Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновскра РФ субъекчĕсенче пассажирсене турттарас тытăмне аталантарассипе çыхăннă ыйтупа Патшалăх Канашĕн анлă ларăвĕ иртнĕ. Лару ĕçне РФ Президенчĕ Владимир Путин ертсе пынă, унта регионсен пуçлăхĕсем, министрсем хутшăннă.
Ульяновск область кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозов транспорт тытăмне аталантарасси, унта информаци тата цифрăллă технологисене явăçтарасси пирки доклад тунă.
Чи малтан регион пуçлăхĕ Владимир Путина Атăл урлă хывнă çĕнĕ кĕпере туса пĕтерсе (ĕç 20 çула яхăн тăсăлнă) хута яма пулăшнăшăн тав тунă.
- Тĕпрен илсен паян пассажирсене турттаракан транспорт хăйĕн тĕп ĕçне пурнăçлать: граждансене пĕлӳ илме, медицинăпа социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерме, ĕçе çитме пулăшать, çапла майпа çĕршыври экономикăпа социаллă тытăма аталанма май парать. Анчах та транспорт ĕçĕн пахалăхĕ, унăн хăрушсăрлăхĕ пассажирсене туллин тивĕçтермест. Тĕп тĕллев – пассажир транспортне хăтлă, меллĕ, хальхи саманапа тан, илемлĕ, шанчăклă тăвасси, - тенĕ.
Транспорт ĕçне лайăхлатма çакăн пек сĕнӳ-сем панă:
1) Раççейре пассажирсене турттарассипе çыхăннă пĕр саккун пулмалла.
2) Автовокзалсемпе автостанцисен ĕçне право енчен тĕрĕс йĕркелемелле.
3) Общество транспортне çĕнетмелле, вĕсем валли электричество тарифĕсене пĕчĕклетмелле.
 
: 45, Хаçат: 39 (1440), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: