Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Пĕтĕм Раççейри «Учитель года 2017» конкурсра пĕчĕк «Хрустальный пеликана» илме тивĕçнĕ, çĕршыври чи лайăх 5 вĕрентекен шутне кĕнĕ Димитровградри нумай профильлĕ лицейра вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Анастасия Мингачева Мускавран таврăннă.
Анастасия Мингачева конкурса вырăс чĕлхипе журналистикăн çыхăнăвне кăтартнă. «Хрустальный пеликан» палла вĕсене, пилĕк çĕнтерӳçе, РФ Правительство председателĕн çумĕ Ольга Голодец тыттарнă.
Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр Анастасия Мингачевапа, унăн вĕренекенĕсемпе, ĕçтешĕсемпе тата пулăшаканĕсемпе тĕл пулнă, сумлă конкурсăн лауреатне хваттер тата 200 пин тенкĕлĕх сертификат панă.
- Пĕтĕм Ульяновск облаçĕ сирĕн çитĕнĕвĕршĕн савăнать, мухтанать. Тĕрĕссипе, эсир çĕнтерессе эпир шансах тăнă. Халĕ Анастасия Мингачевашăн çĕнĕ тапхăр пуçланать, унăн хăйĕн çитĕнĕвĕпе облаçри кашни кĕтесре паллаштарма тивĕ, - тенĕ кĕпĕрнаттăр.
Çаплах область правтельствин хушăвĕпе Раççей конкурсĕн лауреатне хатĕрленĕ вĕренӳ учрежденине, Димитровградри нумай профильлĕ 16-мĕш лицея, 300 пин тенкĕ уйăрнă.
Анастасия Мингачева хăйне конкурсра çӳллĕ вырăн йышăнма пулăшакансене тав сăмахĕсем каланă.
 
: 331, Хаçат: 41 (1442), Категори: Вĕренÿ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: