Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Пирĕн пата пĕр çамрăк çын ĕçе вырнаçрĕ. Вăл ĕçчен те сăпайлă çын пулни тӳрех паллă пулчĕ. Малтан мĕншĕн-тĕр сывлăх сунса иртнисĕр пуçне урăх нимле калаçу та пуçарма май килмерĕ манăн. Эрне вĕçленсен вара унпа канмалли кунсем пирки калаçу пуçартăмăр. Вăл Сăр районĕ-нчи ялне кайма пуçтарăннине пĕлтерчĕ. Эпĕ вара ăна: «Ял ятне каламасан та юрать, эпĕ вăл енче нихçан та пулса курман, унти ял ячĕсене те пĕлместĕп. Ахăртнех, эсĕ те пирĕн енче пулса курман-тăр», - терĕм. Эпĕ Чăнлă районĕ-нчи ялтан иккенне пĕлсен ман çĕнĕ юлташ кăштах тĕлĕнчĕ, пирĕн ял уншăн ют маррине пĕлтерчĕ. Унăн мăшăрĕ пирĕн ялсем иккен! Хушамачĕ тăрăх кайсан вара пирĕн тăван та пулса кайрĕ. Çапла пĕр шутламан çĕртен чăваш çыннине тĕл пултăм. Хамăр хушăра вара чăвашла калаçма тытăнтăмăр.
Тепĕр тĕлпулу. Ĕмĕртен пыракан йăлапа ĕçе аслисем вырăнне çамрăксем килеççĕ. Пирĕн патран та пĕр çын тивĕçлĕ канăва тухсан ĕçрен кайрĕ. Ун вырăнне тепĕр çынна илчĕç. Унпа паллашнă хыççăн эпĕ ăна тӳрех: «Эпир пĕр енчисем тесе кăна ан кала»,- терĕм. «Ăçтан пултăр! Пулма пултараймасть. Паллах, çук»,- хурав пачĕ вăл.
Ĕç вырăнĕсем çывăхра пулнипе мана малтанхи вăхăтра пуçлăхсем çак çамрăка пулăшса, тĕрĕслесе тăма ыйтрĕç, çакăн пирки хут çине алă пустарчĕç. Мана тӳрех унăн хушамачĕ шухăша ячĕ. Пирĕн ялта çакăн пек хушаматлисене пĕрле пуçтарсан пĕр касă пулать.
Чăтса тăраймарăм – ыйтрăм:
-Сан хушамату çавăн пек, эсĕ çав ялтан мар-и/
-Тĕрĕс, çав ялтан. Анчах ман ачалăх унта иртмен. Вăтам шкул кăна пĕтернĕ, кайран каллех тухса кайнă,- пĕлтерчĕ вăл, унтан ачалăхĕ ăçта иртнине каласа пачĕ.
Манăн савăнмалли кăна юлчĕ. Ман çумра пĕр чĕлхепе калаçакан юлташ вĕт-ха! Тĕлĕнмелле!
Мĕн тĕлĕнмелли/ Хам мĕнле ĕçе вырнаçнине те аса илем-ха. Професси илсе завода пынă ачана ĕç вырăнĕпе паллаштарчĕç.
-Çак вырăнта чăваш ачи ĕçлетчĕ. Халĕ вăл салтакра. Чăнлă районне питĕ лайăх пĕлетчĕ. Эсир пĕр енчисем мар-и/-ыйтрĕç аслисем манран.
Вăл кам пулнине ун чухне эпĕ пĕлеймерĕм. Вăхăт иртсен салтак хăйĕн вырăнне таврăнчĕ. Мана унпа паллаштарчĕç. Сăмах çăмхине сӳтнĕ вăхăтра хамăрăн хушаматсене каларăмăр. Унăн хушамачĕ мана нимĕн те пĕлтермерĕ. Манăн хушамат вара ăна мĕн-тĕр пĕлтерчĕ – унăн амăшĕн хушамачĕ çапла иккен. Паллă пулчĕ: ун амăшĕ пирĕн ял хĕрĕ пулнă иккен, пирĕн тăванах. Вăл качча кайсан хуларан инçех мар вырнаçнă ялта тĕпленнĕ. Ман аттепе анне вĕсене лайăх пĕлеççĕ. Эпир çеç пĕр-пĕрне халиччен палламан. Хамăр вара виççĕмĕш сыпăкри тăвансемех пулса кайрăмăр. Çакна пĕлнĕ хыççăн пирĕн пĕр-пĕрин аллине хытăрах чăмăртамалли çеç юлчĕ.
Мĕн каласшăн эпĕ/ Пĕр-
пĕринпе калаçма ан ӳркенĕр. Санпа юнашар такам та ĕçлеме пултарать. Тен, тăвану та пулĕ...
 
Ульяновск хули.
 
: 44, Хаçат: 39 (1440), Категори: Шевле çути

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: