Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Анастасия Евсеева (хĕр хушамачĕ Ефремова) Языковăра 40 çул ытла пурăнать ĕнтĕ. Кунта килсе тĕплениччен вара пĕтĕм Çĕпĕр тăрăх пурăнса çӳренĕ.
Вăл 1921 çулта Аслă Аксу ялĕнче (халĕ вăл Тутарстанри Çĕпрел районне кĕрет) Крещенкере çуралнă, çитес январьте 97 çул тултарать. Эпĕ пырсан ăна пахчаран чĕнсе кĕчĕç, вăл унта ĕçлетчĕ. Хăй çинчен çырма хаçатран килнине пĕлсен вара вăл çапла каларĕ: «Эпĕ икĕ эрне каялла тĕлĕк куртăм: ман çинчен кĕнеке çыраççĕ пек. Эсĕ килессе пулчĕ пуль вара...»
Наçтаç аппа, выçлăх çулĕнче çуралнăскер, çичĕ уйăхрах утса кайнă, анчах питĕ нушаллă ӳснĕ.
-Аттепе аннен 12 ачаччĕ, эпĕ чи асли. Анне тифпа чирлĕччĕ, çавăнпа кăкăр ĕмсе курман эпĕ. Кăштах ăнланакан пулсан вара чирлĕ выртакан аннене курсан эпĕ хăраса кайнă тет. Çуралсанах мăян пашалăвĕнчен ĕмкĕч туса панă мана. Каярах та çав тери выçăпа ӳсрĕмĕр. Мĕнле сывă юлнă – пĕлместĕп! Мана Иисус Христос ӳстернĕ пулĕ. Ача чухне чĕркуççи шыçса кайнипе 10 çул вырăнпа выртрăм, çӳреймерĕм, шкулта вĕренмен эпĕ. Пĕртăвансем вилсе пĕтрĕç ĕнтĕ, эпĕ мĕншĕн çавăн чухлĕ пурăнатăп-ши – ăна та пĕлместĕп... - куççуль витĕр каласа парать Анастасия Филипповна.
Унăн аслашшĕ те, ашшĕ те çĕвĕç пулнă, çавăнпа Наçтаç та ку ĕçе вĕренет. Вăрçă вăхăтĕнче çакă вĕсене выçлăхран хăтарать: Наçтаç çынсем валли кĕпе-йĕм çĕлесе сутать. Пурнăçĕнче ун иккĕ качча кайма тивнĕ. Малтанхи упăшкинчен ача çук, унпа нумай пурăнман. Иккĕмĕш упăшки – Петр – Чăваш Республикинчи Улатăр районĕнчи Суйкăн ялĕнчен. Вĕсем икĕ хĕр те икĕ ывăл çуратса ӳстернĕ.
Вăрçă хыççăн çынсене лайăх пурнăç шантарса вербовкăпа Çĕпĕре ăсатнă. Ун пирки Наçтаç аппан 62 çулхи хĕрĕ Елена Петровна амăшне пулăшса каласа парать.
- Пĕррехинче пирĕн çемье Çĕпĕре кайма шутларĕ. Кунта пурнăç йывăрччĕ, куккурус çăкăрĕ çиеттĕмĕрччĕ. Пуйăспа 10 çемье темиçе талăк кайрăмăр. Эшелон çинче качакасем те пурччĕ, вĕсене те пĕрле илсе каяççĕ. Çапла Красноярск крайĕнчи Черногорск хули çывăхне çитрĕмĕр. Çитрĕмĕр те -- çеçенхир, вăйлă çил-тăман улать, йĕри-тавра сăрт-ту... Ют вырăн. Уласа йĕрсе ятăмăр. Çапах та пурнăç йĕркеленсе кайрĕ. Çитсен пирĕн çемьене «подъемный» текен укçа, ĕне, сысна пачĕç. Мĕн кирлĕ – совхоз тивĕçтерет. Ĕçле кăна! Анчах каялла ямаççĕ. Пĕрне йывăр чирлесе ӳкнипе кăна каялла ăсатрĕç. Анне вырăнти совхозра ĕне сума тытăнчĕ, кайран сысна пăхрĕ. Атте строитель пулса тăчĕ, бараксем тăватчĕ. Директорĕ чикан çынниччĕ, ĕçлекенсене пулăшатчĕ. Эпир çапла аванах пурăнса кайрăмăр, яла тăвансем патне кĕрпе таврашне те посылкăпа ярса параттăмăр,- тет Елена Петровна.
Каярах вĕсем Абакан патĕнче те пурăннă, анчах çемье пуçĕ хăй ирĕкĕпе пурнăçран уйрăлсан Наçтаç аппа инçетрен таврăнма шутлать, Языковăна килсе тĕпленет. Елена Петровна çемйи те амăшĕпе çывăхрах пулас тесе Волгоград облаçĕ-нчи Камышин хулине таврăнать. Вĕсем Ульяновска килесшĕн пулнă та, анчах ун пек мел тупăнман. Халĕ вăл амăшĕн килĕнче вăхăтлăха пурăнать, мĕншĕн тесен пĕр тетĕшĕ кунта чирлĕ выртать. 97 çулпа пыракан амăшĕ, паллах, чирлĕ çынна пăхаймасть ĕнтĕ. Тепĕр ывăлĕ ку тĕнчере çук ĕнтĕ.
Наçтаç аппа халĕ 4 качака усрать (пĕри сăваканни), хăй сăвать, мĕншĕн тесен Елена Петровнăн ури ыратать, çавăнпа вăл урине хуçлатса, пĕшкĕ-нсе лараймасть. 90 çула çитсен вара Наçтаç аппа Турă кĕнекинче мĕн çырнине пĕлес шутпа вулама вĕреннĕ. Халь кашни кун тĕн кĕнекине алла илет те унти шухăшсене васкамасăр ăса хывать. «Мана Ииусус Христос ача чухне те вилме паман, халĕ те упраса пурăнать»,-тет вăл.
Наçтаç аппа 93 çулта та Сартумкка пасарне япала сутма пĕччен кайса килнĕ-ха.
-Хăй тĕллĕн аван çӳрет-ха анне. Качака сăвать, çырла пуçтарать, çумкурăк çумлать, çĕрулми аврине туртать. Паян акă ирпе 5 сехетре тăрса ларнă та виçĕ витре фасоль шĕкĕлченĕ,- тет Елена Петровна.
 
Карсун районĕ.
 
: 402, Хаçат: 41 (1442), Категори: Eмeр сакки сарлака

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: