Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Хаçатăмăрта «Шăпăрлан» страницăна ертсе пынă май тăтăшах облаçри чăваш ачисем çӳрекен шкулчченхи учрежденисене шăнкăравласа хал пĕлме тăрăшатăп. Ача сачĕ-сенче иртекен конкурссене тимлетĕп. Тĕлĕнмелле пысăк ĕç туса пыраççĕ вĕсем. Хăйсем çинчен область шайĕнче илттереççĕ.
УОЧНКА тата Ульяновск облаçĕнчи Нацисен культурисене çĕнетсе аталантаракан центр çумĕнчи чăваш пайĕ йĕркелесе ирттерекен пур чăваш мероприятийĕсене – «Путене», «Пĕчĕк çăлтăр», «Чăваш ачи, сассуна пар» культурăпа ăс-хакăл тупăшăвĕсене хутшăнаççĕ. Ачисене сăвă калама, юрлама-ташлама вĕрентеççĕ. Наци тумĕсем çĕленĕ, капăрлăхсем ăсталанă, илемлĕ тĕрĕ-эреш тĕрленĕ çĕрте те воспитательсемпе кĕçĕн воспитательсен, методистсен, музыка ертӳçисен тӳпи пысăк. Тĕрĕссипе, поварсемпе хуралçăсем, тирпейлӳçĕ-сем те айккинче юлмаççĕ, хатĕрлев ĕçне хутшăнаççĕ.
Ача сачĕсене çӳрекен шăпăрлансем тантăшĕсенчен пур енчен те хăвăртрах аталанни никамшăн та вăрттăнлăх мар паян. Пĕчĕк артистсем те вĕсем, спортсменсем те, ӳкерӳçĕсем те, илеме хаклакансем те, пĕлӳ тĕнчине туртăнакан хастарсем те, алăстисем те. Ачаран тĕрлĕ професси тĕнчипе паллашнинчен те ним тĕлĕнмелли те çук. Чăваш тĕррин асамлăхне те ăса хываççĕ маттурсем, Атăлçи халăхĕ-сен культурине тĕпчеççĕ, туслăхпа пĕртанлăх мĕнне пĕлеççĕ. Çĕнĕ кун ачисене çĕнĕ вĕренӳ стандарчĕсене ăса хывтарнă çĕрте, сăмахсăрах, воспитательсен тивĕçĕ пысăк пулнине каласа хăвармалла. Ашшĕ-амăшĕн пулăшăвĕ те пур ĕнтĕ, ăна пытараймăн. Анчах та тĕпрен илсен ача пахчинче нумай-мĕн параççĕ пĕчĕкскерсене. Çапла майпа шкула вĕсем пит маттур та хастар, ăслă ачасем хатĕрлесе параççĕ.
Ялсенчи ача сачĕсем те çак сăваплă ĕçех илсе пыраççĕ. Ачасемшĕн, вĕсен çитĕнĕвĕсемпе кулленхи ăнăçăвĕ-семшĕн воспитательсене çĕре çити пуç таймалла.
Авăнăн 27-мĕшĕнче çĕршывра Воспитательсен кунне паллă турăмăр. Çак ятпа эпир те хамăр тусăмăрсене саламларăмăр.
Телефонпа калаçнă хушăра Чăнлă районĕнчи Ирçелĕнчи ача пахчинче вăй хуракансен сасси тунсăхлă пек туйăнчĕ. Шкулпа пĕрлештернĕ хыççăн ача садне хăй çуртĕнчех хăварнăшăн савăннăччĕ-ха ĕçченсем. Халь каллех ку ыйту патне таврăнма сăлтав тупнă иккен районти вĕренӳ пайĕнче – «Кукушечка» ачисене те, ĕçченĕсене те шкул çуртне куçармалла. Ку çĕнĕлĕхе кĕртме çӳлтен хушаççĕ имĕш.
- Пирĕн çурт кивĕ тесе калама чĕлхе çаврăнмасть – ăна 1985 çулта çеç уçнă. Хăтлă, ăшă вăл. Ачасен те, ашшĕ-амăшĕн те, ĕçлекенсен те кăмăлне пур енчен те тивĕçтерет, пур енлĕн килĕшет, - терĕ Ирçелĕнчи ача пахчин пĕрремĕш воспитателĕ, паянччен кунта вăй хуракан Галина Ивановна Сидорова. – Уçсанах 50 çынна йышăнма хатĕр çурта 54 ача килнĕччĕ. 2011 çулта «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти хастарĕсем тăрăшнипе тепĕр ушкăн валли хушма çурт çĕкленчĕ. Ача пахчи çĕнелчĕ. Телее, паян та хавхалансах: «Ирçел пурăнать, хушăнать», - теме пултаратпăр. Пахчаран 5 ача кăçал шкула 1-мĕш класа кайрĕ. Пĕлтĕр те пиллĕкĕнччĕ. Çĕнĕ 2017-2018 вĕренӳ çулĕнче хавхалансах пирĕн пата 13 шăпăрлан çӳрет тесе калатпăр. Тĕпренчĕкĕсене, мăнукĕсене илсе килес текенсем татах та пур. Хальлĕхе шухăшлаççĕ-ха аслисем. Çитес çулсенче килмеллисем пурри савăнтарать.
Ача пахчинче икĕ воспитатель вăй хурать: Галина Николаевна тата Галина Ивановна. Пĕри - Фадеева, тепри - Сидорова. Методист – Наталья Валериановна Сидорова, повар – Любовь Александровна Крыш, воспитателе пулăшаканĕ – Тамара Александровна Мурзайкина. Коллектив питĕ туслă. Пур тивĕçе те пурте пĕрле канашласа пурнăçа кĕртеççĕ.Çуллахи юсав ĕçĕсене те йышпа пурнăçлаççĕ.
- Тимĕрçен ял тăрăхĕнче, районта, облаçра ирттерекен тĕрлĕ мероприятисене йышлăн хутшăнатпăр. Пирĕн ачасем пĕр хутчен çеç мар малти вырăнсене çĕнсе илсе савăнтарчĕç. Арскинче иртнĕ вулавçăсен конкурсĕ-нче пирĕн хĕрача Александра Герасимова 1-мĕш вырăн йышăнчĕ, Аслă Нагаткинра та вăл Çĕнтерӳ кунĕнче сăвă каласа ĕçпе вăрçă ветеранĕсен чунĕсене тыткăнланăччĕ. Ирçелĕ-нчи ача пахчине çӳрекенсем пурте пултаруллă. «Путенене» те, «Пĕчĕк çăлтăра» та хутшăнаççĕ вĕсем пĕр шикленмесĕр. Вĕсенчен хаклă парнесем, дипломсем илсе таврăнаççĕ, - терĕ Г.Н. Фадеева воспитатель.
«Лаша пуласси тихаран паллă, çын пуласси – ачаран», - тенĕ пирĕн шурсухалсем. Ирçелĕнчи ача пахчи те вырăнти пур пуçламăшсен пуçламăшĕ. Çак шкулчченхи учрежденин малашне те çитĕнӳсем нумай пулччăр. Ан тив, малашне те хăйсем хăнăхнă, чун-чĕринчен килĕштерекен çуртра ĕçлесе пурăнмалла, çĕршыва юрăхлă çынсем çитĕнтермелле пултăр. Тӳресем вара чăрмантарасси вырăнне пулăшса, хавхалантарса пыччăр. Ку илемлĕ çурта хупса, çăраççи çакса тухса каймалла ан пултăрччех! Ун вырăнне ăна лайăхлатса ĕçлекенсен кăмăлне çĕклеччĕр.
 
Чăнлă районĕ.
 
: 414, Хаçат: 41 (1442), Категори: Шухашлаттаракан ыйту

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: