Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Хуçи мĕнле, кил-çурчĕ çапла теççĕ халăхра. Хапха умне пырсанах ку çуртра мĕнле çынсем пурăнни паллă: тирпейлисен крыльца урайĕ те шап-шурă, тирпейсĕррисен хапхи умĕнче мĕн выртнине те шыраса тупаймăн.
Çĕнĕ Малăкла районĕнчи Упамсарти тăхăр класс вĕренмелли шкулăн çĕнĕ çуртне 30 çул каялла, 1987 çулта, уçнă. Çак вăхăтран пĕлӳ çуртне пĕрре те тĕпрен юсаман пулин те вăл тирпейлĕ те илемлĕ курăнса ларать. Кĕнĕ çĕре чи малтан чăвашла «Ырă сунса кĕтетпĕр!», - тесе çырни пирĕн, чăвашсен, чунне самай ăшăтать. Шалта та тĕлĕнмелле илемлĕ те таса, шкулта çирĕп йĕрке пулни палăрать, стенасем çинчи стендсем пĕр тĕслĕ, тирпейлĕ çакăнса тăраççĕ. Коридорта сăранпа витнĕ дивансем лараççĕ, пур çĕрте те чечек ешерет. «Кам-ши кунта директор/ Ахăртнех, хĕрарăм», - мĕлтлетрĕ пуçăмра. Эп йăнăшман иккен.
Упамсар шкул директорĕ Альбина Владимировна Долгова çак ялтах çуралса ӳснĕ. Пĕрремĕш вĕрентекенне Валентина Петровна Ванюкована ытараймасăр хĕрача пĕчĕклех учитель пулма тĕллев лартнă. Кӳршĕре пурăнакан пĕрремĕш учитель пек кашни кун шкула ĕçе çӳреме ĕмĕтленнĕ. Çавăнпа та Димитровградри 19-мĕш шкулта сакăр класс пĕтернĕ хыççăн (çемье вăл вăхăтра Димитровграда куçса кайнă) пĕр иккĕленмесĕр Çинкĕ-лти педучилищĕне заявлени кайса панă. Çăмăллăнах экзаменсене парса вĕренме кĕнĕ, 1985 çулта «пиллĕк» паллăсемпе вĕренсе тухнă. Распределенипе ăна Димитровградри 2-мĕш шкула ĕçлеме яраççĕ. Кунта вăл 2000 çулччен вĕрентет, пуян опыт пухать, Ульяновскри патшалăх педагогика университечĕн филологи факультетне куçăмсăр майпа вĕренме кĕрет, вырăс чĕлхипе литератури учителĕ пулса тухать. Пуян опыт пухнă вĕрентӳçĕ Альбина Владимировна яланах тăван тесе шутланă Упамсар шкулне таврăнать. Вунă çул кунта ачасене вырăс чĕлхин вăрттăнлăхĕпе, вырăс литературин пуянлăхĕпе паллаштарать. 2005 çулта Альбина Владимированана Упамсар ял тăрăхĕн депутатне суйлаççĕ. 2010 çулта вара коллектив ăна шкул директорĕн вырăнне йышăнма ыйтать.
Шкул историйĕпе паянхи пурнăçĕ
Упамсарта 1880 çулта ачасене вĕрентме тытăннă. Шкул çурчĕ вăл вăхăтра пулман-ха, çынсем патĕнче вĕрентнĕ. 1901 çулта Д.Г.Герасимов ертсе пынипе пуçламăш шкулăн çуртне лартнă. Учитель çак ялта 33 çул вĕрентнĕ. Иртнĕ ĕмĕрти вăтăрмĕш çулсенче яла «ликбез» çитнĕ. 1934 çулта тулли мар вăтам шкул пулса тăнă. Унта Упамсар, Эрсел, Малаел, Тутиел, Эврел, Ямпак ялĕсенчен ачасем çӳренĕ. 1950 çулччен шкулта пур предмета та чăвашла вĕрентнĕ. Директор лавне вăл вăхăтра П.И. Рыжков туртнă. 1953 çулта А.В. Сиякина директор ертсе пынипе çичĕ çуллă шкул çĕкленнĕ, юлашки шкул çуртне 1987 çулта (директорĕ – РФ тава тивĕçлĕ учителĕ Р.Г. Чернова) хăпартнă.
Шкулăн çитĕнĕвĕсем пысăк: 1992 çулта чăваш халăх йăли-йĕркине аталантарнăшăн, тăван чĕлхене сыхланăшăн облаçри вĕренӳпе ăслăлăх министерствин Тав çырăвне тивĕçет, 1994, 1998 çулсенче «Школа года» Раççей конкурсĕн лауреачĕ пулса тăрать, 2010 çулта облаçри чи лайăх вунă шкул шутне кĕрет.
Упамсар шкулĕ – ялти социокультура центрĕ. Ахальтен мар 2004 çулта Тăван çĕршыва хӳтĕ-лекенсене асăнса лартнă палăка та шкул картишне куçараççĕ.
Шкулта кашни çул нарăс уйăхĕнче Чăваш культурин кунĕсем иртеççĕ. «Гармония» ансамблĕн репертуарĕнче темиçе чăваш ташши. Тумĕсем те пур. Вĕсем ялти, районти чăваш уявĕсенче ялан хăйсен пултарулăхне кăтартаççĕ. Чăваш ташшипе облаçри «Путене» конкурса хутшăнаççĕ. 2013, 2014 çулсенче ансамбль конкурсра 1-мĕш, 2015 çулта иккĕмĕш, 2011 çулта 3-мĕш вырăнсем йышăннă.
А.В. Долгова ертсе пыракан туслă коллективра 13 вĕрентекен ĕçлет, вĕсенчен 7-шĕ аслă пĕлӳллĕ. Шкула ĕçлеме кăçал икĕ çамрăк педагог килнĕ – физкультура тата биологи учителĕсем. Ачасен пĕлӳ шайĕ те пысăк: 9 класс хыççăн экзаменсене вĕренекенсенчен 80 проценчĕ «4» тата «5» паллăсемпе панă.Шкул çумĕнче пахча çимĕç лартса ӳстермелли çĕр лаптăкĕ пур. Унта çулла ачасем ĕçлеççĕ, çимĕçе хăйсен столовăйне параççĕ.
- Эпир чăвашла калаçса ӳснĕ, чăваш культурине ăша хывса çитĕ-ннĕ. Нумай çул шкулта чăваш чĕлхипе литературине предмет мелĕпе вĕрентрĕмĕр. Кайран кружок майĕпе илсе пытăмăр. Халĕ шкулти 80 вĕренекенрен 14-шĕ кăна чăваш. Ыттисем – тĕрлĕ халăх ачисем. Чăваш ачисем килĕнче те вырăсла калаçаççĕ ĕнтĕ. Апла пулин те вĕсене хамăр культурăна явăçтарма тăрăшатпăр. Чăваш чĕлхине уроксем хыççăнхи занятисенче вĕрентетпĕр: «Атăлçи тăрăхĕнчи халăхсен культури» кружокра. Унăн ĕçне Ольга Анатольевна Янкова илсе пырать. Вăл ку енĕпе Ульяновскра ятарлă курс иртрĕ. Шкулта пирĕн чăваш чĕлхи кабинечĕ пур. Вăл стендсемпе, курăмлă методика пособийĕсемпе, илемлĕ литературăпа пуян. Икĕ çул каялла эпир облаçри тăван чĕлхе кабинечĕсен конкурсĕнче çĕнтерекенсенчен пĕри пултăмăр. Тăван чĕлхене вĕрентес ĕçе ытларах И.Я.Яковлев ĕçĕ-хĕлне, халалне тĕпе хурса пурнăçлатпăр. Чăвашсен паллă патриархĕ пирки шкулти кашни ача пĕлмелле. Çавăнпа та коридорта та Иван Яковлевпа, унăн йăх-тымарĕпе, несĕлĕсемпе, ĕçĕсемпе çыхăннă, чăваш культурипе, чăвашсен тĕррин, руна çырăвĕн вăрттăнлăхĕпе паллаштаракан стендсем нумай. Эпир вĕсене конкурсра çĕнтерсе илнĕ укçапа тутартăмăр, - каласа пачĕ Альбина Владимировна.
Упамсарта çĕнĕ шкул çуртне уçсанах ял пурнăçне, хăйсен тăрăхĕ-нчи чăвашсен культурине кăтартакан ятарлă музей йĕркелеме палăртнă, ун валли экспонатсем пуçтарма тытăннă, пӳлĕмне те уйăрнă. Çак ĕçе В.П. Ванюкова пуçăннă. 2002 çулта ăна краеведени музейĕ статусне панă. Кунта хăйсен тăрăхĕнчи чăваш тумĕн уйрăмлăхĕпе паллашма, ял, шкул историне, паллă çынсем çинчен тĕплĕн пĕлме пулать. Таврапĕлӳпе çыхăннă уроксене те вĕрентӳçĕсем çакăнта ирттереççĕ.
Упамсар шкулĕ тĕрлĕ организаципе çыхăнса ĕçлет: Дмитрий Солунский ячĕллĕ чиркӳпе, Çĕнĕ Малăклари уроксем хыççăн ачасемпе ĕçлекен «Алые паруса» тата спорт шкулĕсемпе, ялти вулавăшпа, Упамсар ял тăрăхĕпе, Çĕнĕ Малăклари ĕçпе тивĕçтерекен центрпа. Ку çыхăнусем ачасене тĕн никĕсĕн пĕлĕвне илме, спорта явăçма, тăрăх шайĕнчи пысăк мероприятисем ирттерме, çуллахи каникул вăхăтĕ-нче ĕç тупма пулăшаççĕ. Альбина Владимировна лайăх ăнланать: ачана воспитан парас ĕçре шкул кăна çителĕксĕр.
«Альбина Владимировна – питĕ йĕркеллĕ, ĕçчен, пултаруллă çын. Вăл ертӳçĕ лавне те тивĕçлипе туртса пырать, учитель пулнă май та ялан çĕннине шырать, хăй пĕлĕвне ялан ӳстерет. Урокĕсем унăн интереслĕ. Çав вăхăтрах ыттисенчен те хытă ыйтать», - теççĕ ун пирки ĕçтешĕсем.
Тăрăшуллă ĕçĕшĕн А.В. Долгова Ульяновск облаçĕн вĕренӳпе ăслăлăх министерствин Хисеп хутне тивĕçнĕ. Анчах та директорăн ĕçне чăн-чăн хак паракансем – унăн вĕренекенĕсем. Упамсар шкулĕнче директора хисеплени, сума суни, çав вăхăтрах ăна «хамăр çын» тесе йышăнни каламасăрах курăнать. Альбина Владимировна ял тăрăхĕн депутачĕ пулнă май халăхăн интересĕпе, вĕсен пурнăçĕпе пурăнать.
 
: 404, Хаçат: 41 (1442), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: