Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çамрăксен официаллă йĕркепе çирĕплетмен, ман шутпа, общество лăпкăлăхĕшĕн хăрушă тĕрлĕ организацийĕ пур. Вĕсен шутне скинхэдсем, сатанистсем, эмо, готсем, рокерсем, хип-хопсем, хопстерсем, байкерсем тата ыттисем кĕреççĕ. Шел, кун пек ушкăнсен шучĕ çулсерен ӳсет. Нумаях пулмасть тепĕр организаци йĕркеленнĕ – хăйсене АУЕ текен культ. Вăл Раççейре çиçĕм пек хăвăртлăхпа сарăлчĕ, мĕнпур шкула, вăтам вĕренӳ заведение сырса илчĕ. Унта ытларах 10-17 çулхи çамрăксем, пирĕн çĕршывăн чи черчен çыннисем кĕреççĕ.
Обществăра идеологипе мораль виçи пулманни, пушă вăхăтне ниçта та усăллă ирттерме май çукки çул çитменнисен ушкăнĕсем (группировкисем) патне илсе çитерет те. Çамрăксем хăйсем ăнланмасăрах вăйлă та çирĕп коллектива туртăнаççĕ, мĕншĕн тесен унта хăйсене тата вăйлă туяççĕ.
Социализма аркатнă хыççăн Раççей çамрăкĕсем çурăк курите умĕнче тăрса юлчĕç. Иртнĕ ĕмĕрти 90-мĕш çулсенчи çамрăксене наркотик çунтарса ячĕ, 2000 çулсенче çемьесем ача çуратма пăрахрĕç. Паянхи çамрăксен нимĕнле тĕллев те, пурнăçĕсенче нимĕнле уçăмлă йĕр те çук пек. Шел, вĕсен ӳсес, малалла талпăнас çула криминал тытăмĕпе пӳлсе хунă, массăллă информаци хатĕрĕсем те мĕнпур тасамарлăха кăна кăтартаççĕ. Çамрăксем вара – питĕ пысăк вăй! Çакна совет вăхăтĕнчи комсомол стройкисем, студентсен отрячĕсем лайăх çирĕплетсе параççĕ. Шкулсенчи октябреноксен, пионерсемпе комсомолецсен отрячĕсем кашни ачана тĕрĕс çул çине тăма пулăшнă, коллектив хăй воспитани панă.
Паян вара мĕнле/ Мĕне вĕрентеççĕ çамрăксене/ АУЕ аббревиатурăна вăрăмлатсан – "арестанский уклад един" тенине пĕлтерет. Теприсем ку аббревиатурăна «арестанское уркаганское единство» тесе палăртаççĕ. Ку идеологин тĕп шухăшĕ ятĕнченех паллă. Кунта тĕрмери ăнланусем, унти саккун, вăй витĕмĕ, ĕçлемесĕр пурăнни, вăрлани чи тĕрĕсси шутланаççĕ.
Пĕрремĕш хут АУЕ пирки 2016 çулхи пуш уйăхĕнче телевизорпа пĕлтернĕ-ччĕ, ушкăнри çамрăксем полици участокне çĕмĕрсе кĕресшĕн пулаççĕ. Малтанах ауестсем Çĕпĕрте, Инçет Хĕвелтухăçĕнче, Байкал таврашĕ-нче анлă сарăлнă пулсан паян вĕсем Ульяновскра та пайтах. Çак ушкăна кĕрекен çамрăксем хăйсемпе пĕрле вĕренекенсенчен пĕр вăтанмасăр кашни уйăхрах укçа пуçтараççĕ, ăна вĕсем «зонăна ăшăтни» тесе ят панă. Укçана тĕрмере ларакан криминал авторитетне куçараççĕ.
Чи интересли, кун пирки пурте пĕлеççĕ - шкул администрацийĕ, ашшĕ-амăшĕ, полици çыннисем. Анчах лару-тăрăва улăштарма вĕсен вăйĕсем çук. Çамрăксене судпа айăплассипе те хăратаймастăн. Хăш-пĕр чухне вăйлă ашшĕ-амăшĕ кăна çак ушкăнăн мăшкăлĕнчен ачине хăтарма пултарать.
Хăш чухне группировкăри çамрăксемпе вĕсен тантăшĕсен хушшинчи хирĕçтăру инкек патне çитерет: икĕ çул каялла Хусанта укçа тӳлеме килĕшмен ачана, унăн ашшĕне АУЕ ушкăнри çамрăксем хĕнесе вĕлернĕ, амăшне те хытă хĕненĕ, хваттерне çаратнă.
Ку çамрăксем ушкăнпа çӳреççĕ, преступлени тума кайнă чухне АУЕ! тесе кăшкăраççĕ.
Паян çамрăксен АУЕ ушкăнĕ-сем – федераци шайĕнчи пысăк та çăпан пек ыраттаракан çивĕч ыйту. Ку ушкăнри ачасем кашни шкултах, ПТУрах, ача çуртĕнчех, кашни класрах пур. Схеми ансат: зонăра ларакан пĕр-пĕр çын телефонпа кашни районта хăйĕн «смотрящийне» лартать, хăйĕн саккунне палăртать, ачасене хăйне укçа ярса пама ирĕксĕрлет. Укçа паманнисене мăшкăллаççĕ, хĕнеççĕ. Çак мăшкăла тӳсейменнипе хăйĕн çине алă хуракан çамрăксем те пур.
АУЕ ушкăнрисем социаллă тетелпе анлă усă кураççĕ. Интернетра вĕсен ятарлă ушкăнĕсем пур, унта çырăнтараççĕ. Паллах, криминал ушкăнне кĕме çăмăл, заявлени те çырмалла мар, вĕсен саккунне кăна пăхăнмалла. Анчах группировкăран каялла тухаймастăн. «Тĕрме каялла ямасть», - теççĕ вĕсем. Ку питĕ хаяр, шелсĕр çамрăксен ушкăнĕ. Вылямалла, ытти тантăшсенчен юлас мар тесе унта кĕме шутлани – ăссăрла хăтланни, самай пысăк йывăрлăх патне илсе çитерет.
АУЕ ушкăнри ачасемшĕн нимĕ-нле çветтуй япала та çук, вĕсем вăй витĕмне кăна ăнланаççĕ. Хăйсене ĕçлеме, вĕренме юрамасть тесе шутлаççĕ. Вĕсен шухăшĕпе, пурнăçра вăрламалла, çаратмалла, вĕлермелле, туртса илмелле. Пурнăç опытне тĕрмере кăна илме пулать, хăçан та пулин вĕсем унта лекеççех, вара вĕсем валли те ыттисем укçа пуçтарса парĕç.
Статьяна пĕтĕмлетсе çакна калас килет: пирĕн çĕршыв тĕрме идеологин хăрушĕ витĕмĕпе тĕл пулчĕ. Вăл çамрăксен ăс-тăнне шĕкĕ пек кăшлать. Паллах, çак кĕтĕве ертсе пыракан, укçа-тенкĕпе тивĕçтерекен, мĕн тумаллине каласа вĕрентсе пыракан хуçи те пур. Ку çын криминал тĕнчин хуçи, хăй умне вăрă-хурахла çамрăк ăру çыннисене çитĕнтерме тĕллев лартнă. Тарăнрах шутласан вара АУЕ пек ушкăн малашнехи Раççее вĕренмен, ăссăр, кахал, усал çынсем хуçа пулса тăракан, ĕçлекен çынна пурăнма паман çĕршыв патне илсе çитерме пултарать. Раççей экономика, финанс тĕлĕшĕнчен хавшасан майдан патне çитесси те нумай юлмасть.
 
: 401, Хаçат: 38 (1439), Категори: Cивeч ыйту

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: