Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Хăш чухне эпир айваннине пула, саккунсене пĕлменнине кура ГИБДД çыннисем водительсене çул çинче чарса эрех ĕçнипе ĕçменнине тĕрĕслеме алкометр параççĕ, ăна вĕрме хушаççĕ. Эрех ĕçнĕ пулсан нимĕн те тума çук ĕнтĕ – ху айăплă! Алкометр кăтартатех.
Чи интересли вара çакă: çак алкометр эрех ĕçмен, тăп-тăрă урă çынсен юнĕнче те алкоголь пур тесе кăтартма пултарать! Ку мĕнле пулма пултарать/ Çын ӳт-пуçĕнче (организмĕнче) тĕрлĕ хими процесĕсем пулса иртеççĕ. Пĕр-пĕр эмел ĕçнĕ хыççăн та юна алкоголь тухма пултарать. Сăмахран, пĕр водитель ӳслĕкпе аптăранипе темиçе кун «Терпинкод» эмел ĕçнĕ. Ăна çул çинче чарнă та – алкометр юнра 2,99 промилле алкоголь пур тесе кăтартнă. Водитель каланă тăрăх, ГИБДД ĕçченĕ ăнланакан çын пулнă, ăна ним тумасăрах янă. Паллах, вăл тӳрккес хăтланнă пулсан водителĕн правине те туртса илме пултарнă. Çакăн пекех им-çам ĕçсе юна алкоголь тухнă водителĕн 0,05 промилле кăтартнă. Ку хутĕнче хура-шурă патак тытнă «çул хуçи» хытăрах тăнă, водителĕн вара ăна хăйне 50 пин тенкĕ парса хăтăлма тӳрĕ килнĕ. Турăх е уйран ĕçсен те юна пĕр вăхăт алкоголь тухать, ăна нумайăшĕ пĕлет ĕнтĕ.
Чи малтан çакна пĕлмелле: ГИБДД ĕçченĕ кашни кун çынсемпе ĕçлет, çавăнпа вăл вĕсене лайăх пĕлет, кам мĕнлерех çын пулнине çийĕнчех чухласа илет. Вăл лайăх психолог. Çын хăйĕншĕн тăрайманнине курсан вара тӳрех хăратма тытăнать, протокол çыратăп тет. Хăй çав вăхăтрах эсир ăна укçа парасса кĕтет. Хăвăрăн айăпăр çук пулсан ним чухлĕ те шикленме кирлĕ мар. Хăвăра ун умĕнче тивĕçлĕ тытмалла: йăпăлтатма тата мĕскĕнленме те кирлĕ мар, çав вăхăтрах хăвăра мăн çын вырăнне хурса ăна хăратма е кӳрентерме те кирлĕ мар. Юлташăрпа мĕнле калаçатăр – ГИБДД ĕçченĕпе те çавăн пекех тикĕссĕн калаçăр. Эсир эрех ĕçмен е мухмăрлă мар чухне ГИБДД ĕçченĕ сире чарса алкометр парсан, прибор юнра алкоголь пур тесе кăтартсан мĕн тумалла/
Алкометр кăларса панă хута сирĕн аллăра памасса та пултараççĕ, анчах та унта мĕн çырнине водителĕн вулама ирĕк пур. Алкометрăн техника документацийĕпе те паллашма ирĕк пур, анчах вăл ДПС подразделенийĕнче выртать. Апла пулсан унта кайса килмеллех пулать. Эпир ялан вăхăт çук тетпĕр, çавна пула инспектора çул çинчех укçа тыттарса хăварма та хатĕр. Кун пек чухне вăхăта мар, хăвăрăн чысăра, тĕрĕслĕхе мала хумалла пулать.
ГИБДД инспекторĕ пĕр хут усă курмалли алкометр мундштукне упаковкăран кăларнине икĕ çын пăхса тăмалла, вĕсене «понятые» теççĕ. «Понятый» текенни ГИБДД çынни пулма пултараймасть, çаплах водитель автомашинипе ларса пыракансем те пулма пултараймаççĕ. Малалла 3 вариант.
Пĕрремĕш. Водитель алкометра вĕрмессе те пултарать, вăл ГИБДД инспекторĕсене хăйне нарколог врач патне леçсе яма ыйтать. Ун чухне инспекторăн врач патне яракан направлени çырмалла.
Иккĕмĕш. Эсир алкометра вĕретĕр. Вăл нормăран ирттерсе кăтартать пулсан каллех нарколог врач патне кайма направлени ыйтăр.
Виççĕмĕш. Прибор нимĕн те кăтартмасть, анчах инспектор сире шанмасть, кунта мĕскер-тĕр пур тет. Ун пек чухне инспектор вара хăй сире нарколог патне яма пултарать.
Тепĕр хут асăрхаттаратпăр. Эсир алкогольпе çыхланман пулсан, инспектор умĕнче хăвăра тивĕçлипе тытсан вăл тӳрех сисет: сиртен нимĕн те илейместĕн, аппаланни вăхăта сая яни кăна пулать. Çавăнпа вăл сирĕн документăрсене аллăра парать те айвантараххисене шырама каять.
 
: 378, Хаçат: 40 (1441), Категори: Шухашлаттаракан ыйту

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: