Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Кулăшла калав
 
Салтак хĕсметĕнче тĕрлĕ мыскара пулать. Пĕррехинче пушă вăхăтра юлташсемпе калаçса ларатпăр. Эпĕ ротăри дежурнăй сержант. Итлесе ларатăп.
Мотовилов аслă сержант каласа парать:
-Кĕçех çывăрма выртмалла, отбой пулать. Астăвăр, ку вырăн таса мар, сире унчченхи салтаксем каласа панине пĕлтеретĕп. Кунта Муравьев апостола персе вĕлернĕ, ун чунĕ кунта халиччен çынсене хăратса çӳрет теççĕ.
Ун служба вăхăчĕ пĕтсе килет ĕнтĕ, тепĕр уйăхран килне каймалла.
Пурте çывăрма выртрăмăр. Эпир иккĕмĕш хутра. Казармăн пĕр вĕçĕнче пушă пӳлĕм пур, унта кивĕ сĕтел-пукан ларать, кивĕ тумтир тусанланса çакăнса тăрать. Унта кĕмелли уççи ман кĕсьере. Кунĕпе чупкаласа салтакра ывăнатăн – ман куç çине те çур çĕр иртнĕ хыççăн «тăманасем» ларма пуçларĕç. Питĕ çывăрас килет.
«Мура-ха ку Муравьева, салтак вĕçсе çӳрекен чунран хăрать-и/ Пулма пултараймасть! Ман çумра штык пур. Аптрамастпăр эпир, чăвашсем...»- хама хам лăплантарса шухăшлатăп эпĕ.
Казарма алăкне питĕрнĕ, мĕн-тĕр сиксе тухсан эпĕ илтме тивĕç -- тарăн ыйхăллă çын мар. Тин кăна кăтăш пулнă – сасартăк аялти пусмапа такам утса хăпарнă сасă илтĕнет: тăн-тăн, тăн-тăн!
«Ку леш Муравьев апостол мар-ши/ Пурăннă чухне те шухă пулнă, вилсен те сыввисене канăç памасть!»-текелесе аптранипе сиксе тăтăм эпĕ.
Çӳç-пуç вирелле тăнине сисетĕп. Хам штыка пăчăртаса тытрăм. Ара, камăн çамрăклах чĕре çурăлнипе вилсе выртас килтĕр/ Шăппăн тухса коридора сăнатăп, картлашкана çӳлтен тинкеретĕп. Никам та çук... Кăштах тăнă хыççăн каллех хам вырăна кайса выртрăм. Татах: тăн-тăн, тăн-тăн! Тепĕр хут сиксе тухса коридора вăрттăн сăнатăп. Сасă шăпланчĕ пек, никам та курăнмасть. Аптрашки! Нивушлĕ вилнĕ çын çапла хăратса çӳрет-ши/
Ирччен пуçа темĕн те килчĕ, мĕн ирччен картлашка тăрăх çын çӳрерĕ пек. Ку сасă ман куçа хуптармарĕ, çĕрĕпе сехрене хăпартрĕ.
Ирпе салтаксем вăрансан хăюлланса пĕр чăваш ачине каçхи мыскара çинчен каласа патăм.
-Ахальтен мар иккен сан куçу хĕрлĕ, питӳ те шыçăннă пек! – тет хайхискер мана ахăлтатса кулса.-Апла сана леш Муравьев апостол хăратнă! Декабрист пулнă-и-ха вăл/ Пултарать, вĕсем пăлхавлă вăхăтра пурăннă, тĕнчене тустарнă. Халĕ ак чăвашсем патне те çитрĕ апла!
Хăй тата хытăрах кулса ячĕ. Унтан вара вăл мана каçпа мĕн пулнине тĕрĕссине каласа пачĕ.
Штаб ялавĕ ялан тăракан пӳлĕмре юсав ĕçĕсем ирттерме палăртнă иккен, çавăнпа ялава пирĕн казармăна пĕрремĕш хутри пĕр пӳлĕме куçарнă. Ăна сыхлакан часовой салтак çĕрĕпе каллĕ-маллĕ уткаласа çӳренĕ, ун çывăрса кайма ниепле те юрамасть-çке. Чаç ялавне сыхлакан вырăн пĕрремĕш пост шутланать!
Вăт çапла ирттертĕм эпĕ ку каçа -- «Муравьев апостолпа» пĕрле!
 
Чăваш Республики,
Тăвай районĕ,
Сăхăтпуç ялĕ.
 
: 107, Хаçат: 39 (1440), Категори: вулакансен пултарулaхe

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: