Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чартаклă тăрăхĕнчи Андреевка ялĕнчи ача садĕнче пысăк шайра илемлĕ чăваш уявне ирттерчĕç. Ăна вашават хуçисем çулсерен авăнăн 27-мĕшĕнче уявлакан Воспитатель кунне халалланă. Кунта районти аслă воспитательсемпе шкулчченхи пĕлӳ çурчĕн ертӳçисем пуçтарăнчĕç.
Ача сачĕ хăтлă та пысăк. Иртнĕ вĕренӳ çулĕ-нче унта 25-27 ача çӳренĕ. Ку çул саккăрăшĕ Андреевкăри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкула 1-мĕш класа кайнă пирки 17 шăпăрлан тăрса юлнă.
Пухăннисене чи малтанах ача сачĕн тытăмĕ-пе, пӳлĕмсемпе, стендсемпе, çитĕнĕвĕсемпе, ĕмĕт-тĕллевĕпе паллаштарчĕç. Курса киленмелли, ачасен ăнăçăвĕсемшĕн савăнмалли нумай пулчĕ.
- Пирĕн ачасенчен 60 проценчĕ чăваш халăх еткерлĕхне малалла тăсакан пултаруллă çамрăк ăру йышне кĕресси пирки пĕртте иккĕленместĕп. Паянхи уявра эсир çакна хăвăр куçăрпа курса ĕненĕр. Воспитательсенчен, пĕтĕмĕшле ĕçлекенсенчен шутĕнчен çурри – чăваш: шăкăлтатса тăван чĕлхепе калаçаççĕ. Калаçаççĕ çеç-и/ Еплерех хитре юрлаççĕ-ташлаççĕ, ал ĕç тума пĕлеççĕ. Кĕпи-саппунĕ çинчи тĕррисем, капăрлăхĕсем куçа йăмăхтараççĕ. Ача садĕнчи чăваш тумĕн музейне те хамăр алăпах турăмăр. Пурне те хамăр патра хăнара – Чăваш культура кунĕ-нче - курма хапăл, - пуçларĕ салам сăмахне аслă воспитатель Галина Попова.
Галина Петровна ку учреждение виçĕ теçетке çула яхăн – 2016 çулта ача пахчине шкулпа пĕрлештериччен - ертсе пынă. Ачасемшĕн чунне пама хатĕрри унăн кашни хусканăвĕнчен, сассинчен, сăмахĕнчен, кăмăллă та çепĕç куллинчен палăрчĕ.
Ачасемпе ирттернĕ уçă урокра чăваш кĕпинчи эрешсен тĕсĕсене тĕпчерĕç. «Хĕрлĕ тĕс мĕне пĕлтерет/ Сарри, симĕсси, хури/» - лăпкăн ыйтрĕ Галина Петровна. Шăпăрлансем хавхалансах пĕчĕк аллисене йăтрĕç, тĕрĕс хуравларĕç. Хăйсен юратнă воспитателĕн тата тусĕн, çак садикра ăс пухнă, халĕ Андреевка шкулĕнче 4-мĕш класра вĕренекен, Милана Анисимова кĕпи çинчи тĕссене тишкерчĕç. «Маттур! Аван! Пултаратăр эсир!»-тенине савăнсах йышăнчĕç.
Елена Баланцева воспитатель ертсе пынипе ачасем шурă хутсем çинче чăваш кĕпине ӳкерчĕç. Тĕссемпе пĕлсе, васкамасăр тăрăшса вăй хуни тĕлĕнтерчĕ куракансене. Хăнасене те çак ĕçех хушрĕç хуçасем. Хĕрӳ тупăшура туслăх çĕнтерчĕ.
Чăваш кĕписен куравĕнчи çĕнĕ ӳкерчĕксен хаклавĕ те ăнăçлă иртрĕ. Вара Галина Петровна пурне те чăваш кĕпи-тумне, капăрлăхне валеçсе пачĕ, тăхăнма ыйтрĕ. Еплерех хастарлăхпа ку маçтăр-класа хутшăннине курсанччĕ эсир/! Асăнмалăх сăн ӳкерĕнчĕç.
Чăваш тумĕн илемĕпе пĕрлех пурин чĕрине те ача сачĕн ĕçченĕсемпе шăпăрлансем «Туслăх кăшăлĕ» ятпа йĕркеленĕ пĕчĕк концерт ăшăтрĕ. Музыка ертӳçи Ирина Панова маттурсене пысăк ăсталăхпа чăваш, вырăс, украин, чикан ташшисене вĕрентнĕ.
Уявра пысăк та хаклă хăна, Калмаюр ял тăрăхĕ-нче пурăнакан чăвашсен ĕçне йĕркелесе ертсе пыракан хĕрарăм, паян тивĕçлĕ канури Валентина Медведева пурччĕ. Пухăннисене вăл янăравлă сассипе чăваш халăх юррипе паллаштарчĕ, илемлĕ, çепĕç калаçăвĕпе ырă кăмăл парнелерĕ. Милана Анисимова тĕрлĕ енлĕ пултарулăхĕпе савăнтарма килнĕ. Юрри те чуна çĕклерĕ.
Уяв пĕтмĕшĕнче Чăваш культурине халалласа ирттернĕ ĕçлĕ куна пĕтĕмлетрĕç, интереслĕ самантсене сӳтсе яврĕç, туса çитермеллине палăртрĕç. Тарават кил хуçисене - Галина Петровна Поповапа унăн туслă коллективне – ăсталăхпа пултарулăхшăн тав турĕç.
 
Чартаклă районĕ.
 
: 78, Хаçат: 39 (1440), Категори: Вĕренÿ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: