Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Такам вăйлă аллипе ăна мăйĕнчен хытах пăвма пуçларĕ. Сывлайми пулнă Петя пулăшу чĕнсе кăшкăрасшăнччĕ, анчах сасси пӳлĕнчĕ. "Пĕтрĕм!" - вĕлтлетрĕ шухăш арçын пуçĕнче. Çак шухăшпа пĕрлех хăйне никам та пăвманнине ăнкарса илчĕ. Унăн мăйне çын алли мар, сăнчăр хĕссе хунă иккен. Хулăн тимĕртен тунă, çав сăнчăр вĕçне çакнă кире пуканĕ Петьăна сăрт çинчен тĕпсĕр хура шăтăка сĕтĕрет. Петя çӳлте юласшăн пĕтĕм вăйран тапаçланчĕ пулин те хал çитереймерĕ. Тепĕр самантран сăнчăр ăна сывлайми туса хучĕ. Вăл тĕпсĕр хура шăтăка пуçхĕрлĕ чăмрĕ.
-А-а-а! - кăшкăрса ячĕ хăранипе Петя.
Тĕттĕм пӳлĕмре вăранса кайрĕ. Лачкам тара ӳкнĕскер мăйĕ чăн та пăвăннине туйса илчĕ. Çывăрнă вăхăтра мăйĕнчи хĕресĕ çурăм хыçне кайса месерле выртакан Петьăна кантрипе пăвнă иккен.
Ун телейне, кăшкăрса янине арăмĕ илтмерĕ пулас. Çумĕнче выртакан Оля сас-хура кăлармарĕ. Петя хĕресне вырăнне тавăрчĕ. "Мĕне пĕлтерчĕ-ши çак тĕлĕк/" - ăнланасшăн пулчĕ ун пĕлтерĕшне. Сиксе тухас пек тапакан чĕри ерипен лăпланса пычĕ. Ыйхи вĕçсе кайнă Петьăн шухăшĕсем те урăх енне сулăнчĕç.
Çывăрмалли пӳлĕмре шăп. Уçă чӳречерен сулхăн çил вĕрет. Тăрсан-тăрсан кӳршĕ урампа йывăр КамАЗ кĕмсĕртетсе иртсе кайни илтĕнет. "Тырă турттараççĕ-тĕр ĕнтĕ", - маччаналла пăхса шухăшласа выртрĕ Петя. Ютран килнĕ комбайнсем хуçалăх хирĕсенче иккĕмĕш кун тырă çапаççĕ. Тата пĕр-икĕ кунтан тырçи те вĕçленет. Эх, мĕнле ĕмĕтленетчĕ Петя комбайнер пулма! Илмерĕç, мурсем. Комбайнерсем ĕçлесе нумай укçа илеççĕ. Килти выльăх-чĕрлĕхе çитерме тырă та параççĕ ĕçленĕшĕн. Хисепĕ хăй тата мĕне тăрать! Район хаçачĕн кашни номерĕнче тенĕ пек комбайнерсен ăмăртăвĕ çинчен çырса пĕлтереççĕ. Ăçтан танлаштăр вĕсемпе хуçалăх ферминче выльăх пăхакан Петя/ Çулла ĕнесем лагере куçсан ĕç те вăхăтлăха пĕтет. Капла та сахал тӳлеççĕ. Хуçалăха ертсе пыракансем вĕсен ĕçне темшĕн вырăна хумаççĕ. Тем те курма тиврĕ ĕнтĕ çав ĕçре Петьăн. Сахал çăрнă-и сивĕ çумăр айĕнче пĕçĕ тĕпĕ таран пылчăка. Хăлха таран лачакапа вараланса путса ларнă, тулли лава тĕртсе кăларма пĕрре мар тӳр килнĕ. Тӳсме çук сивĕре тата е куç уçма çук тăманра лаша çуни çине выльăх апачĕ тиеме епле хĕн. Комбайнерсем вара хăйсен ĕçне ялан шурă кĕпепе, урине пушмак тăхăнса çӳресех ирттереççĕ. Кĕçех сентябрь çитет. Ачасене шкула хатĕрлемелле. Каллех тăкаксем нумай пулĕç.
Пăшăрхантаракан шухăшсенчен хăтăлас тесе сылтăм енне çаврăнса выртрĕ Петя. "Вуниккĕмĕш çурри кăна иккен-ха", - асăрхарĕ телевизор айĕнче çутатакан циферблата. Çынсенчен юлас мар тесе хăй вăхăтĕнче кабель телевиденийĕпе телефон кĕрттернĕччĕ. Вĕсен ялне те цивилизаци çитрĕ. Газ кĕртрĕç, çутă юписене çĕннисемпе улăштарчĕç. Тĕп урама асфальт тăсрĕç. Виççĕмĕш çул антеннăсăр телевизор кураççĕ. Пĕлтĕр кашни урама пăрăхсем тăсса шыв кĕртсе çӳрерĕç. Савăнса кăна пурăнмалла, анчах... "Юрать, шывне кĕрттермерĕмĕр, - хĕпĕртесе выртрĕ Петя вăхăтĕнче тĕрĕс йышăну тунăшăн. - Уншăн та уйăхсерен укçа тӳлеме тиветчĕ". Вăй çитерейменнипе телефонпа икĕ çул каяллах усă курма пăрахрĕç. Пурне те укçа ăçтан çиттĕр/ Пĕр ĕне сĕтне патшалăха сутса икĕ вăкăр усранипе инçе каяймăн. Хуçалăхран тупăштармасан вĕсене те усрама май çук. Пĕтĕм акăнман хирсене тракторлисем ярса илчĕç. Эсĕ хăвăн çавупа виççĕ сулăниччен пĕр-пĕр Петюк е Володя тракторĕ-пе килсе тĕпĕ-йĕрĕпех çулса каять. Кайнă май: "Çемçе курăка ан вăрла", - тесе хушса хăварать тата, намăссăр. Калăн, хăй акса ӳстернĕ. Çӳре вара никам кĕрсе тухайман чăтлăхра, пиçенпе эрĕм хушшинче выльăх çиме юрăхлă курăка пĕрер пĕрчĕн пуçтарса. "Ял халăхĕ кахалланнă. Выльăх та усрасшăн мар",- кăмăлсăрланаççĕ пухусенче ял пуçлăхĕсем. Мĕн çитермелле тет вĕсене/ Пурне те укçалла илес-тăвас пулсан мĕн тупăшĕ пирки ĕмĕтленмелле/ Вите-хуралтăсене те кашни çул юсаса тăмалла. Каллех тăкак. Хăвăнтан тухса каять, тĕрĕссипе каласан. Пуяннисем – пуйса, чухăннисем – чухăнланса кăна пыраççĕ-ха хальлĕ-хе. Малашне темле пулĕ/
Ӳппĕн çаврăнса выртрĕ Петя. Пăшăрхантаракан шухăшĕсем пуçĕнчен тухмарĕç. Чухăнланмасăр та çук. Сулăм укçи те çын пуçне пилĕкçĕр тенке çитрĕ те. Ăна ан тӳле-ха, сельсоветран киле пырсах ятласа каяççĕ. Хăвăр выçă лармастăр-и тесе никам та ыйтмасть. Ялта та хулари пекех кашни утăмра укçа памалла пулса пырать вĕт. Пĕчĕккисене ача пахчине çӳретнĕшĕн те укçа илеççĕ. Выçă вилесрен кăна хăрамасть ял çынни. Анкартинче пахча-çимĕç ӳстерсе пурăнма май пур-ха халĕ.
Анкарти ыйтăвĕ патне таврăннине Петя хăй те сисмерĕ. Çуркунне пĕр фермертан пулăшу ыйтса пахчине сухалаттарнăччĕ. Çавăншăн халĕ те тӳ-лемен-ха ăна вăл. Унран темĕнччен тарса çӳрерĕ пулин те – тытрĕ вăл Петьăна. Çул урлă каçнă чухне таçтан муртан сиксе тухрĕ хăйĕн хура тĕслĕ çăмăл машинипе. «Рено» самантрах Петьăран инçе мар çитсе чарăнчĕ. Вăрахчен сигнал парса арçынна хăй патне йыхăрчĕ. Петя ирĕксĕрех машина патне утрĕ. Руль умĕнчен тухнă сарă çӳçлĕ, сарлака хул-çурăмлă яш ăна хăлхи таран кулăпа кĕтсе илчĕ.
-Ну хăвăрт утатăн та эсĕ. Машинапа та аран хăваласа çитрĕм, - тăсрĕ сарлака ал лаппине пысăк шăлĕсене кăтартса кулакан фермер.
Хăйĕнчен икĕ хут çамрăк çынна куçĕнчен пăхма хăяймасăр алă пачĕ Петя.
-Эсĕ укçа пирки пулĕ-ха/ - пĕлесшĕн пулчĕ хăйне чарнин сăлтавне.
-Ăçтан тавçăрса илтĕн/ -çиллессĕн ялкăшса илчĕ фермерăн кăвак куçĕ. - Виçĕ уйăх иртрĕ вĕт!
-Мĕн тăвас-ха ман/ Укçа çук. Пĕркун чăн та пурччĕ. Тамара килсе çурта страхласа кайрĕ. Ăçтан пĕлет мур хĕрарăмĕ çынра укçа пуррине/ Арăмпа иксĕмĕр пин тенкĕ сулăм укçи тӳлерĕмĕр. Ăçта кайма ун чухлĕ/ Сурма кирлĕ мана вĕсен тăм сарнă урамĕсем.
-Ăна вара пĕлместĕп,-тĕксĕмле нчĕ фермерăн сăнĕ.
-Ăнлан мана. Пулсанах пырса паратăп. Эпĕ ултавçă мар.
-Эсир пурте çапла калатăр.
Вăл пуçне ун-кун пăркаласа илчĕ, Петьăна куçĕнчен чăр-р-р! пăхрĕ.
-Санпа ĕç пурччĕ, - каласа хучĕ шăппăн.
-Мĕнле ĕç/ - сисчĕвленчĕ Петя.
-Мана сăнчăр кирлĕ ĕнесене кăкарма.
-Миçе/
-Пĕр вунă-вунпилĕк штук.
Петя аллисене сарса пăрахрĕ.
-Ун чухлĕ ăçта-ан/
-Ухмаха ан пер-ха. Хуçалăхра выльăх пăхнă çĕрте ĕçлекен çын çавна пĕлмест-и/
-Ăнлантăм.
-Тупса парсан парăмна та каçарăттăмччĕ.
-Хăçан валли кирлĕ/
-Мĕнле хăвăртрах, çавăн пек лайăхрах пулĕ. Мана ку ĕçе урăх çын та туса пама пултарать. Хăвна хĕрхеннипе сĕнтĕм...
"Тен, тĕлĕкре мăйран пăвакан сăнчăр шăпах парăма татмаллине пĕлтерет."
Вырăнĕ çинчен яш сиксе тăчĕ Петя. "Ухмах", - ятларĕ хăйне хăй. Çав сăнчăрсене йăкăртма чи меллĕ самантра кравать çинче ыр курса выртать. Урăх, тен, май пулмĕ. Ырана çумăр панăччĕ.
Тĕттĕмрех шăппăн тумланса тула тухрĕ. Çĕрлехи урамра самаях сулхăн. Уй енчен вĕрекен çил хирте ĕçлекен комбайнсен сассине илсе килет. Хапха умне тухнă Петьăна вĕсен çутисем лайăх курăнчĕç. Тĕксĕм тӳпере пĕр çăлтăр та çук. Çумăр пĕлĕчĕсем ял çийĕнех пулас. Сывлăшра нӳрĕк шăрши сисĕ-нет. Пĕтĕм шухăш тырра типĕлле пуçтарса илесси çинче халĕ. Мĕнпур ертӳçĕ йĕтем çинче-тĕр ĕнтĕ. Хуçалăх хуралçисем те çавăнта пулма тивĕçлĕ. Никам та кансĕрлемĕ ăна.
Хăй суйласа илнĕ ферма патне вăл хыçалтан пырса тухрĕ. Малти алăкран кĕме ан шутла. Юпасем çинчи çутăра ферма патне пыракан çынна аякранах паллама пулать. Ертӳçĕсем те машинасемпе вите умĕнченех иртсе çӳреççĕ.
Çулсерен пуçтарăнса пыракан тислĕк куписем хушшипе асăрханса утса фермăн хыçалти алăкĕ патне пырса тухрĕ. Вăрах вăхăт хушши типĕ çанталăк тăман пулсан кунта калушпа мар, атăпа та иртме çук йӳçлĕх пулатчĕ. Çавăнпа та тислĕк шăрши сăмсине питех çурмарĕ.
Петя тавралăха итлерĕ. Сулахай енне юлнă йĕтем çинче машинасем ĕçлени, çынсем кăшкăрашни аванах илтĕнет. Çывăхра вара шăп.
Вите алăкне туртса пăхрĕ. Вăл уçăлмарĕ. "Шал енчен питĕрнĕ", - тарăхрĕ Петя. Шапах та каялла сăнчăрсемсĕр таврăнма шутламарĕ. Чӳречерен кĕрсен ытла вараланса пĕтĕ. Кун пек пысăк фермăсен хĕррисенче те алăксем пур. Тен, çавсем уçă.
Хăйĕнчен те çӳллĕ ӳссе кайнă пиçенпе вĕлтĕ-рене урипе таптаса пырса вăрахчен утрĕ ферма çумĕпе. Çара аллине чĕпĕттерсе хăмпăлантарса пĕтерчĕ. Пĕр тĕлте çулпа килекен полици машинине ăнсăртран тенĕ пек асăрхасан хăранипе кукленсех ларчĕ. Вăрахран тин çĕкленчĕ ура çине. "Тьху!" - вĕлтĕрен чĕпĕтнĕ янахне хыçкаласа ятларĕ полици ĕçченĕсене.
Ун телейне, фермăн хĕрринчи алăкĕ уçах тăрать иккен. Шала кĕрсен Петя хунар çутрĕ. Кунта та ăнчĕ ăна. Ĕнесене кăкаракан сăнчăрсене илсе склада пуçтарса хуман. Пăта кăлармаллипе малтанхи тăватă сăнчăрне çăмăллăнах кăларса илчĕ. "Пурне те пĕр тĕлтен илес мар-ха. Вăрлани ытла та куçкĕрет", - вăхăтлă чарчĕ хăйне хăй арçын. Ыттисене унтан-кунтан хăйпăткаласа илчĕ. Ĕçĕ ăнса пынипе тимлĕхне çухатрĕ пулас. Вунвиççĕмĕш сăнчăра вĕçертнĕ чухне ферма умне тормозне çухăрттарса машина чарăннине илтех кайрĕ. Петя пытанма васкарĕ. Телее, вăл дояркăсем салтăнмалли пӳлĕмĕнчен инçе марччĕ. Сăнчăрсем тултарнă хутаçĕпе хăш вăхăтра çавăн тăррине хăпарса выртнине хăй те сисмерĕ. Пăта кăлармалли кăна ĕне кункăринче манса юлчĕ.
Тамбурта арçынсем калаçни илтĕнчĕ. Кĕçех фермăн пĕр алăкĕ чĕриклетсе уçăлса кайрĕ.
-Шалта хунар çути пурччĕ, - илтĕнчĕ агрофирма директорĕн сасси.
Çутă кĕрекен уçă алăкра икĕ мĕлке курăнчĕ. Пĕри аллинчи хунарне çутса теттĕм витене "хыпашларĕ".
-Çын пур -и/! - ян кайрĕ пушă витере палланă сасă.
"Пĕтрĕм!" - пӳлĕм маччи çумне тата та хытăрах çыпçăнчĕ Петя çак сасă хуçалăх ертӳçин пулнине уйăрса илсен. Унăн йывăр чăмăрне пĕрре тутанса курнăччĕ ĕнтĕ вăл. Хĕлле килне çунапа сенаж илсе аннă чухне тытсан. Урăхран çаптарасси килмерĕ.
"Тытсан мĕн калăп/" - шырарĕ ертӳçĕсене каламалли сăмахсем. "Ĕçленĕшĕн вăхăтлă та çителĕклĕ тӳлеместĕр. Çавăнпа вăрлатпăр", - темелле. Чăн та вĕт-ха. Çителĕклĕ тӳлесен кам вăрра кайĕ/ Камăн хуçасенчен чăмăр çиесси, полиципе çыхланасси килет/
Директорпа унăн çумĕ васкамасăр утса ферма варрине çитрĕç. Хунар çути витен уçă алăкĕ çине ӳкрĕ.
-Ку алăк мĕншĕн уçă тăрать/ - ыйтрĕ директор.
-Пĕлместĕп. Ферма заведующийĕнчен ыйтмалла. Платниксем кунта ĕçлеме тытăнайман пулас-ха. Тем вăрламаллиех çук, - хуравларĕ çумĕ.
-Мĕн çутине куртăм вара эпĕ машина ăшĕнче/
-Пĕлместĕп. Тен, юпа çинчи çутă чӳрече çине ӳксе çапла кăтартнă пулĕ.
Вĕсем каялла çаврăнчĕç. Юрать-ха, çак вăхăтра директор хунарĕпе ури умне çутатса пычĕ. Ăна çӳлелле çĕклесе çутта салтăнмалли пӳлĕм тăррине янă пулсан куратчĕç Петьăна.
Машина кайнă сасса илтсенех Петя бетон урайне сиксе анчĕ. Шăпине малалла тĕрĕслеттерес килмерĕ унăн. Кункăраран пăта кăлармаллине илсе килнĕ çулпа каялла вĕçтерчĕ.
Фермера çĕр варринче чӳречерен шаккаса вăратрĕ.
-Эпĕ илсе килтĕм, - уçса кăтартрĕ хутаçне ăна хирĕç кĕске пĕçĕллĕ шăлавар анчах тăхăнса тухнă кил хуçине.
Фермер анасласа илчĕ. Çара хырăмне аллипе кăтăр-кăтăр хыçрĕ.
-Миçе унта/ - ыйтрĕ юлхавлăн хутаççине куçĕ-пе пăхса.
-Вуниккĕ.
-Çитет.
-Апла эпĕ сан умăнта парăмра мар пулса тухатăп-и/
-Парăмра мар. Тепрехинче укçуна вăхăтлă пама тăрăш, - сĕнчĕ Петьăна фермер тăсса панă хутаçа илнĕ май.
-Паллах, паллах...
-Укçи пулсан, - каласа хучĕ çак çуртран чылай аякка кайсан.
 
Тутарстан, Çĕпрел районĕ,
Çĕнĕ Йĕлмел ялĕ.
 
: 300, Хаçат: 40 (1441), Категори: литература стр

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: