускану тăвать – чансем çавăн чухлĕ хытăрах янăраççĕ.
Мĕн чухлĕ çын чупса пычĕ чиркӳ патне!
-Мĕн пулнă/! Мĕн пулнă/! Ма кĕлĕ вăхăчĕ çитмесĕрех чан çапаççĕ/! Таçта пушар мар-и/!- тесе чупкалаççĕ вĕсем, хăраса ӳкнĕскерсем.
Чан çапмалли пӳлĕме хăпарса пăхрĕç те – кунта Кетте кантрасемпе чăлханса-çыхăнса ларнă иккен!
Çапла вăл хăйĕн шухлăхне пула пĕтĕм яла ура çине тăратрĕ, ял-йышăн сехрине хăпартрĕ.
Ӳссе çитĕнсен вара Кетте чăн-чăн паттăрлăх кăтартрĕ. Ун чухне Крахвине вунă çулхи мăнукĕпе Кĕтерукпа тата Кеттепе вăрмана çырлана кайрĕç. Кунĕ ăшă, хĕвел çутатать. Асламăшĕпе мăнукĕ савăнса çырла пуçтараççĕ. Кетте вĕсен хыçĕнчен юлмасть, йывăç турачĕсене турта иле-иле кăшлать.
Ак хайхи! Крахвине пуçне йăтса пăхрĕ те -- хăранипе чутах йăванса каятчĕ! Тĕмсем хыçĕнчен вĕсем çине пĕр кашкăр пăхса тăрать! Мăнукĕ шăпах çав енче. Вăл кашкăра кутăн тăнă та ăна курмасть. Крахвине мăнукне чĕнме те, кашкăра хăратса ярас тесе кăшкăрма та шикленет... Мĕн тумалла/! Малалла мĕн пулатчĕ-тĕр, анчах кунта Кетте мĕнпур ĕçе хăй çине илчĕ. Вăл йытăсене кураймасть-çке-ха! Çавăнпа ним шутласа тăмасăр сиксе ӳкрĕ те кашкăра аяк пĕрчинчен мăйракипе тăр-рăс! тутарчĕ. Лешĕ айк! тесе çухăрса илчĕ те ӳксе кусаланса кайрĕ. Унтан чăштăр-чаштăр! тăва-тăва чупса кайрĕ, йывăçсем хушшинче çухалчĕ.
Вăт çапла Кетте ялĕпех чапа тухрĕ. Халĕ ăна пурте паллаççĕ, ку качака кашкăртан та хăрамасть теççĕ.
Кашкăра тĕксе йăвантарнă хыççăн Кетте йытăсене пушшех те çывăха ямасть!
 
: 208, Хаçат: 38 (1439), Категори: Шăпăрлан

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: