Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çĕнĕ Малăклари «Малыклинский каравай» уявĕнче нумай чăвашпа паллашрăм. Вырăнта çуралса ӳснисемпе те, килсе тĕпленнисемпе те. Лидия Архипова (Рыкина) килнисен шутне кĕрет. Унăн çуралнă çĕршывĕ – Çĕпрел районĕнчи Кивĕ Тăваньел ялĕ.
 
Шкул пĕтерсен Лидия Шупашкара кондитера вĕренме кайнă. Вăрнар районĕнчи Кӳлхĕрри ялĕн каччипе Петьăпа паллашса çемье чăмăртанă. Часах хăйсем пекех хаваслă, пурнăçа юратакан çемьепе паллашнă. Канмалли кунсенче, уявсенче пĕрле савăннă. Анчах юлташĕсен тем сăлтава пула Çĕнĕ Малăкла районĕнчи Высокий Колок текен яла (вăл район центрĕнчен 35 çухрăмра вырнаçнă) куçса килме тивнĕ. Архиповсем çав самантран хăйсене питĕ кичеммĕн туяççĕ. Лешĕсем çитсе вырнаçсан Архиповсем вĕсене кайса кураççĕ. Ялне те, çыннисене те кăмăллать çемье. «Тен, пирĕн те ку тăрăхра йăва çавăрмалла»,- канăçа çухатсах çĕмĕреççĕ пуçĕсене Пётрпа Лидия. Туслăх туйăмĕ çавах çĕнтерет. Вĕсем куçса килеççĕ. Лидия Михайловна хăй специальноçĕпех – кондитер ĕçне пикенет. Юрлама юратаканскер ялти Культура çуртĕнче йĕркеленнĕ мăкшăсен «Мазине» фольклор ушкăнне çӳреме тытăнать. Анчах вăл мăкшă юррисене мар, чăваш юррисене юрлать.
Архиповсем виçĕ ача ӳстереççĕ. Анчах пĕр кун вĕсен килне инкек кĕрет. Çемье пуçĕн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлать. Виçĕ ачине пĕчченех ура çине тăратать Лидия Михайловна. Халĕ вĕсем хăйсен тĕллĕн пурăнаççĕ ĕнтĕ. Çак йывăрлăхра вăл каллех шанчăклă юлташĕсен пулăшăвне туять. Хуйхă-суйхине пусарма юратнă ачисем тата юрă-кĕвĕ пулăшаççĕ.
Ялти клубра заведующий кирлĕ тесен Лидия Михайловна хаваспах килĕшет. Халĕ вăл кунти ĕçсене йĕркелесе пырать. Ял халăхĕпе тĕрлĕ мероприятисем ирттерсе халăхăн пурнăçне май пулнă таран илемлетме тăрăшать. «Малыклинский каравай» çăкăр уявĕнче вăл “Пилеш» юрă ушкăнĕпе сцена çине тухрĕ.Унăн питĕнче яланах йăл кулă. Пуçне усма хăнăхманскер ыттисемшĕн те тĕслĕх.
 
 
Çĕнĕ Малăкла районĕ,
Высокий Колок ялĕ.
 
: 653, Хаçат: 46 (1138), Категори: ентешсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: