Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ишевкере Ульяновск районĕ-нче пурăнăкан Атăлçи тăрăхĕ-нчи тĕп халăхсен культурин «Туслăх кăшăлĕ» ача-пăча фестивалĕ иртрĕ. Унта 120 ытла ача хутшăнчĕ.
Нацисем хушшинчи туслăха çирĕплетесси – РФ Президенчĕ Владимир Путин юлашки вăхăтра уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрма хушнă, вăл çĕршывăмăра аталантарма май паракан пулăмсенчен пĕри.
Ульяновск районĕ – пĕтĕм çĕршыв пекех нумай нациллĕ район. Кунта пурăнакан 38 пин çынран 52 проценчĕ вырăс, 22 – чăваш, 17 – тутар, 5 – мордва, 4 – ытти халăх çынни. Кашни тĕрлĕ чĕлхепе клаçать, тĕрлĕ тĕне пăхăнать, кашнин хăйĕн культури. Анчах çакă пĕр-пĕрне ăнланса, хисеплесе пурăнма кансĕрлемест. Тĕрлĕ чĕлхепе калаçакан халăх пĕр çемьери пек туслă пурăнать. Çакна «Туслăх кăшăлĕ» фестиваль тепĕр хут çирĕплетсе пачĕ.
Ытти çулсенче «Туслăх кăшăлĕ» фестивале ишевкесем наци уявĕсене (Акатуй, Сабантуй, Шумбрат) пĕрлештерсе ака ĕçĕсем вĕçленсен ирттерекенччĕ. Анчах кăçал палăртнă вăхăтра çумăр çунипе уява куçарчĕç. Ăна кĕркунне ача-пăча фестивалĕ евĕр йĕркелерĕç.
Уяв Ишевкери Культура çуртĕ-нче иртрĕ. Ачасем Аслă Ключищи, Ишевке, Симĕс Раща, Бирючевка, Салмановка, Теччĕ, Тимирязевка, Унтăр, Охотничье, Вышкă (Унтăр лицейĕн филиалĕ) шкулĕсенчен, Унтăрти ача садĕнчен килсе çитнĕ.
Мероприятие пуçласа хăнасене вырăс, чăваш, тутарпа мордва тумĕсене тăхăннă пикесем çăкăр-тăварпа, пыллă сăрапа, чăкăтпа, юрăпа кĕтсе илчĕç.
Пухăннисене саламлама Ульяновск районĕнчи вĕренӳ управлениĕн пуçлăхĕ Нина Зюзина, УОЧНКА председателĕ Олег Мустаев, тутарсен автономийĕн ĕçтăвком пайташĕ Ирина Сайфутдинова сцена çине тухрĕç, хастарсене палăртрĕç.
-Тăван чĕлхепе шухăшлама, калаçма пĕлни кашни çыншăн çав тери пĕлтерĕшлĕ. Пирĕн Аслă Просветителĕмĕр Иван Яковлев чăваш чĕлхипе культурине кăна мар, ытти халăхсенне те сыхласа хăварассишĕн нумай ĕçленĕ. Чăвашсем кăна вĕренмен Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче, вырăссем те, тутарсемпе мăкшăсем те пĕлӳ илнĕ. Паян та халăхсен туслăхне çирĕ-плетессипе область правительстви нумай ĕçлет. Эпир, тĕрлĕ халăхсен 14 автономийĕн председателĕсем, облаçри нацисен лидерĕ Сергей Морозов тесе шутлатпăр. Пире аталанма пур майсем те туса панă. Хамăрăн ĕçлемелле, тăрăшмалла кăна. Ачасене тăван чĕлхене, культурăна вĕрентмелле! Ку сиртен, пиртен, кашнинчен килет, - терĕ Олег Мустаев.
Вăл Ульяновск районĕнчи автономи председательне Валерий Благороднова Чăваш наци конгресĕн Хисеп хучĕпе, М.Е. Якушевана, Л.К. Алякинана, Б.И. Трусова Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕн Тав çырăвĕсемпе чысларĕ.
Концерт программине Аслă Ключищи шкулĕнчи ташă ушкăнĕ «Калинка» вырăс ташшипе уçрĕ. Пĕчĕк артистсем сцена çине пĕрин хыççăн тепри тухрĕç. Симĕс Раща шкулĕнчи Анна Портнова «Çуркунне», Салмановкăри Алиса Шкапова «Атьăр юрă юрлар-и», Унтăрти ача садĕнчи шăпăрлансен «Хĕвел çути» ансамблĕ «Чун-чĕререн савăнар», Теччĕри Анна Куликова, Ангелина Культина, Нина Седова, Аня Цыплова «Эй, тăвансем», Аслă Ключищири Елизавета Фирсова «Анне», Унтăрти Диана Яковлева «Эпĕ пĕчĕк çăлтăр», Вышкăри Светлана Егорова «Тăван Атăл» юрăсене шăрантарчĕç. Пурĕ вара 38 номер пулчĕ. Тутарсен, мордвасен, вырăссен юрри-ташши кашни кураканăн чунне тыткăнларĕ.
Юлашкинчен пĕчĕк артистсем аллисене Раççей ялавĕпе сывлăш шарĕсем тытса сцена çине тухрĕç, «Моя Россия – моя страна» ятлă пĕрлĕх юррине юрларĕç .
Фестивале йĕркелекенсем уява хутшăннă кашни ачана асăнмалăх паллă тата вымпел пачĕç.
 
: 255, Хаçат: 40 (1441), Категори: Уяв

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: