Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Сергей Морозов кĕпĕрнаттăрăн 2009 çулхи çурла уйăхĕн 13-мĕшĕнчи хушăвĕпе Ульяновск облаçĕнче «Наци ялĕ» культура комплексĕ çĕкленмеллеччĕ. Унта тăхăр кил-çурт таврашĕ пулмалла: славянсен (вырăс, украин, белорус), чăвашсен, мордвасен, тутарсен, хĕвелтухăç халăхĕсен (таджиксемпе узбексен), азербайджанецсен, эрменсен, нимĕçсен, еврейсен.
Ку ĕçе чи малтан чăвашсем пуçăнчĕç. 2013 çулхи чӳк уйăхĕнче чăваш кил-çурчĕн никĕсĕн пĕрремĕш чулне хучĕç. 2016 çулхи сентябрĕн 11-мĕшĕнче вара «Наци ялĕ» культура комплексри чăваш кил-çурчĕ хута кайрĕ. Ăна уçма Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр, Чăваш Республикин элтеперĕ Михаил Игнатьев килсе çитнĕччĕ. Паяна «Наци ялĕнче» чăвашсен кил-çурчĕ кăна ĕçлет-ха.
«Чăвашсен кил-çурчĕ» комплексри йывăçран тунă çурт-йĕр музей йышне кĕрет. Ку вăл – чăвашсен çурчĕ, сарайĕ, мунчи, пусси. Тата кунтах хăна çурчĕпе банкетсем ирттермелли зал ĕçлеççĕ.
Музей заведующийĕ Людвиг Николаевич Яковлев, ăна экспонатсене йĕркене кĕртме Мария Петровна Федорова пулăшать.
- Музей уçăлни çулталăк çитрĕ. Çак тапхăрта пирĕн музейпа 1 пине яхăн çын килсе паллашрĕ. Вĕсен шутĕнче ют çĕршыв, пăхăнман патшалăхсен пĕрлешĕвĕнчи çĕршывĕсен çыннисем те, Раççейри тĕрлĕ кĕтесри – Якути-Саха, Нефтеюганск, Санк-Петербург, Мускав, Чăваш Республики, Тутарстан – хăнасем те. Кунсăр пуçне Чартаклă районĕнчи шкулсем, Ульяновскри 1-мĕш гимназире вĕренекенсем – час-часах пулакан хăнасем.
Музей комплексĕ çумĕнчи банкет залĕнче куллен тенĕ пек пĕр-пĕр мероприяти иртет. Унта пуçтарăннă хăнасем интересленсех музея кĕрсе кураççĕ. Аслă çулхисем хăйсен ачалăхĕнчи япаласене – чăваш тумне, чăваш тĕррисене – курсан савăннипе йĕреççĕ. Нумайăшĕ вĕсенчен каялла таврăнать, музей валли пĕр-пĕр экспонат илсе килет. Çапла экспонатсем пирĕн куллен йышланса пыраççĕ. Халĕ вĕсен кашни ятне вырăсла тата чăвашла çыратпăр. Ачасем те чăвашсен авалхи тата хальхи пурнăçĕ пирки нумай пĕлме пултараççĕ, - каласа пачĕ ĕçĕ çинчен Людвиг Яковлев.
Ульяновск хулинчи «Чăвашсен кил-çурчĕ» Юность урамĕнчи 2-мĕш çуртра вырнаçнă. Кунта классемпе, çемьесемпе килсе экскурси иртме пулать. Ача сачĕсенчи шăпăрлансемшĕн те интереслĕ материал нумай. Музей кашни кун ĕçлет: 10 сехетрен пуçласа 18 сехетчен. Енчен те эсир музея иртерех е каярах пырас тетĕр пулсан хуть те хăш вăхăтра та унăн заведующийĕпе Людвиг Яковлевпа çыхăнма пултаратăр. Унăн телефонĕ: 8 960 367 79 92.
Музейра чăваш кĕпипе капăрлăхĕ-сене тăхăнса, пир станĕ умне ларса, кукамипе тата кукаçипе юнашар, кăмака умĕнче сăн ӳкерттерме пулать.
«Чăвашсен кил-çурчĕ» музейри экскурсисем тӳлевсĕр. Инçе çĕртен килекенсем, кăмăл тăвакансем малтанах каласа хурса банкетсем ирттермелли залра кăнтăрлахи апат тума пултараççĕ.
Эпĕ музей ĕçченĕсемпе калаçнă вăхăтра кунта ентешсем кĕрсе тăчĕç: Чăнлă районĕнчи Вăта Тимĕрçен ялĕнче çуралса ӳснĕ аппăшĕпе шăллĕ – Любăпа Иван Лашмановсем. Люба тин çуралнă ачине тĕн йăлипе шыва кĕртесшĕн, унтан чăваш йăлипе чăкăтне пуçласшăн. Çакна йĕркелесе ирттермелли чи меллĕ вырăн вăл - «Чăвашсен кил-çурчĕ» тесе шутлать.
- Кунта тăвансемпе пуçтарăнса лармалли те пур, тăван халăхăн культурипе паллашмалли те, музей курса киленмелли те. Интернет урлă тупрăмăр çак вырăна, çынсен шухăшне вуласа пĕлтĕмĕр, кам кунта пулнă – пурне те килĕшнĕ. Çавăнпа эпир те килес терĕмĕр, - пĕлтерчĕ Люба.
- Хаклă ентешсене пурне те «Чăвашсен кил-çурчĕ» музей комплексне чĕнетпĕр! Килĕр, курăр, савăнăр! Ман пата шăнкăравлăр, сире меллĕ вăхăтра экскурси ирттерĕпĕр, - терĕ сывпуллашнă май Людвиг Николаевич.
 
: 81, Хаçат: 39 (1440), Категори: Чaваш тeнчи

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: