Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çăкăр вăл – пурнăç, çăкăр – пуянлăх, çăкăр – тĕрлĕ халăх культури! Çак девизпа кăçал тăваттăмĕш хут Çĕнĕ Малăклара «Малыклинский каравай» Атăлçи тăрăхĕ-нчи халăхсен культурин уçă фестивалĕ иртрĕ. Унта облаçри тата кӳршĕ регионсенчи тĕрлĕ халăх пултарулăх ушкăнĕсем хутшăнчĕç.
Юлашки çулсенче регионти кашни районтах тенĕ пек нацисен çурхи уявĕсем – Акатуй, Сабантуй, Шумбрат – иртеççĕ. Çĕр ĕçченĕсем ака вĕçленнипе савăнса Турăран пысăк тухăç ыйтаççĕ. Малăкласем вара ĕççине пуçĕпех вĕçлесен, тыр-пула пӳлмесене кĕртсе пĕтерсен çăкăр уявне йĕркелеççĕ.
Совет влаçĕ йышăннă пĕрремĕш декрет çăкăр декречĕ пулнă. Çăкăр – кашни халăхăн чи сумлă та хисеплĕ апат-çимĕçĕ. Çавăнпа та çăкăр фестивалĕ – халăхсене пĕрлештерекен чăн-чăн уяв.
Ахальтен мар ирпе район администрацийĕнче наци канашĕн ларăвĕ иртрĕ. Унта вырăнти наципе культура автономийĕсен ертӳçисем хăйсене кăсăклантаракан çивĕç ыйтусене çĕклерĕç.
Çĕр ĕçченĕсем пĕтĕм халăх умĕнче çулталăка мĕнле вĕçленине каласа пачĕç. Цифрăсемпе «Çĕнĕ Малăкла районĕ» муниципаллă пĕрлĕхĕн администраци пуçлăхĕ Анастасия Пуреськина паллаштарчĕ. Çĕнĕмалăкласен мухтанмалăх пур: пӳлмене кăçал 80 пин тонна ытла тырă хунă, мĕнпур культурăсен вăтам тухăçĕ гектартан 36, 6 центнер. Уйрăм культурăсем пысăк тухăç панă: кĕрхи тулă 70 центнер, ыраш 60 центнера çитнĕ.
Облаçри ялпа вăрман хуçалăхĕсен тата çутçанталăк пуянлăхĕсен министрĕн çумĕ Наталья Снежинская тата район пуçлăхĕ Анастасия Пуреськина çĕр ĕçĕнче палăрнисене Хисеп хучĕсемпе чысларĕç, парнесем пачĕç. Уяври пĕр хăна та тĕп парнесĕр – Малăкла çăкăрĕсĕр – каймарĕ.
Малăкласене уяв ячĕпе саламлама регион правительствин çыннисем, Саккунсем кăларакан Пуху депутачĕсем, облаçри чăвашсен, тутарсен, мордвасен наципе культура автономийĕсен председателĕсем те килсе çитрĕç, вĕсем сцена çинчен сăмах каларĕç. Облаçри культурăпа искусство министрĕн Ольга Мезинан салам çырăвне вуласа пачĕç.
УОЧНКА председателĕ Олег Мустаев çĕнĕмалăкласемпе хăнасене икĕ чĕлхепе саламларĕ.
- «Малăкла каравайĕ» - мĕнпур халăхăн кĕркуннехи чи сумлă уявĕ, мĕншĕн тесен çăкăр уявĕ! Малăкла районĕ – тĕлĕнмелле вырăн, кунта вырăс, чăваш, тутар тата мордва халăхĕн йышĕ пĕр тан. Регионти нумай районта пирĕн Акатуй йĕркелеççĕ. Кунта хальлĕхе район шайĕнче Сабантуйсем кăна иртеççĕ-ха. Çитес çул район ертӳçисем чăвашсен çурхи уявне – Акатуй – ирттерессе шантарчĕç. Кĕркуннехи уяв вара нацисен çурхи уявĕсен пĕтĕмлетĕвĕ пулĕ, - терĕ.
Ку тăрăхра чăваш культурипе йăли-йĕркине сыхлассипе пысăк ĕçсем тунăшăн «Телей» ушкăн ертӳçине, «Савăнăç» ушкăнăн юрăçине Петр Улюкина Чăваш наци конгресĕн Хисеп хучĕпе чысларĕ.
Мероприяти кашни çул пĕр-пĕр халăхăн культурине тĕп вырăна хурса иртет. Кăçалхи уявăн теми тутар халăхĕн культурипе йăли йĕрки пулчĕ. Тĕп программăна хăнасем - Тутарстанри Нурлат районĕнчи пултарулăх ушкăнĕсем – кăтартрĕç.
Сцена çинчен чăваш культурипе Çĕнĕ Ульяновскран килсе çитнĕ Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки Зоя Рейтер, Ирина Иванюкова ертсе пыракан Димитровградри «Савăнăç», Çĕнĕ Малăклари «Пилеш» ушкăнсем паллаштарчĕç.
Çĕнĕ Малăкла поселокĕнчи «Малыклинский каравай» иртекен лапама талккишпех çăкăр туса илессипе çыхăннă япаласемпе илемлетнĕ. Чи сумлă вырăнта – трактор! Куракансене лармалли вырăнсене те улăм тюкĕнчен хатĕрленĕ, тырă пуссисем, тырă тултарнă машина-трактор, пур çĕрте те тĕрлĕрен илемлетнĕ çавра çăкăрсен куравĕ, халăхсен апат-çимĕçĕ. Кашни ял тăрăхĕ наци кил-çурт таврашне, апат-çимĕçне хатĕрленĕ. Район ертӳçисемпе хăнасем кашни наци кил-таврашне çитсе курчĕç. Чăваш культурипе Эрсел ял тăрăхĕ паллаштарчĕ.
Уява юрă-ташăпа пĕрлех наци вăййисемпе спорт кĕрешĕвĕсем илем кӳчĕç.
 
: 79, Хаçат: 39 (1440), Категори: Уяв

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: