Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çак кунсенче Ульяновск хула администрацийĕ пулăшнипе, Ульяновскри чăвашсен наципе культура автономийĕ, чăваш культура центрĕ тата «И.Я. Яковлев хваттерĕ» музей йĕркеленипе чăваш букварĕн уявне паллă турĕç.
Истори<Ӳb>
Шăп 145 çул каялла Хусанти К.А.Тилли типографийĕнче паллă педагог-просветител ь хатĕрленĕ пĕрремĕш чăваш букварĕ кун çути курнă. Чăваш çырулăхĕн сăпки Чĕмпĕр хули теççĕ. Шăпах Чĕмпĕрте хатĕрленĕ ăна. И.Я.Яковлевăн çак ĕçри пĕрремĕш пулăшаканĕсем: В.А.Белилин студент, филолог тата Иван Яковлевичăн пĕрремĕш вĕренекенĕ, педагог, куçаруçă, этнограф – А.В.Рекеев.
Пĕрремĕш букварь 1872 çулта «Чăваш ачисене çырăва вĕрентмелли кĕнеке» ятпа пичетленсе тухнă. Унта ачасем тĕнпе этеплĕх виçисене, кĕлĕсене вĕренме, тĕн кĕнекинчи уйрăм вырăнсене вулама пултарнă.
Пĕрремĕш букварь 56 страницăран тăнă, алфавитра вара 47 саспалли пулнă.
Малтан каланă сăмахра букваре анатри чăвашсен калаçу виçине тĕпе хурса хатĕрленине палăртнă. Малалла азбука тата кашни саспаллине вуламалли тĕслĕхсем пынă.
1872 çулта пичетленсе тухнă букварь çырулăха кăна мар, хресчен пурнăçĕ-нчи чи кирлĕ ĕçсене тума та, хăйсене коллективра тытма та вĕрентнĕ. Пĕрремĕш халăх кĕнеки пулнă май букварь чăвашсен пурнăçне пур енлĕн уçса панă: халăх сăмахлăхне, тĕнне, пурнăç йĕркине. Букваре хатĕрленĕ чухне тĕслĕх вырăнне И.Я. Яковлев ытларах чухне ваттисен сăмахĕсемпе усă курнă. Тĕслĕхрен, "ĕмĕр пурăн – ĕмĕр вĕрен", "пĕр ăс лайăх, иккĕ – лайăхрах" тата ыттисем. Яковлев шухăшĕпе, халăх сăмахлăхне ачасен пĕлмелле пулнă, вĕсем урлă тăван чĕлхене юратма, тăван халăха хисеплеме хăнăхнă, вĕренӳ патне туртăннă.
Çаплах букварьте ăса, ачасене хăйсене тытма вĕрентекен кĕске калавсем пулнă. Тĕслĕхрен, тумтире тирпейлĕ тытасси пирки, чухăн пурнăçа пула саплăкран хăрама тата вăтанма кирлĕ марри пирки вĕрентсе калани пур: «Тумтире тирпейлĕ тыт, ан çур. Енчен те çуртăн пулсан ху çĕлесе хур. Тумтире çĕтĕлсен çĕлеме, саплама ан вăтан». Кĕнекен пурнăçри вырăнне те кăтартнă: «Кĕнекене вуласа тухиччен унта мĕн пирки çырнине ăнланма тăрăш. Кĕнеке – пурнăçри юлташ. Унта çырнă сăмахсем ăслă юлташ панă сĕнӳсем пекех паха. Эсĕ яланах ăслă çынпа юнашар пулма пултараймастăн, анчах кĕнеке ялан санпа пĕрле пулмалла».
Пĕрремĕш букварьте тĕне пысăк вырăн уйăрнă: кĕлĕсем, Турă кĕнекинчи пĕчĕк калавсене пичетленĕ.
Калаçу чĕлхипе эрне, уйăх ячĕсем мĕне пĕлтернине, ăçтан пуçланса кайнине ăнлантарнă, шут йĕркипе паллаштарнă, хутламалли таблица пулнă, саспаллисене перопа мĕнле çырмаллине кăтартнă.
И.Я.Яковлев пурăннă чухне букваре 33 хутчен тĕрлĕ вариантсемпе пичетленĕ.
Хальхи 37 саспаллиллĕ алфавитăн вариантне 1938 çулта йышăннă.
Уяв<Ӳb>
Çамрăк ăру çыннисене И.Я. Яковлев тунă ĕçсемпе, чăвашсен Патриархĕ-пе туллинрех паллаштармалла. Хула администрацийĕ пулăшнипе ирттернĕ мероприятие Ульяновскри 6, 21, 40, 55-мĕш, Луговойри, Чăнлă районĕнчи Аслă Нагаткин, Репьевка шкулĕсенче чăваш чĕлхипе культурине тĕрлĕ майсемпе вĕренекен ачасемпе вĕрентекенсем килсе çитрĕç. Чи малтан вĕсене Чĕмпĕр чăваш шкулĕн комплексĕпе паллаштарчĕç, «И.Я. Яковлев хваттерĕ» музейра экскурси ирттерчĕç. Музейĕн ăслăлăх сотрудникĕ Светлана Борисова уйрăмах иккĕмĕш хутри чăваш алфавичĕпе тата чăваш букварĕпе çыхăннă экспонатсене тимлĕх уйăрчĕ. Виççĕмĕш хутра ачасем И.Я. Яковлевăн, унăн çемйин пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ пирки тĕплĕн пĕлчĕç, Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче вĕренекенсем ларнă ĕлĕкхи партăсем хушшинче вырнаçса вăл вăхăтри пурнăçа путрĕç, экскурсовод вĕсемпе урок ирттерчĕ.
Мероприятин официаллă пайне УОЧНКА председателĕ Олег Мустаев уçрĕ. Вăл чăваш çырулăхĕ мĕнле аталанни пирки кĕскен каласа пачĕ: руна çырулăхĕнчен пуçланса паянхи кунччен. Чăвашсем халăх пулса сыхланса юлнинче И.Я. Яковлевăн тӳпи çав тери пысăккине палăртрĕ, мĕншĕн тесен 19-мĕш ĕмĕрччен чăвашсен 70 проценчĕ ислам тĕнне йышăнса культурине те, чĕлхине те çухатнă. Букварь тухни чăваш нацине сыхласа хăварать.
- Эпир, чăвашсем, пуян халăх, пирĕн хамăрăн Турă вырăнне хуракан просветителĕмĕр пур. Вăл пире çĕнĕ çырулăх парнеленĕ. Хаçатсем, кĕнекесем тухма тытăннă. Телевидени те, Интернет та И.Я. Яковлева пула тăван чĕлхепе тухаççĕ. Аслă просветителĕмĕр хатĕрленĕ алфавит, пĕрремĕш букварь кириллицăпа пулни Раççейри ытти халăхсемпе пĕрлештерет.
Пирĕн, кашни чăвашăн, И.Я. Яковлевăн Халалне тĕпе хурса пурăнмалла. Унта çарти уставри пек пĕр ытлашши сăмах та çук. Пирĕн мĕнле пурăнмаллине веçех çырса хăварнă. Вырăс халăхĕпе туслă пурăнма пилленĕ, тăван чĕлхене манма хушман. «Ху чĕлхӳне пăрахманни вырăс халăхĕн ĕçне ултавлă туса сутни пулмасть вăл: аннĕрсенчен вĕренсе юлнă хăвăн тĕп чĕлхӳне пăрахмасăрах вырăсăн аслă патшалăхĕшĕн ĕçлесе тăма пулать», - тенĕ. Вырăс чĕлхи тăван чĕлхе вырăнне мар, тăван чĕлхепе пĕрле пулмаллине асăрхаттарса каланă.
Пирĕн Раççей нумай халăхлă пулнипе, кашни халăх хăйĕн культурине тытса пурăннипе, аталантарнипе çирĕп, вăйлă. Паянхи уява ирттерме те хула администрацийĕ пулăшрĕ. Тав вĕсене. Пирĕн вара, чăвашсен, уйрăмах çитĕ-некен ăрăвăн, Яковлев комплексне, мăсăльмансем Меккăна çӳренĕ пек, çӳремелле. Кунти сывлăш та сиплĕ, шкул комплексĕн стенисем Аслă Патриархăмăра астăваççĕ, унăн вăй-хăватне сыхласа хăварнă, -терĕ.
2018 çул паллă датăсемпе пуян пулнине аса илтерчĕ: И.Я. Яковлев çуралнăранпа 170 çул, Чĕмпĕр чăваш шкулне уçнăранпа 150 çул çитет.
Чăваш культурине аталантарассишĕн пысăк ĕçсем тунăшăн «Чĕмпĕр чăваш шкулĕ, И.Я. Яковлев хваттерĕ» музей ĕçченĕсене Олег Мустаев УОЧНКАн Хисеп хучĕпе чысларĕ. Тав çырăвĕсене чăваш букварĕн уявне хутшăннă икĕ ансамбль – Чăнлă районĕнчи ачасен «Хĕвел» тата аслă çулхисен «Укăлча» ансамбльсем тивĕçрĕç.
Малалла вĕренекенсемпе аслисем «Что завещал нам Патриарх» документлă фильм курчĕç.
Мероприяти «Хĕвел» тата «Укăлча» ансамбльсен юрри-ташшипе тăсăлчĕ.
- Паянхи уявран сирĕн асăрта мĕн юлчĕ/ - ыйтрăм эпĕ 40-мĕш лицейра вĕренекенсенчен.
- Эпĕ «Чăваш халăхĕн культурипе йăли-йĕрки» кружока илсе пыракан Наталья Александровна Мальцевана пире Чĕмпĕр чăваш шкулне Букварь уявне илсе килнĕшĕн тав тăватăп. Питĕ килĕшрĕ мана кунта, мероприятире. Манăн анне чăваш. Яковлев пирки унччен те илтнĕ, вĕрентекен нумай каласа панă. Паянхи уяври лару-тăру чăннипех чăвашсемшĕн мăнаçлантарать. Фильм питĕ интереслĕ. Иван Яковлевăн мăнукĕсем аслашшĕн докуменчĕсене 1956 çулта архива паман пулсан, вĕсене тĕпченĕ вăхăтра Дмитриев ăсчах Халала тупман, кайран пичетлесе кăларман пулсан чăваш халăхĕ ун пирки пĕлмесĕ-рех юлатчĕ. Букварь пичетлесе кăларса Иван Яковлевич нацие сыхласа хăварни – паттăрлăх, - пĕлтерчĕ шухăшне 6-мĕш класра вĕренекен Аделина Мушарова.
Пĕрле вĕренекенсем - Алена Карпова, Аделина Хабибуллова, Аня Савинчева юлташĕпе килĕшнине палăртрĕç. Кунсăр пуçне юрлакансен чăваш тумне ытараймасăр пăхнине каларĕç.
Н.А. Мальцева вĕрентекен вара çакăн пек мероприятисене хăйсене ялан чĕнме ыйтрĕ.
Луговой шкулĕнче 4-мĕш класра вĕренекен Ярослав Юркин хăй чăвашла питĕ лайăх калаçнипе, чăваш букварĕ пирки нумайрах пĕлнипе, музейра иккĕмĕш хут пулса курнипе мухтанчĕ те, савăнчĕ те.
Мероприяти вĕçленсен те ачасем музейран килне кайма васкамарĕç, сăн ӳкерттерчĕç, Светлана Борисована тепĕр хут экскурси ирттерме ыйтрĕç.
 
: 163, Хаçат: 40 (1441), Категори: юбилей

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: